Комментари хушас

12 Раштав, 2015

Президент арăмĕ пулма çăмăл-и?

Президент мăшăрĕн тивĕçĕсен яваплăхĕ юлашки çулсенче, протоколпа килĕшÿллĕн, Раççейре те ÿсрĕ. Ăна çĕршыв ертÿçин указĕсемпех çирĕплетеççĕ. Хĕрарăмăн ют çĕршывсен ертÿçисемпе упăшкипе пĕрле тĕл пулмалла, вĕсем Раççее килнĕ чухне пĕрле кĕтсе илмелле.

Президентăн мăшăрĕ общество пурнăçне, гуманитарлă тата социаллă ытти программăна хастар хутшăнать. Çав вăхăтрах унăн, ытти çĕршыври пек, хăйĕн офисĕ те, халăха йышăнмалли ятарласа палăртнă сехетсем те çук. Хĕрарăм официаллă мероприятисене, культура акцийĕсене хутшăнать, ача çурчĕсене, медицина учрежденийĕсене пулăшать.

Ют çĕршывсен ертÿçисемпе иртекен тĕлпулусем протокол енчен питĕ кăткăс шутланаççĕ, йышăнакан ен тата хăрушсăрлăх служби палăртнă условисене тивĕçтерме тăрăшаççĕ - вак-тĕвек таранах.

Телее, кун пек тĕлпулусен иккĕмĕш пайĕ пур - "уйрăм харпăрлăхри вăхăт” ятлă вăл. Хĕрарăм кун пек чухне официаллă мероприятисенчен канать, библиотекăна, музейсене, социаллă центрсене çÿрет.

Ют çĕршывра

Йăлана кĕнĕ тăрăх, ют çĕршыв президенчĕсен арăмĕсем патшалăх шайĕнчи кăткăс ыйтусене татса пама та хутшăнаççĕ. АПШ президенчĕн мăшăрĕ Хилари Клинтон Шурă çурт ĕç-хĕлне самай витĕм кÿнĕ. Америка историйĕнче ун пекки урăх пулман. Вăл кабинет членĕсен шайĕнчех туйнă хăйне. Клинтон, мăшăрĕ пĕрремĕш хут çĕршыв тилхепине хăйĕн аллине илсен, сывлăх сыхлавĕн реформине ирттернĕ. Иккĕмĕш срок вăхăтĕнче арçын арăмне ют çĕршывсене дипломат полномочийĕсемпе янă. Çак ĕçе хĕрарăм тÿлевсĕрех пурнăçласа пынă.

Президент мăшăрĕн тивĕçĕсене пунăçламашкăн Шурă çуртра ятарлă аппарат тытса тăраççĕ - унта 15 çынна яхăн. Аппарат ертÿçи - президент пулăшуçи, унăн заместителĕ - министр заместителĕ шайĕнче. Çак должноçсенче президент хăй çирĕплетет.

Франци президенчĕн арăмĕн тивĕçĕсене протокол шайĕнче официаллă палăртмаççĕ. Бернадетт Ширак мăшăрĕпе пĕрле ют çĕршывсене çÿренĕ: офицаллă мероприятисене хутшăннă. Ун пек чухне хĕрарăм арçын хыçĕнче тăнă. Президент хĕрлĕ хăйăва мăшăрне алăран çавăтмасăрах касма хăнăхнă.

Бернадетт официаллă визитсене хатĕрлес ĕçе хăйĕн ирĕкĕпе хутшăннă. Ыркăмăллăх енĕпе вара хĕрарăм упăшкине президента суйличченех палăрнă. 1989 çулта вăл "Пон-Неф" ассоциаци йĕркеленĕ. Вăл Раççей, Хĕвелтухăç Европа тата Франци çамрăкĕсен культура çыхăнăвне аталантарма пулăшнă. Ассоциаци стипенди палăртать, куравсене укçа-тенкĕпе тивĕçтерет, артистсемпе художниксене премипе хавхалантарать.

