Комментари хушас

20 Çурла, 2015

Темĕн те шухăшласа кăларма тивнĕ...

1941-1942 çулсенчи хĕл вăхăтĕнче Ленинградра 30 пине яхăн ача хăр тăлăха юлнă. Çавăнпа патшалăх пĕтĕм хăвăртлăхпа ача çурчĕсемпе приютсем тума тытăннă. Нимĕçсем Ладога çулне тăтăшах сирпĕтнĕрен ăна çĕнетсех тăма тивнĕ. Хулари 12-мĕш приюта та апрельте çеç хута яма май килнĕ. Епле те пулин çăмăллăх пултăр тесе ачасене эвакуацилеме тăрăшнă. Хальхинче Кавказ тăрăхне яма шут тытнă.

1942 çул. Апрель. Эшелон палăртнă вырăна çитес тесе тапраннă. Çул çинче нимĕçсем поезда сирпĕтнĕ. Чылайăшĕ çаплипех вакунра çунса вилнĕ, хăшĕсем вут алхасакан вырăнтан çăлăнса тухма пултарнă. Чĕрĕ юлнисене хĕрлĕ армеецсем Курган станцине ăсатнă. Унта ачасене тăватă лав çине лартса Грузи еннелле çула тухнă.

Сăрт-ту хушшисемпе темчченех çÿренĕ вĕсем. Çул çинче чылайăшĕ выçăпа тата шыв çуккине пула вилнĕ.

...1942 çулхи агустăн 13-мĕшĕнче Карачай-Черкеси çывăхĕнчи Бесленей аулне тăватă лав çитнĕ... Çак вăхăтра аулта пурăнакансем уйра тырă, кукурус пуçтарнă.

- Юханшыв хĕрринче чирлĕ те выçă ачасем чарăннă, - пĕлтернĕ аслисене пур çĕре çитсе тем те пĕлекен арçын ачасем.

Вĕсемех Хусин Лахов колхоз председателĕ патне çак хыпара пĕлтерме васканă. Лешĕ чи ватă çынсене пуçтарса канаш ыйтнă.

- Мĕн тумалла вăл ачасемпе? - тенĕ.

Кашнин шухăшĕ тĕрлĕрен пулнă.

- Кĕç-вĕç аула нимĕçсем çитмелле. Хайхисене пĕр шелсĕр персе вĕлерĕç. Мĕншĕн тесен вĕсенчен чылайăшĕ еврей ачисем. Хăйсен çулĕпе малаллах кайччăр, - хирĕçленĕ пĕри.

- Тем ан калаçăр-ха, çакнашкал йывăр шăпаллă ачасене ăçта хăваласа ямалла тет вара? - палăртнă хăй шухăшне тепри.

Тавлашуллă вăхăтра аул старости Мурзабек Охтов пырса тăнă.

- Эпир ним айăпсăрсене пăрахма пултараймастпăр, - тенĕ çирĕппĕн.

Лав çинчи ачасен тумĕсем çав тери çÿхе пулнă. Выçăпа шыçăннăскерсем аул çыннисем çине шăтарасла пăхнă. Аслăраххисем пĕри те пĕр сăмах чĕнмен. Пĕчĕккисем çине-çине:

- Анне! Анне! - тесе макăрашнă.

Аул старости вĕсем çине куççульпе тинкернĕ. Унтан аллине Катя Иванова ятлă хĕрача енне тăснă.

- Кил ман пата, кил... Эпир пурте çынсем вĕт, - тенĕ ачашшăн.

...Аулти çынсем 32 ачана самантрах уйăрса пĕтернĕ те хăйсен хушамачĕсене парса хут çине çыртарнă. Çапла Алексей Сюськин Алексей Патов, Марик /хăй хушаматне пĕлейменскер/ Мусса Аргажоноков, Владимир Жданов Владимир Цеев, Витя Воронин Рамазан Адзинов, Катя Иванова Фатима Охтова... пулса тăнă.

Тепĕр куннех аула нимĕçсем пырса кĕнĕ. Чи малтанах вĕсем мĕнпур документа тĕрĕсленĕ. Халăх хăйсен усрав ывăл-хĕрне вырăсла калаçма чарнă, хурарах курăнччăр тесе пичĕсене хăрăмпа сĕрнĕ. Çапла Ленинград ачисене мачча çинче, путвалта, уйра пытарма тăрăшнă.

Аул старости Мурзабек Охтов пĕр вăрттăн пухура:

- Темле йывăр пулсан та, усрав ачасем пирки нимĕçсен пĕлмелле мар, - тенĕ çирĕппĕн кашнине.

Нимĕçсем аулта пилĕк уйăх пулнă, Ленинград ачисем пирки нимĕн пĕлеймесĕрех кайни халăха савăнтарнă...

Унтанпа чылай вăхăт иртнĕ. Владимир Сагидович Цеев Ленинград блокадине чунне ыраттарса аса илнĕ.

- Пурнăçра манăн виçĕ анне пулчĕ. Пĕрремĕшĕ - хама çут тĕнче парнелени. Вăл еврей йăхĕнчен, выçăпа вилчĕ. Шăп çав кунхине аслă пиччепе çăкăр илме кайрăмăр. Таврăнтăмăр та... вăл вилнĕ. Ÿчĕ сивĕнме те ĕлкĕрнĕ. Иккĕмĕш анне - абазинка, виççĕмĕшĕ - черкешенка... - çирĕплетнĕ вăл.

