Комментари хушас

Владимир Путин тъллевсене палăртръ

Раштавăн 3-мĕшĕнче Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне черетлĕ Çыру ячĕ. Ăна итлеме тĕрлĕ тытăмра вăй хуракан 1000 яхăн çын Кремльти Георгий залне пухăнчĕ. Владимир Владимирович Çырура палăртнă хăшпĕр ыйту тавра эпир те чарăнса тăратпăр.

"Терроризмпа кĕрешмелле"

Раççей террорпа унчченех кĕрешет. Эпир çĕршывсен хушшинчи терроризм мĕн иккенне пĕлетпĕр. Раççей çакна иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче тÿссе курчĕ. Буденновскра, Бесланта, Мускавра пулнă терактсем асрах-ха. Çак инкексем çĕр-çĕр çын пурнăçне татрĕç.

Хурахсен çулне пÿлме 10 çула яхăн кирлĕ пулчĕ. Раççей террористсене çĕршывран хĕссе кăларма пултарчĕ, çапах вĕсен "юлашкийĕсемпе" паянхи кунчченех кĕрешеççĕ. 2 çул каялла Волгоградра терактсем пулчĕç. Нумаях пулмасть Раççейĕн Синай çийĕн вĕçнĕ самолетне тĕп турĕç. Тĕнче шайĕнчи терроризмпа пĕр çĕршыв кĕрешнипе мала каяймăн. Унăн хăрушлăхĕ ÿссех пырать. Афганистанри çивĕч ыйту тавра та пăнчă лартман. Сăмах май, Иракпа Ливи, Сири арпашупа анархи зони пулса тăчĕç.

Сирири боевиксем пирĕншĕн уйрăмах хăрушă. Çав ретре Раççейрен, НППП çĕршывĕсенчен тухнă çын сахал мар. Вĕсем алла пăшал тытаççĕ, укçа илеççĕ, халăха пухаççĕ. Çирĕпленчĕç тĕк - çĕнтерĕç, пирĕн пата та килĕç, сирпĕтме, çынсене асап кăтартма пуçлĕç. Çавăнпах Сири влаçĕ ыйтнипе Раççей унта çар операцийĕ ирттерме йышăнчĕ.

Экономикăна аталантармалла

Иртнĕ çул Раççей экономика енĕпе пысăк чăрмавсем тÿсрĕ. Нефть, ют çĕршывсене ăсатакан ытти тавар хакĕсем чакрĕç. Экономикăри йывăрлăхсем çынсен пурнăçĕн шайне витĕм кÿреççĕ. Анчах ырă туртăмсене те асăнмалла. Тĕпрен илсен, промышленноç, наци валютин курсĕ çирĕпленнĕ, инфляци чакать. Владимир Путин каланипе килĕшмесĕр тăраймăн: влаçра ĕçлекенсен миллион çын пурнăçне улăштарас, ĕç вырăнĕ тăвас тесе тăрăшмалла. Конкурентлă производство вара хальлĕхе чĕртавар секторĕнче çеç. Экономика тытăмне улăштарсан çеç ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама май килĕ. Раççейре тухăçлă ĕçлекен предприяти чылай. Тĕп тĕллев - çак компанисен шутне ÿстересси.

Çĕршыври чылай отрасль чăрмавсене парăнтарать. Уйрăмах - строительство, автомобильсемпе чукун çул машинисем туса кăларакан тытăм, çăмăл промышленноç. Правительствăра тăрăшакансем демографипе, вĕренÿпе, сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă чылай ыйтăва татса панă. Пĕчĕк тупăш ĕçлесе илекен çынсене пулăшасси вара халĕ тĕп тĕллевсенчен пĕри пулса тăрать.

"Пушă выртакан çĕрсемпе усă курмалла"

10 çул каялла Раççей чылай апат-çимĕçе чикĕ леш енчен кÿрсе килетчĕ. Халĕ вара вăл - экспортерсен йышĕнче. Пĕлтĕр Раççей ют çĕршывсене ял хуçалăх продукцине 20 миллиард долларлăх сутнă. Ку - хĕç-пăшал сутса илнĕ тупăшран чĕрĕк чухлĕ нумайрах. Ял хуçалăх çак утăма кĕске хушăрах тума пултарни пĕлтерĕшлĕ. Умра тепĕр тĕллев: 2020 çул тĕлне шалти рынока хамăр çĕршывра туса илекен апат-çимĕçпе тивĕçтересси. Раççейре пурăнакансем хăйсене çĕр, шыв ресурсĕсемпе усă курса тăрантарма пултараççĕ. Унсăр пуçне пирĕн çĕршыв экологи тĕлĕшĕнчен таса апат-çимĕç продукцийĕпе тивĕçтерекен патшалăх пулса тăраять. Çак пысăк тĕллевсене пурнăçа кĕртес тесен тухăçлă ĕçлекен хуçалăхсене пулăшмалла.