Бернадетт Ширак çавăн пекех - "Париж больницисем - Франци больницисем” фонд ертÿçи те пулнă. Вăл ертсе пынипе 1997 çулта 4,5 млн доллар пухма май килнĕ. Унпа чирлĕ ачасене пулăшмашкăн усă курнă. Франци МИХĕсем вăхăт-вăхăт Бернадетт Ширак ачасем валли хăй шутĕнчен теттесем туянни пирки çырнă.

Раççейре

Раççей президенчĕн арăмĕ те официаллă тата ĕçлĕ мероприятисене хутшăнать. Унсăр пуçне вăл общество ĕçĕнче палăрать - культурăра е сывлăх сыхлавĕнче.

Нина Хрущева, пĕлекенсем каласа кăтартнă тăрăх, питĕ ырă кăмăллă хĕрарăм пулнă. Лайăх пĕлÿ илнĕ, акăлчанла аван калаçнă. Никита Сергеевич ăна пуçласа Америкăна пĕрле илнĕ. Калас пулать, çакăншăн каярах та пăшăрханман - хĕрарăм хăйне тивĕçлĕ шайра кăтартма пултарнă. Анчах та каярахпа темĕн пулса иртнĕ, Нина Петровна чикĕ леш енне сайрарах та сайрарах тухса çÿреме пуçланă.

Виктория Брежнева çынпа хутшăнма юратсах кайман, çавăнпах-тăр ниçта та тухса çÿремен. Леонид Ильич çулçÿревре пĕчченех пулнă. Мускавра иртекен пĕр мероприятирен те юлман вара хĕрарăм. Политбюро членĕсен арăмĕсем пĕр-пĕринпе хутшăнсах тăнă. Вĕсен хушшинчи çыхăнăва вăйлатас тĕллевпе хĕрарăмсем валли ятарласа мероприятисем йĕркеленĕ.

Раиса Максимовна та малтан вĕсене хаваспах çÿренĕ, хĕрарăмсен клубне йĕркелес шухăш та çуралнă унăн, анчах та каярахпа вăхăт çитми пулнă. Пушшех те, Горбачев мăшăрĕ Политбюро членĕсен арăмĕсенчен 25-30 çул кĕçĕнрех пулнă. Çапла вара тĕлпулусенче курса калаçнипех çырлахнă. Унсăр пуçне Раиса Максимовна Д.С.Лихачев академик ертсе пыракан культура фончĕн вице-президенчĕ пулнă.

Раиса Максимовна яланах аталанма тăрăшнă. Михаил Сергеевич КПСС Тĕпкомĕн генеральнăй секретарĕ пулса тăрсан хĕрарăм пуçĕпех общество ĕçне путнă. Ют çĕршывсене тухас умĕн вăл уйрăмах тĕплĕн хатĕрленнĕ. Справочниксем тишернĕ, çи-пуç суйланă.

1985 çул. Çĕршывра лару-тăру начарлансах пырать. Япала та тупса илме çук. Раиса Максимовнăн тумтирĕ вара - Ив Сен-Лоранран е Диортан пачах та кая мар. Мĕн тăвăн - протоколпа килĕшÿллĕн, президент мăшăрĕн пĕр кĕпепе темиçе мероприятие çÿреме юрамасть. Çав вăхăтра Совет Союзĕнче Слава Зайцевăн модель çурчĕ уçăлнă. Раиса Максимовна унта çÿренĕ. Пусма-тавара вăл чикĕ леш енчен илсе таврăннă, модельсене журналсенче пăхнă.

Раиса Максимовна Чехире кăларнă бижутерие кăмăлланă. Чехословакири Яблонец хулинче вĕсене ятарлă завод продукцийĕпе паллаштарнă. Кевĕр евĕр мăй çыххисене шăпах унта туяннă та. Чи хакли 30 тенкĕ пулнă.

