Комментари хушас

22 Раштав, 2015

Владимир Путин: Тăнăçлăх паллисем пур

Иртнĕ кĕçнерникун Раççей Президенчĕ Владимир Путин çĕршыври тата тĕнчери журналистсемпе курнăçрĕ. Шучĕпе ку унăн çакнашкал пысăк 11-мĕш пресс-конференцийĕ пулчĕ. Тĕнчери лару-тăру, çĕршыври экономика, социаллă пурнăç - виçĕ сехет çурă тăсăлнă калаçăвăн тĕп саманчĕсемпе «Хыпар» хаçат паян тĕплĕнрех паллаштарать.

Хура-шурă

- Икĕ тус тĕл пулнă: ĕçсем мĕнлерех? «Йăрăм-йăрăм - хура-шурă», - хуравлать пĕри. Халĕ хура йĕр иккен. Çур çултан тепре тĕл пулаççĕ. Каллех - хура йĕр. «Иртнинче хура йĕрччĕ вĕт-ха...» «Çук, халь палăрчĕ: ун чухне шурри пулнă иккен». Вăт, пирĕн лару-тăру халь çапларах.

Иртнинче тĕл пулнă чух эпир кризисран мĕнле тухасси пирки калаçнăччĕ, пирĕн экономика экспортпа ăсатакан таварсен хакĕсене парăнни çинчен сăмах пуçарнăччĕ. Пирĕн нефть баррелĕн хакĕ 100 доллар пулнине тĕпе хунăччĕ. Ку 2014 çул пуçламăшĕнче пулнăччĕ. Мĕнпур тăкака çак кăтартăва тĕпе хурса шутланă. Çулталăк пуçламăшĕнче вара пĕтĕмпех çĕнĕрен шутлама тиврĕ, мĕншĕн тесен хак икĕ хут чакса кайрĕ - 50 доллар таран. Паян вара хак мĕнлерех - 38-и? Каллех тÿрлетме тивет-тĕр.

Çапах статистика Раççей экономики кризиса хыçа хăварнине кăтартать. Çапла, ВВП 3,7: пĕчĕкленнĕ, инфляци - 12,7:. Çак цифрăсенчен малалла кайма тивет. Çапах кăçалхи 2-мĕш кварталтан тăнăçлăх паллисем курăнма пуçларĕç. Авăн-юпа уйăхĕсенче ВВП хушăнма тытăнчĕ, промышленноç производствинче те пысăк мар хушăм пур. Ял хуçалăхĕнче ÿсĕм 3: кая мар пулмалла. Ял хуçалăхне пулăшса тĕрĕс тăватпăр. Тĕштырă тухăçĕ иккĕмĕш çул 100 млн тоннăран пысăкрах - 103,4. Лайăх кăтарту.

Сăмах май, АПК аталанăвĕн ыйтăвĕ питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Эпĕ тавлашу пуррине те пĕлетĕп. Хăшĕсем ял хуçалăхĕнче пысăк производствăсене çул памалла теççĕ. Çапах та пирĕн фермер хуçалăхĕсене те пулăшмалла. Çав шутра - хамăрăн рынока çĕршыври тавар туса кăларакансем валли уçса та. Çапла, ют çĕршывсен енчен конкуренци чакнă май потребитель хакĕсем ÿсрĕç, çапах пĕтĕмĕшле илсен паянхи лару-тăру ял хуçалăх производствине ÿсĕм çулĕ çине тăратма пулăшасси куçкĕрет. Малашне мĕнлерех пулĕ - курăпăр, çапах кирлĕ-тĕк хушма ресурссем уйăрма та пултарăпăр, 2016 çул валли вĕсем пирĕн пур.

Росстат кăтартăвĕсем тăрăх - çынсен пурнăçĕн тăршшĕ çулталăк вĕçленнĕ тĕле 71 çул урлă каçмалла. Эпир хамăрăн социаллă обязательствăсене кăçал туллин пурнăçларăмăр. Амăшĕн капиталĕн программине малалла тăсатпăр. Çитес çул вăл 2015 çулхи шайра юлĕ - 453 пин тенкĕ. Пенсисене 2014 çулхи инфляци виçипе индексацилерĕмĕр. Страховани пенсийĕсене 11,4: ÿстернĕ, кăçалхи ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисене 10,3: пысăклатнă.

