Комментари хушас

27 Чÿк, 2015

Ӳсĕм шута илме ыйтать

Чăвашстат кăтартăвĕ тăрăх - кăçалхи чӳк уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне республикăри мĕнпур йышши хуçалăхра пирвайхи виçепе 575,6 пин тонна тырă тĕшĕленĕ ?гектартан тухнă тухăç - 19,9 центнер%, 703,3 пин тонна çĕрулми ?206 центнер%, 116,1 пин тонна пахчаçимĕç пуçтарса илнĕ. Республикăн ял хуçалăх министрĕн çумĕ Николай Якимов асăннă тăрăх - Улатăр тата Шупашкар районĕсенче хальхи вăхăтра 797 гектар çинче хĕвел çаврăнăш тата 30 гектар çинче вăрлăхлăх куккурус вырса пĕтермен. Кун çинчен вăл кăçалхи тухăç кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ канашлура каланă. Унта яланхиллех районсен тĕп агрономĕсем, ăсчахсем, ял хуçалăхĕпе тачă çыхăнса ĕçлекен ведомствăсен специалисчĕсем хутшăннă.

ТУХĂÇЛĂХ - СОРТРА

Юлашки çулсемпе танлаштарсан кăçал пуçтарса кĕртнĕ пĕтĕмĕшле тухăç виçи ӳснĕ. Çакă акмалли-лартмалли лаптăка пысăклатнипе те çыхăннă-тăр. Вăл 573,7 пин гектарпа ?пĕлтĕрхи шайăн 102,7 % танлашнă.

Çĕре минерал удобренийĕпе апатлантармасăр, ял хуçалăх культурисен сортне çĕнетмесĕр пуян тухăç илеймĕн. Иртнĕ çур аки тĕлне удобрени питĕ хакланнине кура-ши чылай район ăна пĕлтĕрхинчен сахалрах хывнă. Кашни гектара мĕн чухлĕ тивнине шута илсен уйрăмах Хĕрлĕ Чутайсен /134 процент/, Вăрмарсен /125/, Красноармейскисен /122/, Сĕнтĕрвăррисен /114/ Куславккасен /111/, Елчĕксен /104/, Çĕрпӳсен /102/ кăтартăвĕ пысăк. Ыттисен иртнĕ çулхи шая çитеймен.

Пĕтĕм республикăпа илсен минерал удобренийĕ кашни гектар пуçне кăçал 25,74 кг лекнĕ. Çĕрпӳ /40,69 кг/, Вăрнар /38,94/, Красноармейски /37,49/, Комсомольски /35,22/, Куславкка /33/, Сĕнтĕрвăрри /30,07/, Елчĕк /29,94/, Патăрьел /27,33/ районĕсем республикăн вăтам кăтартăвĕнчен самай ирттернĕ.

Тухăç кĕтнĕ вăхăтра хресчен ытларах чухне çанталăка пуç çапать. Лешĕ пĕр çул ăнтарать, тепринче илтмесен те пултарать. Çавăнпа çĕр çынни кашни çулах типĕ çанталăка парăнман сортсем шырама тăрăшать. Республикăра патшалăха пăхăнса тăракан, сорт тĕрĕслекен тăватă участок шутланать. Вĕсем Шупашкар, Вăрнар, Улатăр, Комсомольски районĕсенче вырнаçнă. Кĕрхи культурăсем çурхисенчен самай тухăçлă пулнине палăртаççĕ ертӳçĕсем. Ятарлă участоксенче ӳстернĕ кĕрхи тулăн 15 сортĕнчен кăçал "Волжская 100" текенни пысăк тухăç панă /гектартан 22,4 центнер/. Кашни сортăн кăтартăвне "Безенчукская 380" /гектартан 20,1 ц/ йышшипе танлаштарнă. Çавăн пекех "Безенчукская 616" /вăтамран 22,2 ц/, "Скипетр" /20,8/, "Илот", "Италмас" /20,3/ сортсем япăх мар çитĕннĕ.

"Безенчукская 87" кĕрхи ыраш кашни гектартан вăтамран 28,8 центнер тухнă. "Парча", "Графиня", "Янтарная", "Новая эра" ятлисем те стандарт вырăнне йышăннă "Кировская 89" сорт тухăçĕнчен ирттернĕ. Çавах та çитес çул специалистсем республикăра кĕрхи ырашăн "Грань" сортне акма сĕнеççĕ.

Çурхи тулăн "Йолдыз" сорчĕ те вĕсен шухăшĕпе Чăваш Ене пуян тухăç кӳмелле. Кăçал тĕрĕслев лаптăкĕсенче ăна гектартан вăтамран 32,1 центнер вырса илнĕ. Танлаштаруллă "Симбирцит" /29,2 ц/ сортран тухăç тĕлĕшĕпе çавăн пекех "Тулайковская надежда" /30/, "Ульяновская 105" /31,8/, "Ульяновская 101" /30,1/, "Омская 36" /31,2/, "Ингала" /32,2/, "Архат" /32,1/ йышшисем ăннă.

"Удача" сорт /гектартан 195 ц/ ир пулакан çĕрулми шутланать. Унпа танлаштарсан тĕрĕслев участокĕсенчи "иккĕмĕш çăкăрăн" ытти сорчĕсенчен "Кристель" /312 ц/, "Сандрин" /308/, "Регги" /268/ палăрнă. Вăтам ирхисене "Невский" /136/ ятлипе танлаштарнă. Ку йышра "Дамарис" /350/, "Гала" /317/, "Капризе" /312/ тата ыттисем те çӳлерех асăннă сортран тухăçа нумай ӳстернĕ.

Килти хушма хуçалăхра ял çынни вăтам вăхăтра е каярах пулса çитекен çĕрулмине те лартма тăрăшать. Сорт участокĕсенче кун пеккисенчен "Гусар" /377 ц/, "Бернина" /354/, "Майдера" /321/, "Медисон" /238/ ăнса пулнă. Кая юлса чăмăртанаканнисенчен "Воларе" /369/ сорта палăртмалла.

"Невский" сорта ытларах чухне "Манифестпа" танлаштарма пăхаççĕ. Юлашки виçĕ çул кăтартăвне хаклас пулсан "Манифест" тухăçлăхпа палăрмаллах уйрăлса тăрать. Ăна гектартан вăтамран 410 центнер пуçтарса илнĕ. Çав хушăра "Невский" сортăн кăтартăвĕ - 170 центнер.

Пахчаçимĕçрен çитес çул хресченсене хăярăн - "Фуга F1", купăстан - "Агрессор F1", кишĕрĕн "Рафинад" сорчĕсемпе усă курма сĕнеççĕ. "Казанская 285" кĕрхи тулла, "Прохоровка" çурхи тулла, "Чулпан", "Пурга", "Вятка 2" кĕрхи ыраша, "Скакун" сĕлле, Орловчанин" пăрçана акма хушмаççĕ.

 

УСĂСĂР АН ВЫРТТĂР

Кăçал хуçалăхсем кĕрхисене акса пĕтернĕ ĕнтĕ. Сĕнтĕрвăрри, Йĕпреç, Улатăр, Элĕк, Пăрачкав, Елчĕк районĕсем ку тĕлĕшпе плана пурнăçланă, ыттисем - çук. Республикăпа илсен пĕтĕмпе 82392 гектар акса хăварнă, ку вăл - палăртнин 82,4 проценчĕ.

Хальччен усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртессипе те уйрăм районсен пайтах ĕçлемелле. Тĕслĕхрен, Улатăрсен. Унта кунашкал лаптăк çулталăк пуçламăшĕнче 12243 гектарпа танлашнă. 4 пин ытла гектар çинче акса хăварнă. Усă курман çĕр çавăн пекех Элĕк /6781 гектар/, Канаш /5058/, Хĕрлĕ Чутай /5096/, Шупашкар /5053/, Çĕмĕрле /2342/, Сĕнтĕрвăрри /1919/, Етĕрне /1053/, Муркаш /779/, Куславкка /566/, Йĕпреç /554/ районĕсенче чылай пулнă. Патăрьел, Вăрнар, Комсомольски, Шăмăршă, Елчĕк тăрăхĕсенче пĕр гектара та сая яман.

Анчах савăнма иртерех-мĕн. Кăçал пушă выртакан лаптăксене çавах та Вăрнар районĕнче тупса палăртнă. Вĕсем 2751 гектарпа танлашнă. Кун пек хушма çĕрсене Шупашкар /1397 гектар/, Çĕмĕрле /505/, Çĕрпӳ /530/, Вăрмар /404/, Йĕпреç /359/, Куславкка /352/, Красноармейски /88/ тата Пăрачкав /3/ районĕсенче те тупнă. Республикăпа илсен 6388 гектар çĕрпе усă курманнине тăрă шыв çине кăларнă.

Ирина НИКИТИНА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.