Ĕненме те йывăр - анчах та генеральнăй секретарĕн арăмне ют çĕршыва каймашкăн укçа-тенкĕ нумай уйăрман. Михаил Сергеевича командировкăшăн талăкне 37,5 доллар тÿленĕ. Раиса Максимовнăна, делегаци членне - 24. Франци посольствинче, Горбачев унта пĕрремĕш хут пынă чухне, парфюмери тата бижутери куравне йĕркеленĕ. Пĕрремĕш леди мĕншĕн вак-тĕвек кăна туяннине никам та ăнланман-тăр. Японире, Индире те çавах. Раиса Максимовнăна ытлашши укçа никам та уйăрса паман.

Раиса Максимовна упăшкине пăркаланă анчах теççĕ. Анчах та вĕсене çывăх пĕлекенсем çакна çирĕплетмеççĕ. Çакă пирĕн çĕршывăн ертÿçин мăшăрĕ общество пурнăçне пĕрремĕш хут çапла хастар хутшăннипе çыхăннă-тăр...

Наина Иосифовна та палăрнă ку енĕпе. Борис Николаевич çĕршыв тилхепине алла илнĕ чух çемье пысăк пулнă: икĕ хĕрĕ те качча тухса пĕрле виçĕ мăнук парнелеме ĕлкĕрнĕ ашшĕ-амăшне /халĕ иккĕшĕн те виçшер ача/. Çемье пĕрлех пурăннă, кукамăшĕн ларса-тăма та вăхăт пулман.

Урал тăвĕсен çирĕплĕхĕ куçнă пулĕ çак хĕрарăма. Проект институтĕнче ĕçлекенскер ахаль çын пурнăçне питĕ аван пĕлнĕ. Лена унти политехника институтĕнчен вĕренсе тухнă, Таня МПУра ăс пухнă. Ĕç нумаййине пăхмасăрах Наина Иосифовна яланах илĕртÿллĕ тăхăнма пĕлнĕ. Çав хушăрах унăн нимĕнле модельер та пулман. Тен, хĕрĕсен сĕнĕвĕсемпе усă курнă. Çапах та 90-мĕш çулсенче пирĕн çĕршывра пурнăç аванах пулнă теме çук.

Наина Иосифовна яланах упăшкин сарлака çурăмĕ хыçĕнче пулма тăрăшнă. Ыттисене пулăшма ăнтăлнă. Вăл та, Раиса Максимовна пекех, ачасен программипе ĕçленĕ. Анчах та нимĕнле ассоциаци е президиум членĕ пулма та ним тусан та килĕшмен.

Арăмĕпе упăшки - çÿпçипе хупăлчи

Тĕрлĕ çĕршывăн пĕрремĕш ледийĕ хăйне майлă... Нэнси Рейган. Сивĕ, çирĕп, кăмăл-туйăмне нихăçан та пĕлме çук. Илона Чаушеску. Парти лидерĕ, кăмăлĕпе арçынран та çирĕпрех. Барбара Буш. Уçă кăмăллă, ырă чунлă, калаçура йăл кулать, сăпайлăн хутшăнать. Уншăн тĕп вырăнта - мăшăрĕ, ачисем. Ывăлĕсенчен пĕри президент пуканне йышăнчĕ, тепри - сенатор. Хана Лора Коль. Питĕ хăйне евĕрлĕ, характерĕ йывăр, анчах упăшкишĕн - тивĕçлĕ арăм. Парижра патшалăхсен ертÿçисен мăшăрĕсене Версале илсе кайнă, журналистсен пĕр пайĕ вĕсенчен юлман. Сĕтел хушшине вырнаçнă чухне Хана Лорăна видеокамера кĕтесси хытах лектернĕ, çитменнине - шăпах ĕнсерен. Хĕрарăма больницăна илсе кайнă. Анчах Хана тепĕр кунах тухнă унтан, ыттисемпе пĕрлех тĕлпулусене хутшăннă, журналистсен ыйтăвĕсене хуравланă.