Паянхи кун пушă выртакан миллион-миллион гектар çĕрпе усă курмалла. Вĕсене тÿрĕ кăмăлпа ĕçлемен хуçасенчен туртса илсе аукцион йĕркелесе сутма пулать. Ял хуçалăх продукцине упрас, туса кăларас енĕпе хамăрăн производство технологийĕсем кирлĕ. Хальхи вăхăтра промышленноçпа ял хуçалăхра, транспортпа строительствăра вун-вун проект пурнăçа кĕрет. Тепĕр проекта пурнăçа кĕртесси çинчен те шухăшлаççĕ: ку Раççей компанийĕсен таварĕсене пĕтĕм тĕнчере электронлă майпа сутассипе çыхăннă.

Амăшĕн капиталне малашне те парĕç

Ачасене тĕрĕс воспитани пани, вĕсен пултарулăхне уçни çĕршыв малашлăхне палăртать. Раççейре 3 çул ытла ĕнтĕ халăх йышĕ ÿсет. Ку ÿсĕм пысăках мар пулин те вăл пур. Çемьесем ытларах ача çуратса çитĕнтересшĕн, патшалăх пулăшасса шанаççĕ.

Тепĕр çул амăшĕн капиталĕн программи вĕçленет. Унпа 6,5 миллион çемье, çав шутра Крымра, Севастопольте пурăнакансем те, усă курчĕç. Анчах ку та демографи лару-тăрăвне лайăхлатма çителĕксĕр. Çакă бюджетшăн çăмăлах килмест пулин те амăшĕн капиталĕн программине тепĕр 2 çула тăсма палăртнă.

Демографи политикин пĕл-терĕшлĕ енĕсенчен пĕри - шкулчченхи вĕрентĕве аталантарасси. Юлашки 3 çулта ача сачĕсенче 800 пине яхăн вырăн хута янă. Апла пулин те хăшпĕр çемьешĕн пепкисене садике вырнаçтарасси йывăрлăх пулса тăрать. Пирĕн çĕршыври сывлăх сыхлав политикин тĕп кăтартăвĕ - çын ĕмĕрĕн тăршшĕ ÿсни. 10 çулта вăл 5 çул ытла хушăннă. Кăçал, малтанлăха палăртнă тăрăх, çак хисеп 71 çултан иртет. Çапах ку енĕпе пурнăçламалли çивĕч ыйту чылай. Çитес çул Раççей сывлăх сыхлавĕ страховани принципĕсем çине туллин куçать. Страхлакан компанисем пациентсен прависене хÿтĕлеме тивĕç. Пысăк технологиллĕ медпулăшу калăпăшĕ палăрмаллах ÿснĕ. 2005 çулта çакнашкал 60 пин операци тунă пулсан, 2014 çулта - 715 пин. "Сывлăх" наци проекчĕпе килĕшÿллĕн васкавлă медпулăшу валли чылай çĕнĕ ĕç пурнăçланă: реамобильсемпе урăх техника туяннă. Çулсем иртнĕ май автопарка çĕнетес ыйту çивĕч тăрать. Куншăн субћектсем яваплă. Чи малтанах вĕсен резервсем тупмалла.

Çитĕнекен ăрăвăн чуна çывăх профессие алла илсе пурнăçра вырăн тупмалла. Шкул ачисен ретне тăракансен йышĕ çулленех ÿсет. Эппин, тепĕр 10 çултан ку хисеп 3,5 миллионпа танлашĕ. Ку, паллах, питĕ лайăх. Анчах çак ÿсĕм вĕренÿ пахалăхĕпе условисене витĕм ан кÿтĕрччĕ. Çавăнпах тепĕр çул çĕнĕ шкулсем хăпартмашкăн, юсав ĕçĕсем ирттермешкĕн 50 миллиард тенкĕ уйăрма палăртнă. Çамрăксем инженер тата ĕç профессийĕсене алла илмешкĕн кăмăл туни савăнтарать. Юлашки 2 çулта кунашкал аслă шкулсенче конкурс 2 хут ÿснĕ.

Раççей - тĕнчен пысăк пайĕ, вăл улшăнсах тăрать. Кирек мĕнле аталану çулĕ çинче чăрмавсем пулаççĕ. Йывăрлăхсене парăнтарса пĕрле малалла утмалла.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.