Комментари хушас

4 Раштав, 2015

Раççей Президенчĕн Указне пурнăçламаллах

М.Бабич ирттернĕ канашлăвăн тĕп шухăшĕçапла пулчĕ

Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич раштавăн 2-мĕшĕнче Шупашкарти "ВНИИР" общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ. Вăл, республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата федерацин тĕп инспекторĕ Геннадий Федоров кунта электрооборудовани проекчĕсем тăвасси тата вĕсене пурнăçа кĕртесси еплерех пынипе кăсăкланчĕç. Инжиниринг центрне, электротехника пухмалли цеха кĕрсе курчĕç, "АБС-Электро" холдинг туса кăларакан тавара пахаларĕç. Европăн экономика санкцийĕччен Раççее илсе килнĕ продукцирен вăл пĕртте кая мар.

- Хальхи вăхăтра халăха кирлĕ пĕтĕм производствăна çĕршыврах аталантармалла, - терĕ М.Бабич.

Çемьесене кивĕ тата ишĕлес патне çитнĕ пурăнмалли çуртсенчен çĕннисене куçармалли программăна республикăра мĕнлерех пурнăçланине тишкерчĕ. Тĕп хулари Б.Хмельницкий урамĕнчи 127-мĕш çуртăн 2-мĕш корпусне кĕрсе хваттерсен пахалăхĕпе кăсăкланчĕ. 20-шне Граждан урамĕнчи юхăнчăк 3 çуртра пурăннă çемьесене панă. Михаил Игнатьевпа Раççей Строительство тата коммуналлă хуçалăхпа пурăнмалли çурт-йĕр министрĕн çумĕ - патшалăхăн пурăнмалли çурт-йĕрĕн тĕп инспекторĕ Андрей Чибис та хваттерсен хăтлăхне пахаларĕç.

М.Бабич программăна пурнăçа кĕртме май паракан меслетсене тĕпчерĕ. Тĕп хула администрацийĕн пуçлăхĕ Алексей Ладыков каланă тăрăх - кивĕ çуртсене пăсассипе, тин çеç туса пĕтернĕ çуртсене çемьесене куçарассипе çыхăннă тăкаксене çурта хăпартнă организаци хăй çине илнĕрен хула 150 млн тенкĕ перекетленĕ. Полномочиллĕ представительпе тĕл пулнисем пурăнмалли вырăна лайăхлатма пулăшнăшăн Раççей Правительствипе республика Пуçлăхне тав турĕç.

Коммуналлă хуçалăха хĕллехи тапхăра хатĕрлес, çынсене кивĕ çуртсенчен çĕннисене куçарас, тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес ыйтупа М.Бабич Правительство çуртĕнче канашлу ирттерчĕ. Унта Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕн заместителĕсем Алсу Гайнутдиновăпа Олег Мельниченко тата пулăшуçисем, Раççей Генеральнăй прокурорĕн заместителĕ Сергей Зайцев, федерацин хăш-пĕр органĕсен представителĕсем, Атăлçи округĕнчи регионсен ертÿçисен заместителĕсем хутшăнчĕç.

- Округри кайра пыракан суб<­ектсемпе танлаштарсан кивĕ хваттерсенчен çĕннисене куçарассипе Чăваш Енри лару-тăру ырă туртăмлă, - терĕ Михаил Викторович. - Программăна пурнăçлама тĕрлĕ мел шыратăр. Çав вăхăтрах темиçе регионра çемьесене çĕнĕ çуртсене куçарассине хăвăртлатас вырăнне строительство валли укçа çитмест тесе нăйкăшаççĕ, ытти сăлтав шыраççĕ. Саратов облаçĕнче ĕç питĕ начар.

Пурăнмалли вырăн тăвассипе тата çемьесене çĕнĕ хваттерсене куçарассипе Удмурт Республики, Чĕмпĕр облаçĕ, Пермь крайĕ кайра пыраççĕ. Çав кăтартусемпе Чăваш Ен тĕллеве 55 тата 62: пурнăçланă. М.Бабич регионсен ертÿлĕхĕнчен программăна 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен вĕçлессишĕн мĕн кирлине пурне те тума ыйтрĕ.

Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессипе Пушкăртстанра, Мари, Удмурт республикисенче, Чулхула облаçĕнче çителĕксĕр ĕçлеççĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхне чи малтан сăмах пачĕ.

- Хĕллехи тапхăрта усă курма топливо-энергетикăпа коммуналлă хуçалăх об<екчĕсене 100: хатĕрлерĕмĕр, - терĕ Михаил Игнатьев. - Коммуналлă хуçалăх котельнăйĕсене тата пысăк категориллĕ об<ектсене резерв кирлĕ пулсан энергипе тивĕçтермелли 331 çăлкуç пур. Инкек сиксе тухсан 33 тытăм яланах пулăшма хатĕр. Вĕсен 7500 çын тата ятарлă техникăн 1200 хатĕрĕ.

Муниципалитетсем ыйтнипе кăçал 700 çын пурăнмалли вырăна çуртран хутса ăшăтмалли хатĕр вырнаçтарма килĕшнĕ. Вĕсемшĕн çак ĕç вăтамран 75-80 пин тенке ларнă. Республика Пуçлăхĕ муниципалитетсемпе организацисем энергоресурссемпе усă курнăшăн парăма кĕнине палăртрĕ. Хуçалăх суб<екчĕсен вăл 3,5 млрд тенкĕ пухăннă.

- Ăна татассишĕн çине тăрсах ĕçлетпĕр, - терĕ Михаил Васильевич. - Ырă улшăну пур. Анчах çивĕч ыйтăва татса пама май килмест-ха. Иртнĕ икĕ çул хушшинче кивĕ çуртсенчен çĕннисене 5100 çынна, юхăнчăксенче пурăнакансен 38,5:, куçарнă. Программăпа килĕшÿллĕн 2017 çулхи авăн уйăхĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă юлашки çемьене хваттер памалла. Раççей Президенчĕн Указне пурнăçламаллах, - терĕ М.Игнатьев. - Тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă ачасене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтермелли программăна пурнăçласа 1200 çын ыйтăвне татса патăмăр. Ĕç малаллах пырать. Анчах экономикăри йывăрлăхсем ăна хăвăртлатма чăрмантараççĕ, çавăнпа тĕллеве пурнăçлаймастпăр. Çапах та çуллен 120-130-шне çĕнĕ хваттер туса паратпăр.

Канашлура Атăлçи округĕнчи суб<ектсем çÿлте асăннă программăсемпе еплерех ĕçленине тĕплĕн тишкерчĕç, çитменлĕхсене, туса çитерменнине палăртрĕç. Полномочиллĕ представитель сÿтсе явнă ĕçсене хăвăртлатма ыйтрĕ.

Правительство çуртĕнче промышленноç тата АПК предприятийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттерчĕ. Малтан чикĕ леш енчен илсе килнĕ тавар вырăнне юлашки вăхăтра хамăр çĕршывра туса кăларас тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсемпе паллаштарчĕ. Çакăнпа пĕрлех çивĕч ыйтусене те уçăмлатрĕ. Çĕршывĕпех сарăлнă ĕçе пирĕн предприятисене хастар хутшăнма чĕнсе каларĕ.

Атăлçи округĕнчи Çамрăксен канашĕн пĕрлехи ларăвне хутшăнчĕ. Унта çитĕнекен ăру чун-чĕринче патриот туйăмне вăйлатассипе, хăйсен умне çак тĕллеве лартакан общество организацийĕсен ĕçне çамрăксене явăçтарассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.