Çÿллĕ шайри чиновниксене сăнама кăсăклă. Калăпăр, Миттерансем. Горбачев 1931 çулта çуралнă, Миттеран - 1916... Франци президенчĕ чирлĕ, мăшăрĕ уншăн кулянни куçĕнче те палăрать. Жак Ширак кăмăлĕ питĕ уçă, Бернадетт ăна ытлашшипех уçăлса каясран тытса тăрать тейĕн. Анчах та хĕрарăма куçран пăхатăн кăна, унта - ăшăлăх, савăнăç. Хилари Клинтон чунран йăл кулмасть - çакă та унăн куçĕнче тÿрех курăнать. Билл Клинтонпа хутшăнма хăтлăрах.

Анчах кирек епле пулсан çĕршывсен ертÿçисен арăмĕсем пĕр-пĕринпе ăнланса, ăшшăн хутшăнма тăрăшаççĕ. Кăмăлĕсене ирĕке яма çапах та статус чарать пулинех - упăшкисене начар ят илттермелле мар вĕт вĕсен. Тĕлпулусене тĕплĕн хатĕрленеççĕ, справочниксем вулаççĕ. Кирек епле пулăм пирки те пĕлсе тăраççĕ, анчах та ун пирки комментари памаççĕ.

Людмила Путина Вырăс чĕлхине тĕпчекен центра ертсе пырать, унăн ĕçне пропагандăлать. Ку питĕ яваплă тă кăткăс ĕç. Енчен те тĕнчере вырăсла калаçакан е калаçас текенсен йышĕ ÿссех пырсан çĕршывсем Раççейпе лайăхрах хутшăнĕç. Паян акăлчан чĕлхи пуç пулса пырать. Маларах кăна-ха дипломатсем французла калаçнă пулсан халĕ ытларах - акăлчанла. Анчах та чĕлхене пĕлмесен тĕнче вырăс литературине те, культурине те - урăхла каласан, вырăс чунне - нихăçан та ăнланаймĕ.

Арçын шовинизмĕ чакать

Совет тапхăрĕ хыççăн çакă вăй илчĕ - пирĕн президентсен арăмĕсем общество пурнăçне хастартарах хутшăнма тытăнчĕç. Çакна общество та хăнăхса пырать. Арçын шовинизмĕ вара майĕпенех чакать. Шел те, пысăк та яваплă постсене çаплипех ытларах арçынсем йышăнаççĕ. Раççейĕн ют çĕршывра пĕр хĕрарăм посол та çук, çав вăхăтрах ытти патшалăхсен - 5-10. Правительствăра та хĕрарăм сахал. Юрать-ха бизнесра, ăслăлăхра, культурăра харсăрлăхпа, пултарулăхпа ытларах та ытларах палăрса кăткăс ыйтусене татса парать хĕрарăм. Чи çÿлти шайра та лару-тăру улшăнмасăр пултараймасть паллах.

Ачасем

Çав вăхăтрах президентсен ачисем политикăна хутшăнсах кайман. Икĕ тĕслĕх кăна паллă. Клод Ширак тата Татьяна Дьяченко ашшĕсен канашçисем пулнă. Анчах иккĕшĕнчен пĕри те ĕçлĕ калаçусене хутшăнман. Пĕррехинче Билл Клинтон Раççее хĕрĕпе Челсипе килни паллă - пепкине вăл пирĕн çĕршыва кăтартма илсе килнĕ.

Кемп-Дэвидри тĕлпулусене Буш ачисемпе мăнукĕсене илсе пынă, вĕсем хăнасемпе те хутшăннă. Анчах М.Горбачев та, Б.Ельцин та нихăçан та никама та пĕрле илсе пыман унта.

Жак Ширака хĕрĕ пулăшма пуçласан та, Борис Ельцин Татьянăна хăйĕн пулăшуçи пулма шансан та сивлесе калаçакан нумай тупăннă - Францире те, Раççейре те. Анчах та Татьяна ашшĕ чирлесен штабра ĕçленине, протокол тытса пыма пулăшнине, президент ĕç-хĕлне йĕркелесе пынине никам та асăрхасшăн пулман...

"Кремлевские куранты”.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.