Комментари хушас

30 Утă, 2015

Июлĕн 30-мĕшĕ – Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунĕ

Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунĕ - календарьти чи çамрăк уявсенчен пĕри. Ăна Пĕрлешнĕ Нацисен Организацийĕн Тĕп ассамблейи 2011 çулхи апрелĕн 27-мĕшĕнче çирĕплетнĕ. Вăл халăхсем хушшинчи туслăха аталантарас ыйтăва уйрăмах тĕпе хурать. «Халăхсен, çĕршывсен, культурăсен тата уйрăм çынсен туслăхĕ тĕнчери тăнăçлăха упрама хавхалантарĕ», - палăртнă çав документра. Унсăр пуçне Пĕтĕм тĕнчери туслăх кунĕн ыйтăвĕсенчен пĕри - çамрăксене, çав шутрах пулас ертÿçĕсене, тĕрлĕрен культурăна хисеплеме вĕрентсе общество ĕçне хутшăнтарасси.

Мĕн-ши вăл туслăх? Кун çинчен пирĕн вулакансем лайăх пĕлеççĕ пуль, вĕсем хаçатпа туслă вĕт-ха. Атьăр-ха, эппин, вĕсене сăмах парар.

Наташа МИХАЙЛОВА, 13 çулта /Хĕрлĕ Чутай районĕ, Штанаш/:

Туслăх вăл - вăрçмасăр, ятлаçмасăр, пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни. Чăн-чăн тусăн çынна ăнланма, йăпатма пĕлмелле. Эпĕ те çавăн пек пулма тăрăшатăп. Çын тĕрĕс мар ĕç тусан унран кулмастăп, йăнăш хăтланнине ăнлантарма тăрăшатăп. Йывăр вăхăтра, чăнах та, пулăшма хатĕр.

Юлташсем нумай манăн. Анчах чи çывăххисем иккĕн çеç. Пĕри - Настя. Вăл манпа пĕр класрах вĕренет, мĕн пĕчĕкренпе килĕштерсе пурăнатпăр. Тепри - арçын ача, вăл мана йывăр вăхăтра яланах пулăшать.

Туссемпе пĕрле йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Çапах пурне те юлташ тееймĕн, çĕр çинче сутăнчăк та нумай.

Кĕскен каласан, пурнăçра çынсем килеççĕ, кăшт вăхăт иртсенех каяççĕ, чун вара унчченхи пекех вĕсем патне туртать. Вăхăт тĕрĕслевĕ витĕр чăн-чăн туссем анчах тухаяççĕ.

Дмитрий МЯСНИКОВ, 14 çулта /Самар облаçĕ, Шунтал районĕ, Аксаку/:

Туслăх вăл маншăн - юлташăн шанчăкĕ. Пĕр-пĕрне итлеме пĕлмелле, йывăр вăхăтра пулăшмалла. Юлташсем питĕ нумай манăн. Çывăххисем те сахалах мар. Чи хакли вара - Настя Назарова. Туссемпе вăйă выляма, пулă тытма тата çырлана, кăмпана е шыва кĕме çÿреме аван. Эпĕ лайăх тус-ши, пĕлместĕп. Анчах манăн юлташ нумай пулсан, япăхах мар пуль ĕнтĕ.

Аня ЛУБАШКИНА, 16 çулта /Улатăр районĕ, Кивĕ Эйпеç/:

Туслăх вăл - пĕр-пĕрне шанса çыхăну тытни, чăн-чăн тусăн шанчăклă пулмалла, юлташа нихăçан та сутмалла мар. Манăн туссем питĕ нумай. Чи юратни - анне, унтан - аппа. Вĕсемпе эпĕ яланах чуна уçса калаçма пултаратăп.

Юлташсемпе сăмахлама та, ĕçлеме те аван. Эпĕ хам та вĕсене йывăр вăхăтра пулăшма, лăплантарма, калаçса йăпатма тăрăшатăп. Юлташа нихăçан та сутмастăп.

Пĕррехинче ăмăртăва хутшăнсан, шел пулин те, пĕрремĕш вырăна тухаймарăм. Питĕ хурлантăм çакăншăн. Çывăх тус ăшă сăмахсем калани темрен паха пулчĕ ун чухне.

Лариса ПЕТРОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.