Комментари хушас

17 Çурла, 2015

Атте халалĕ

Вăрçă çынсене макăртать, кулянтарать, тăлăха хăварать. Эпĕ атте - Илларион Васильев - Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине кайнă чухне çуралман-ха. Ăна 1941 çулхи авăн уйăхĕн 31-мĕшĕнче инçе çула ăсатнă. Ун чухне аппасене "ыранах тетрадьсем илсе килетĕп" тесе лăплантарса хăварнă вăл. Уйăх çурăран - юпан 14-мĕшĕнче - уявра анне пукрав ăшшине тытма пÿрт никĕсĕ тавра çĕр сапса кĕрсен çут тĕнчене килнĕ эпĕ.

Мускав патнелле чакса килнĕ вăхăтра атте пĕр каçлăха киле кĕрсе тухнине анне каласа паратчĕ. Çавăн чухне, шыва кĕрекен тĕпренчĕкне сăнаканскер, такана урлă выртсах йĕре-йĕре çапла каланă: "Темĕнле пулсан та ывăла ÿстерме тăрăш. Кил ăшшине ан сÿнтертĕр. Мана аса илсе пурăнăр. Эпир вăрçăран килейместпĕр пулĕ. Тăшман питĕ усал, вăйлă. Çапах парăнмастпăр, çĕнтеретпĕрех!" Йывăрлăха пăхмасăрах ĕне усрама хушса хăварнă вăл.

Анне 5 ачапа юлнă. Эпĕ пĕчĕк пулнăран аннене Сарьял патне окоп чавма яман. Ăна фермăна пăрусем пăхма вырнаçтарнă.

Эпĕ çакна кăна астăватăп: уя крахмал пуçтарма кайсан хăрах çăпата çухалса юлнăччĕ. Тупаймарăмăр. Вара Нина аппа мана çурăм çинче йăтса килчĕ.

Тепĕр асаилÿ. Ун чухне вăрçă чарăннă пулас. Эпир, ачасем, кашни кун армансем патне /5-чĕ вĕсем пирĕн тăрăхра/ каяттăмăр. Элĕк çулĕпе салтаксем киле таврăнатчĕç. Кÿршĕ ачин Ванькăн ашшĕ те пурччĕ çак йышра. Çавăн чухне Ванюка ашшĕ хул çине йăтса илчĕ. Мана çавăтрĕ кăна. Манăн та хăпарса ларас килнĕ ахăр, çавăнпах киле кĕрсе юлсан хытă йĕтĕм...

Шкула кайнине те çырса кăтартас килет. Ун чухне лайăх кĕпе çукчĕ. Аннен çĕлеме вăхăт пулман. Вăл ялти пĕр çĕвĕçпе калаçса татăлнă. Пир кĕпешĕн эпĕ пĕр кун ĕне кĕтĕвĕ пăхрăм. Паян çакăн пек килĕшÿ тума май килет-ши? Иккĕлентерет. Йывăрлăхсене çĕнтерсе ÿсрĕмĕр. Çитĕнсе çитсен хĕсмете илчĕç. Эпĕ Америка Кубăна экономика блокадине илнĕ чухне çарта пулнă. Пĕр вăхăтра офицерсем те салтаксемпе пĕрле пĕр казармăраччĕ.

Хамăр ентеш Андриян Николаев космоса вĕçни - пирĕншĕн пĕлтерĕшлĕ пулăм. Çарта операторта тăрăшаттăм. Дежурствăран таврăнсан çывăрнăччĕ. Мана юлташсем "урра" йăтса ентеш космоса вĕçни çинчен пĕлтерчĕç. Ун çинчен радистсем радиопа илтнĕ.

Киле йĕркеллех таврăнтăм. Манăн малалла вĕренме каяс килетчĕ. Çакна пĕлсен аннепе аппа питĕ кулянчĕç. Эпĕ вĕсене лăплантарса çапла каларăм: "5 çул вĕренсен атте хушнине итлесе каялла таврăнăп. Ан кулянăр".

Сăмаха тытăрм, тăван тăрăхрах тĕплентĕм. Аттене эпĕ нихăçан та манман. Пĕрре шыраттарса çыру ятăмăр. Каялла хурав килчĕ. Пире вăл тивĕçтермерĕ.

Çакăн хыççăн хамах шырама пуçларăм. Ун чухне, çурла уйăхĕн 31-мĕшĕнче, ялтан 6 арçын вăрçа тухса кайнă. Çакна çар комиссариачĕн архивĕ уçăмлатрĕ. 6 салтакран иккĕшĕ кăна аманса таврăннă. Пĕрле кайнисенчен тăваттăшĕ çапăçу хирĕнче пуç хунă.

2014 çулта Интернетра вăрçăра вилнисен списокне пичетлеме пуçларĕç. "Астăвăм" хулăн кĕнекене тишкерсе атте 1942 çулхи çурла уйăхĕнче çухалнине пĕлтĕмĕр. Хамăра кирлĕ информацие малалла шырарăмăр. Пире арăмăн тăванĕсем те пулăшрĕç. Çапла вара Смоленск облаçĕнчи Карманово салине ирĕке кăларнă чухне пуç хунисен хушшинче пирĕн аттене те асăнни куç тĕлне пулчĕ.

Кирлĕ документсене хатĕрлесе çитерсен утă уйăхĕнче çула тухрăмăр. Пĕр чарăнмасăр 16 сехет кайрăмăр.

Атте çухалман. Вăл çапăçура пуç хунă. Тăванла 4-мĕш çăва çине пытарнă ăна. Гранит плита çинче унăн хушамачĕпе ятне тупрăмăр. Аннен вилтăприйĕ çумне хумашкăн Смоленск çĕрне илсе килтĕмĕр.

Аттене нумай кĕтрĕмĕр. 73 çултан çеç шыраса тупрăмăр ăна. Йывăр тăпри çăмăл пултăр.

Аттен халалне пурнăçларăм пулĕ тетĕп. Мăшăрпа 3 ача ÿстертĕмĕр. Тавтапуç ăна пĕр хăрамасăр хуларан яла куçнăшăн, атте килĕн вучахне сÿнтерменшĕн. Ачасем çемьеллĕ. 8 мăнук пирĕн. Вĕсенчен те аваннине çеç кĕтетпĕр.

Анатолий ВАСИЛЬЕВ.

Элĕк районĕ,

Шураç ялĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.