Комментари хушас

8 Авăн, 2015

Пурнăç тĕлĕнмелле илемлĕ!

Илья Рахмиэлевич Резник, Раççей халăх артисчĕ, çĕр-çĕр юрă сăмахĕсен авторĕ, Чăваш Ене килни нумайăшĕшĕн кĕтменлĕх пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарсемшĕн - хула юбилейĕ умĕнхи чăн-чăн парне.

Пысăк çăлтăрпа куçа-куçăн калаçма тата хăçан май пулĕ-ха? Республикăри ашшĕсен слетне çутатма кайсан çак шухăшпа авăрланса чăрсăрлантăмăр: меллĕ самантра Резника курма кулиса хыçне сцена ăстисен хатĕрленмелли пÿлĕмне çул тытрăмăр. Тунмастăп - пысăк çăлтăрсем патне çапла çăмăллăн "шăтарса кĕме" май пуласса шанманччĕ. Хурал таврашĕ çула пÿлмерĕ. Илья Рахмиэлевич, черетлĕ хут сцена çине тухма хатĕрленекенскер, канлĕн чей ĕçетчĕ. "Чăрмантарнă" журналистсене мăшăрĕ Ирина, Илья Рахмиэлевичшăн чăннипех чунне параканскер, "Тен, концерт хыççăн?.." - терĕ-ха та - аслă поэтăмăр пире ăнланчĕ: "Хĕрсем, тепĕр вунă минутран, юрать-и?" - терĕ ăшшăн та лăпкăн.

- Илья Рахмиэлевич, Чăваш Енре халиччен пулма тÿр килнĕ-и? - ыйтрăм эпĕ унран тепĕртакран курнăçсан.

- Халиччен килнине астумастăп. Пуйăсран ансан Канашран автомобильпе тÿрех Çĕнĕ Шупашкара килтĕмĕр. Чÿречерен пăхка­ласа пытăм та - аван пурăнатăр пулас: тасалăх, тирпейлĕх куçа тыткăнларĕ. Манăçа тухнă çĕр лаптăкĕсене асăрхамарăм. Шупашкара хальлĕхе çитме ĕлкĕреймерĕм-ха, вăл хитре хула тенине Чăваш Енре пулса курнă тусăмсенчен илтнĕ.

- Çынсем еплерех пек?

- /Йăл кулать. - Авт./ Акă эсир тăратăр ман умра - çав тери кăмăллă та чипер! Ыттисем те çаплах пуль?

- Пирĕн республика пек пĕчĕк регионсене час-часах тухса çÿретĕр-и?

- Аплах мар. Малашне çÿрес кăмăл пур. Кунта килесси юлташăмсем сĕннипе пулчĕ. Эпир чылай çул Раççейри паллă тухтăрпа - акушер-гинекологпа - Лейла Адамянпа туслă. Вăл нумаях пулмасть сирĕн тăрăхра пулнă та - Мускава хавхаланса таврăнчĕ. Эпĕ те Атăлçи халăхĕсем мĕнлерех пурăннине курма çула тухмашкăн хирĕç маррине пĕлтертĕм.

- Паянхи мероприятире эсир Чăваш Ен çинчен поэма вуласа патăр - унта чăвашла сăмахсемпе те вырăнлă усă курнă. Чăвашла "вĕрентекенĕрпе" паллаштармăр-ши? Эсир пирĕн чăваш халăхĕн паллă çыннисем çинчен çапла нумай пĕлни тĕлĕнтерчĕ.

- Эпĕ кирек ăçта кайма шухăш тытсан та çитес вырăн историйĕпе кĕскен паллашма, унти халăх çинчен кăшт вуласа пĕлме тăрăшатăп. Йăлана пăрахмасăр чăвашсем патне киличчен Михаил Игнатьев çинчен çырнă кĕнекепе паллашрăм. Паллах, Андриян Николаев, Надежда Павлова, Николай Мордвинов, Василий Чапаев çинчен малтанах пĕлнĕ.

- Тĕнчери мĕн чухлĕ паллă артист валли хит пулса тăмалли юрăсем хайланă эсир. Пурнăçăрта миçе сăвă çырнине пĕлетĕр-и?

- Эпĕ сăвва "ах, çырасчĕ" тесе хайламастăп. Вĕсем пач кĕтмен çĕртен "сăрхăнса" тухнă йĕркесенчен тĕвĕленеççĕ. Çийĕнчен çакна та калам - çырнă чухне "ку хит пулса тăрĕ" тесе шухăшламастăн. Миçе?! Кун пирки эпĕ шухăшламан та - чăнлăха çывăх хисепе ăнкарса та илейместĕп.