 

Çынсем вилчĕç

- Турципе çыхăннă хирĕçÿ пирки. Турккăсем пирĕн самолета çапса антарни - тăшманла акт. Пирĕн çынсем вилчĕç. Пире мĕн уйрăмах тарăхтарчĕ-ха? Ăнсăртран пулнă инкек-тĕк - ун пек чухне вĕсен тÿрех телефонпа пире шăнкăравламаллаччĕ. Вĕсем вара çийĕнчех Брюсселе чупрĕç: хурах, пире кÿрентереççĕ! Сире кам кÿрентерет? Эпир унта кама та пулин тĕкĕннĕ-им? Çук. НАТОпа хупăрланаççĕ. Ку НАТОна кирлĕ-и вара?

Эсир те ăнланăр, ытти çын та илттĕр. Çав шутра - Турцире те. Эпир килĕштерсе ĕçлессине хирĕçлемен вĕт. Юлашки хут Анталья хулинче пулнă чух Турцин мĕнпур ертÿçисемпе калаçрăмăр. Пирĕнтен чылай енĕпе пулăшу ыйтрĕç. Эпир пулăшма хатĕрри çинчен каларăмăр. Апла-тăк нивушлĕ вĕсене малтанах телефонпа шăнкăравласа пирĕнпе калаçма йывăрччĕ?

Мĕншĕн çапла хăтланчĕç? Ăнланмастăп. Эпир унтан пăрахса тарасса кĕтрĕç-и? Çук, Раççей унашкал çĕршыв мар. Унта пирĕн ПВО çукчĕ, халь пур. Унччен Турци унта вĕçĕмсĕр вĕçнĕ, Сирин сывлăш анлăшне кĕнĕ. Халь вĕçсе пăхчăр-ха. Турци ертÿçисенчен хăшĕ те пулин американецсене пĕр çĕртен çуласа илесшĕн пулнă-тăк - вĕсем тĕрĕс турĕç-ши, пĕлместĕп. Ку американецсене кирлĕ-и - калаймастăп.

Хăй вăхăтĕнче Ирака кĕрсе кайнă, çĕршыва аркатнă. Унтан нефть суту-илĕвĕпе çыхăннă самантсем сиксе тухнă. Çак контрабандăна хÿтĕлеме çар кирлĕ пулнă. Ислам факторĕ питĕ меллĕ пулса тухнă. Çапла майпа ИГИЛ çуралнă та. Эпир конвойсене тустарма пуçларăмăр. Халĕ çĕрлесерен пĕчĕк колоннăсемпе нефть турттараççĕ. Тĕп юхăм Ирак урлă кайма пуçларĕ. Унта пĕр çĕрте эпир 11 пин бензовоз асăрхарăмăр - хăрушă. Турккăсем кирек мĕнле тĕллев тытнă пулсан та лару-тăрăва кăткăслатрĕç çеç. Вĕсен хальхи ертÿçисемпе эпир калаçса татăлма пултараймастпăр. Эпир «юрать» тесен айккинчен е çурăмран пырса чышаççĕ вĕт. Çавăнпа та пирĕн хамăрăн наци хăрушсăрлăхне тивĕçтерекен урăхларах утăмсем тума тивĕ.

Сирири лару-тăрăва йĕркелес тĕллевлĕ ĕçсене ырлатпăр. Сирин ертÿлĕхĕн хăш формипе усă курассине, çĕршыва кам ертсе пырассине хăйĕн татса памалла.

 

Украинăра пирĕн çарсем çук

- Эпир Украинăра пирĕн хăшпĕр ыйтăва татса парас енĕпе ĕçлекен çынсем çук тесе нихăçан та каламан. Анчах ку унта Раççей çарĕсем пуррине пĕлтермест.

Украина влаçĕсем Донбасра тытса чарнă çынсем улăштарса илмеллискерсем тесе шухăшлаççĕ, Киеври тĕрмесенчи çынсем вара уголовниксем имĕш. Тÿрĕ кăмăллă пулмалла: атьăр, пурне те пĕр-пĕринпе улăштарар. Çакна тĕпе хурсан - эпир улăштарассишĕн.

Кăрлачăн 1-мĕшĕнчен пирĕн экономика хутшăнăвĕсем çивĕчленесси куçкĕрет. Мĕншĕн тесен Украинăпа НППП тытăмĕнчи ирĕклĕ суту-илÿ зонин членĕ пек ĕçлейместпĕр. Евросоюз ертÿçисем манран Украинăна çак зонăран ан кăларăр тесе ыйтрĕç. Эпир утă уйăхĕччен виçĕ енлĕ калаçусем ирттерме çĕр хут та ыйтрăмăр пуль. Çук, çакă усă кÿмерĕ.

Украина эпир усă куракан режим картинчен тухнă пек, Европа правилисене тĕпе хурать. Эппин, пирĕн таварсене хăйĕн рынокĕнчен кăларса пăрахать-и? