Комментари хушас

28 Чÿк, 2015

Хастаррисене пурнăçра ăнăçать

Пĕлтĕр Амăшĕн кунĕ тĕлне Коопераци институчĕн специалистне Рената Магаринăна хамăр хаçатра сăмах патăмăр. Ун чухне ăна ачисене кун çути парнеленĕ куна аса илме ыйтнăччĕ. "Пепке кăшкăрса ярсан хам та çĕнĕрен çуралнă пекех", - тенĕччĕ 3 тĕпренчĕкне кун çути парнеленĕ хĕрарăм. Кăçал Магаринсем "Çулталăк çемйи" конкурсра мала тухрĕç. Александр Николаевичпа Рената Николаевна хăйсем те - йышлă çемьерен. Вĕсем 1998 çулта пĕрлешнĕ. Мăшăр 3 ача çитĕнтерет. Артем Шупашкарти 59-мĕш шкулта 11-мĕш класра пĕлÿ илет. Фортепьяно, гитара калать. Видео ÿкерес ĕç килĕшет ăна. Çамрăк журналистикăпа та кăсăкланать. Николай - 5-мĕш класс вĕренекенĕ. Ун аллинчи купăс чуна тыткăнлакан кĕвĕ кăларать. Арçын ача конструктортан робот та, машина та ăсталать. 4-мĕш класри Карина ÿкерме, ташлама, юрлама ăста. Уявсене мĕнешкел хаваслă ирттерет çак çемье.

"Хастаррисене пурнăçра ăнăçать" - çак каларăш пулăшса пырать те вĕсене конкурссенче çĕнтерме. Пушă вăхăтра пĕрле пуçтарăнса пуçватмăш тумсăмне шыраççĕ, сĕтелçи вăййи выляççĕ е çемйипех çутçанталăкра уçăлса çÿреççĕ. Презентаци, видеоролик хатĕрлесси те - Магаринсен чун киленĕçĕ. Çул çÿреме юратаççĕ вĕсем. Нумаях пулмасть Тутарстанри Пăлхарта пулнă, йăх-несĕл пурăннă тавралăхпа паллашнă. "Тухса çÿрени те ачасен тавракурăмне анлăлатать", - палăртать Рената Николаевна.

Ашшĕпе амăшĕ тĕпренчĕкĕсене аталантарнăшăн 59-мĕш шкул вĕрентекенĕсене тав тăваççĕ. Вĕсем пулăшнипе Артем, Николай, Рената конкурссенче малти вырăнсем йышăнаççĕ. Ытларах пĕлесшĕн ăнтăлакансен Хисеп хучĕсене шутласа та кăлараймăн.

Амăшĕн кунне халалланă çак уява кашни районтах тĕслĕх илмелли çемьесем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ номинацире çĕнтернисене хаклă парнесемпе чысларĕç. "Социаллă яваплă çемье" ята, тĕслĕхрен, Çĕмĕрлери Зайцевсем çĕнсе илчĕç. Йĕпреç районĕнчи Ирçе Çармăсри Васильевсем - ĕçчен çемье. "Спорт çемйи" номинацире Вăрнар районĕнчи Тикиневсене çитекен пулмарĕ. Патăрьелти Раковсем "Туслă çемье" ята тивĕçрĕç. 5 ачаллă Константиновсем "Пултаруллă çемье" номинацире палăрчĕç.

"Çулталăк çемйине чысласси - республикăн чи лайăх йăлисенчен пĕри", - терĕ Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ Алла Салаева уява килнисене саламланă май. Тухса калаçакансем ашшĕ-амăшĕн ачисене тĕслĕх кăтартмалли çинчен каларĕç. "Эпĕ пĕчĕк чухнех аннен мана çуратнăшăн нихăçан та ÿкĕнмелле ан пултăр тесе хама сăмах панă", - республикăри Ашшĕсен канашĕн ертÿçин Владимир Викторовăн сăмахĕсем асра юлчĕç.

 

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.