Сагид Цеевăн хĕрĕсем вăрçăччен виçĕ класс кăна вĕреннĕ. Вăрçă хыççăн аслисемпе тан колхозра вăй хунă. Володьăна вара Сагид вĕрентесшĕн ăшталаннă.

- Ĕнтĕ эсĕ манăн ывăл, санăн çын пулмалла! - тенĕ çирĕппĕн.

Саккăрмĕш класра вĕреннĕ чухне Володьăн ашшĕ трактор айне пулса аманнă. Арçын ача ун вырăнне ĕçлеме тухасшăн пулнă, анчах ашшĕ каллех хирĕçленĕ.

- Ачам, тархасшăн, вĕренÿ çине алă ан сул, - çине тăнă çаплипех.

Çапла Володя ашшĕ тăрăшнăранах вунă класс вĕренсе пĕтернĕ те техникума çул тытнă. 35 çул тĕрлĕ хуласенче шахтăра тăрăшнă. Çемье çавăрса мăшăрĕпе 50 çул пĕрле пурăннă, ачисене те тĕрĕс-тĕкел ура çине тăратнă.

1942 çулхи август уйăхĕнче Абдурахманпа Щаща Охтовсем виçĕ Ленинград ачине усрава илнĕ, çав шутра Катя Ивановăна та. Аулта вара Фатима Охтова пулса тăнă, вăл эвакуаци лавĕ çинчи пĕртен-пĕр хĕрача. Александр Охтов ун пирки акă мĕн каласа панă: «Вăрçă пуçлансанах унăн ашшĕ фронта кайнă, кăштахранах нимĕç пульли ăна тĕп тунă. Катьăн пиччĕшĕпе аппăшĕ пулнă. Кĕçех выçăпа амăшĕ вилнĕ. Анчах вăл пĕр кун маларах, вырăнпа выртаканскер, ачисене хăй патне чĕнсе илнĕ.

- Туятăп, кĕçех чунăм тухать... Ачамсем, эпĕ вилнине никама та ан калăр. Коридорти чаршав хыçне çеç тухса хурăр. Манăн çăкăр карточкипе нумайрах усă курăр вара, - тенĕ вăйсăррăн.

Анчах ачисем амăшĕ каланă пек тума пултарайман. Ăна масара кайса пытарнă. Çакăн хыççăн пĕртăвансене эвакуаци уйăрса янă. Вăрçă хыççăн Ивановсем пĕр-пĕрне тупма пултарнă. Çакă вĕсемшĕн мĕн тери савăнăç пулнине пурте пĕлетпĕр, - тенĕ Александр Охтов. - Тепĕр Ленинград ачисем Сашăпа Витя хăйсен хушамачĕсене пĕлмен. Çавăнпа усрава илнĕ çемьесем, иккĕш-не те Рамазан ят хунă. Рамазан-Саша Хежев çиччĕмĕш класра вĕреннĕ чухне ашшĕ вилнĕ. Кун хыççăн арçын ача амăшĕпе икĕ йăмăкне хĕрхенсе вĕренме пăрахнă. Ĕçлеме тытăннă, çемьене тăрантаракан пулса тăнă. Салтак хыççăн шоферта вăй хунă.

Рамазан-Виктор Адзинов нишлĕ ÿснĕ. Тăтăш чирленĕрен амăшĕ, Кора, çĕрĕпе унăн вырăнĕ патĕнчен кайман. Рамазан 13 çул тултарсан амăшĕ ÿксе çурăм шăммине хуçнă. Инкеке пула Кора 16 çул вырăн çинчен тăрайман. Çак çулсенче усрав ывăлĕ ăна хăй пăхнă: çăвăнтарнă, апат çитернĕ. Урама уçăлма йăтса тухнă...

Амăшĕ вилнĕ хыççăн Рамазан унăн пÿлĕмĕнче çыру тĕркемĕ тупнă. Иккен çак çырусене ун патне Ленинградри аслă аппăшĕ янă пулнă. Çамрăк тинех хăй Воронин хушаматлă пулнине пĕлнĕ. Кунта киличчен вĕсем Воронинсем пулнă-мĕн. Çырусене пытарса пурăннăшăн Рамазан амăшне пĕрре те ÿпкелемен.

- Мана каялла илсе каясран шик-леннĕ анне, ăна эпĕ питĕ лайăх ăнланатăп, - тенĕ.

Кайран тăван аппăшĕпе Надьăпа тĕл пулнă Рамазан. Вăхăт иртсен ăна хăй патне илсе килнĕ».

Аслă Çĕнтерÿ 60 çул тултарнине халалласа аулта черкешенка-анне ятлă палăк туса лартнă. Хыççăн çĕнни валли пĕтĕм республикипех укçа пуçтарнă. Çав палăк çине çакнашкал йĕркесем шăрçаланнă: «Аулта пурăнакансене чĕререн юратса... Пире, блокада ачисене, 1942 çулта хăвăр хÿтте илсе, пурнăç çулĕ çине тĕрĕс-тĕкел кăларнăшăн».

Элиза ВАЛАНС.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.