Комментари хушас

17 Раштав, 2015

Качака пăранласан

Çулла качака туянтăм. Кĕçех вăл пăранламалла. Çак вăхăтра ăна мĕнле пăхасси, качака путеккине епле алла илсе çитĕнтересси пирки çырсан аванччĕ.

Екатерина ТРИФОНОВА.

Шăмăршă районĕ.

Качакана пăранлаттарасси яваплă тапхăр. Выльăх пĕтĕ чухне унпа тимлĕ пулмалла. Качака сывă пулсан унăн путекĕсем те тĕрĕс-тĕкел çуралаççĕ.

Пĕтĕ выльăха пахалăхлă апатпа тăрантармалла. Хĕллехи вăхăтра лĕп шыв памалла. Сивĕ шыв ĕçтерсен качакан хырăм ÿкме пултарать. Качака 5 уйăха яхăн пĕтĕ çÿрет. Юлашки икĕ уйăхра шăнасран, нÿрĕкрен, витĕр çилтен упрамалла, ай сарăмне типĕ те таса тытмалла. Качака - тиркекен чĕрчун. Пĕтĕ выльăха шăннă е пăсăлнă апат пама юрамасть.

Пăранличчен 1 уйăх маларах ăна сума пăрахмалла. Çак тапхăрта качакана витаминлă апат кирлĕ. Пĕр-икĕ кашăк пурă çăнăхне туранă пахчаçимĕçе /кăшман е купăста/ сапса памалла. Чĕрĕ хыр е чăрăш лăсси кăштахшар, типĕтнĕ милĕк çитерсен аван, çуламалли тăвар катăкĕ хумалла. Пĕтĕ качакана ытлашши нумай çитересрен те асăрханмалла - пăранланă чухне йывăр килет. Выльăха кулленех ирĕке кăларса уçăлтармалла.

Качака тăракан пÿлмене маларах лайăх тасатмалла, вăл ăшă пулмалла. Пăранлас патнех çитнĕ качака витерен тухасшăнах мар, çилли карăнать, кучĕ хĕрелет. Пăранласси икĕ эрне юлсан ăна чĕрĕ тымар çимĕç пама юрамасть, пăранланă хыççăн та икĕ-виçĕ эрне типĕ апатпа тăрантармалла, çителĕклĕ лĕп шыв памалла.

Пăранласассăнах путекĕн кăвапине 15 см татмалла. Таса пусма таткипе йăлмакаран сăмсисене, пуçне шăлса тасатмалла, кĕлеткине те сăтăрса типĕтмелле. Шăлни путекĕн юн çаврăнăшне, сывлăш çулне уçса яма, вар-хырăма ĕçлеттерме те пулăшать. Качака путекки 15 градус ăшă витере те шăнса пăсăлма пултарать, ăна ăшă кирлĕ. Малтанхи сехетсенче ăна пÿрте илсе кĕме юрать.

Путексене шывпа çума юрамасть, хăвăрт шăнса пăсăлма пултараççĕ. Çур сехетрен кăвапана кĕскетсе, 3-4 см хăварса спиртпа тасатнă хачăпа касмалла, кăвапана йод шĕвекĕпе йĕпетсе илмелле. Тепĕр чухне кĕскетсе каснă кăвапаран икĕ-виçĕ сехетрен чĕрĕ юн тухни курăнать. Хăраса ÿкме кирлех мар. Ахаль çипе спиртпа е водкăпа йĕпетĕр те кăвапана çыхăр, вĕçне тепĕр хутчен йодпа сĕрĕр. Çипе салтмалла мар, 2 эрнерен вăл кăвапапа пĕрле ÿкет.

Путеке мĕн вăхăтран ĕмĕртмелле-ха? Пăранланă хыççăн 1-2 сехет яхăнĕнче путеке амăшĕн сĕтне ĕмĕртме тăрăшмалла. Çакă унăн иммунитетне çирĕплетме кирлĕ. Пĕчĕк путек ăшĕнче иммун хÿтлĕхĕн япалисем çук, тин пăранланă качака сĕтĕнче хÿтлĕх - иммуноглобулин - питĕ нумай. Амăш сĕчĕ путеке хăвăрт лексен унăн вар-хырăмĕнче усăллă бактерисем вăй илеççĕ. Амăшĕн çилли маститпа чирлĕ, ăна антибиотик эмелсемпе сиплетĕр пулсан, путеке амăш сĕчĕпе тăрантарма юрамасть. Кун пек чухне путеке ятарлă типĕтнĕ сĕте шывпа хутăштарса памалла.

Икĕ эрнерен путеке вăхăт-вăхăт амăшĕнчен уйăрса типĕ апат çиме хăнăхтармалла. Çемçе утă, милĕк çакса памалла.

Малтанхи вăхăтра путексене амăшĕпе тăратсан лайăхрах. Вĕсем хăйсене кирлĕ чухлĕ сĕт ĕмсе илме пултараççĕ. Ĕмĕртнĕ чухне малтанхи вăхăтра путек амăш чĕччине мĕнле хыпса туртнине, сĕт ĕмсе кăларма пултарнине сăнаса тăмалла. Качакан 3-4 путек çуралма пултарать. Кун пек чухне путексене пăхассине хуçан хăй çине илмелле, унсăрăн вăйсăртарах путексем аталанаймасăр пĕтме пултараççĕ. Вăйсăр путеке кĕленчерен ĕмкĕчпе ĕмĕртмелле.

Пĕр уйăхран путексене пĕчĕккĕн уйрăм çиме, шыв ĕçме хăнăхтармалла. Çĕр каçиччен амăшĕнчен уйăрса хупмалла. Ирхине качака сĕтне суса илмелле путексене амăш патне ямалла. Качака путеккисем виçĕ уйăха çитсен вĕсене амăшĕнчен йăлтах уйăрмалла. Ку вăхăта вĕсем хăйсем тĕллĕн апатланма пултараççĕ. Путексене витаминлă хутăш апата /комбикорм/ ÿсĕмне кура памалла. Ятарласа хатĕрленĕ комбикорм хутаçĕ çинче путек ÿсĕмне кура мĕнле виçепе памаллине палăртни пулмалла. Качака путекки хăвăрт ÿсет, 7-8 уйăх тĕлне çамрăк выльăх амăшĕнчен кăшт çеç пĕчĕкрех пулать, ăна чуптарма юрать. Виçĕ çул тĕлне качака çитĕнсе çитет.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.