- Эсир ача-пăча валли те нумай юрă текстне çырнă. Ку пултарулăха халĕ те малалла тăсатăр-и?

- Ачасемпе ĕçлеме çав тери килĕшет мана. Нумай çул каялла ачасен ушкăнĕпе çине тăрса ĕçлеме тытăннăччĕ, чылай пысăк çитĕнÿ тунăччĕ. Халĕ "Зеленые фуражки" ушкăна ертсе пыратăп. Вĕсем çак кунсенче /августăн юлашки кунĕсенче. - И.П./ "Орленок" лагерьте концерт параççĕ. Хальлĕхе çамрăк артистсемпе 18 çĕршыва çитсе хамăрăн пултарулăхпа паллаштарма, ырă ят илтме май килчĕ.

- Сирĕн хăвăрăн ачалăхăр вара йывăр килнĕ пек илтнĕччĕ...

- Çапла. Атте 26-ра вилнĕ. Анне иккĕмĕш хут качча тухнă, мана асаттепе асанне, Совет Союзне Копенгагенран куçса килнĕскерсем, хăйсен хÿтлĕхне илнĕ. Ленинград блокади, Урал тăрăхне эвакуацилени... - кунçулăн çак страницисем чăн-чăн пурнăç шкулĕ пулса тăнă та ĕнтĕ маншăн. Йывăрлăхсем витĕр тухни характера çирĕплетнĕ.

- Сывлăхăра вара мĕнпе çирĕплететĕр? Сирĕн çине пăхсан 77-е çитнĕ тесе калаймăн! Сцена çинче уйрăмах мăнаçлăн курăнатăр - арăслан тейĕн!

- Çыннăн хăйĕн сывлăхĕшĕн чи малтан хăйĕн тăрăшмалла. Эпĕ сыпкалама, пирус туртма пăрахни чылай пулать. Бассейна çÿретĕп. Куллен икĕ километра яхăн ишетĕп. Сывлăха çапла майпа пиçĕхтерме мăшăрăм Ирина хăнăхтарчĕ. Хăй вăл, Мускав чемпионĕ пулнăскер, чупма кăмăллать. Çакна çирĕплетсех калатăп: сиенлĕ йăласенчен айккинче тăрсан пурăнма мĕн тери кăсăклă! Çитĕнÿсем те кĕттермеççĕ.

- Тавах сире кăмăллă калаçушăн! Чăваш Енре тепре тĕл пуличчен!

Ирина ПУШКИНА калаçнă

Кeскен

Илья Рахмиэлевич РЕЗНИК 1938 çулта Ленинград хулинче çуралнă. Шкул пĕтернĕ хыççăн театрта электрик пулса ĕçленĕ. Пĕр вăхăтрах мединститутра лаборантра тăрăшнă.

1958 çулта Ленинградри Театр, музыка тата кино патшалăх институтне вĕренме кĕнĕ. 1965 çулта В.Ф.Комиссаржевская ячĕллĕ Театрта ĕçлеме тытăннă. Çав вăхăтра юрăсем валли сăвăсем çырма тытăннă. 1972 çулта театртан кайнă, унтан поэзипе кăна ĕçлет.

Унăн сăмахĕсемпе çырнă юрăсене Людмила Сенчина, Алла Пугачева, Эдита Пьеха, Михаил Боярский, Тамара Гвердцители, София Ротару, Николай Караченцов, Лайма Вайкуле, Евгений Мартынов, Ирина Понаровская тата ытти паллă юрăç хăйĕн репертуарне кĕртнĕ.

Пĕрремĕш мăшăрĕ - Ленинградри Эстрада театрĕн ертÿçин заместителĕ Регина Резник. Унпа пĕрлешсен çемьере икĕ ача - Максим тата Алиса - çуралнă. Иккĕмĕш арăмĕ узбек балетмейстерĕ Мунира Аргумбаева пулнă. Вăл паллă артиста пĕр ывăл /Артур/ парнеленĕ.

Виççĕмĕш мăшăрĕ - çăмăл атлетика енĕпе спорт мастерĕн ятне илнĕ Ирина Романова. Унпа Илья Рахмиэлевич виçĕ çул каялла пĕрлешнĕ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.