Комментари хушас

27 Çурла, 2015

Çĕнтерÿ - çирĕп тĕллевлисемпе

Муркашри Çамрăк техниксен станцине çÿрени кирлĕ хăнăхусем панине палăртать Алексей Кудряшов. Нумай çĕннине пĕлет вăл кунта, ăмăртусене хутшăнса хисепе те тивĕçет. Тĕслĕхрен, виçĕм çул арçын ача Мус-каври Наукăпа практика конференцине хутшăннă. Унта вăл Г-29 планер модельне хÿтĕленĕ, ятарлă терминсене тĕплĕн ăнлантарса панă.

- Çавăн чухне Мускавра пĕрремĕш хут пулса куртăм. Çĕршывăмăрăн тĕп хули кăмăла кайрĕ. Космонавтика музейĕнче çÿрени те яланлăха асра юлчĕ.

Пĕлтĕр вара Алеша авиамоделировани ăмăртăвĕнче пулнă, пысăк ăсталăх кăтартса мала тухнă. Тăваттăмĕш класрах çак енĕпе кăсăкланни ахаль мар-çке. Эппин, арçын ачан пултарулăхĕ те, тăрăшулăхĕ те, ăсталăхĕ те пурах.

- Тин кăна çÿреме пуçласан авиамоделировани маншăн йывăртарахчĕ. Ирина Валерьяновна Киршева вĕрентекен пĕтĕмпех вĕрентсе, хавхалантарса пычĕ. Вăл хистенипе, ертсе пынипе чылай конференцие хутшăнса Хисеп хутне тивĕçрĕм, - тет маттур вĕренекен.

Алеша спортра пысăк çитĕнÿсем тăвать. Уйрăмах бокс енĕпе унăн пуласлăхĕ пысăк. Çулсеренех ăмăртусенчен медальпе таврăнать. Пĕлтĕр Лысково хулинчи кĕрешÿре пĕрремĕш вырăна тухнă. Тренерĕ, Сергей Васильевич Черкашин, тата çывăх çыннисем хавхалантарни арçын ачашăн темрен паха. Ялан çĕнтерÿ патне ăнтăлни пурнăçра çирĕп тĕллевлĕ пулма вĕрентет тата сывлăхшăн лайăх имĕш. Сирĕн туссем хушшинче те çавăн пек ачасем пулсан эсир мĕн тери телейлĕ вĕт! Алексей шухăшĕпе вара, чăн-чăн юлташăн ырă, шанчăклă, кăмăллă пулмалла. Енчен те тусĕ шутсăр кахал пулсан та ăна пурпĕрех ĕçе явăçтарĕ вăл, пурнăçра хăйĕн çулне тупма пулăшĕ.

Пур çĕрте те хастарлăхпа палăрнăшăн, малтисен ретĕнче пырса тăван шкул, район тата республика чысне хÿтĕленĕшĕн Алеша кăçал ЧР Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнĕ.

- Стипендиллĕ пулас тесен пысăк тăрăшулăх кирлĕ. Пурне те лайăх вĕренме, конкурссене хутшăнса çĕнтерме сунатăп, - тет Алексей Кудряшов хăйĕн ертÿçине, Ирина Валерьяновна Киршевăна, хаçат урлă тав сăмахĕ каланă май.

Кахалланса ларсан, паллах, çакăн пек çитĕнÿ тăваймăн. Апла эсир те, ачасем, тантăшăр сĕнĕвне шута илсе яланах çĕнтерÿ патне талпăнăр.

Лариса ПЕТРОВА.

Муркаш районĕ,

Юнкă шкулĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.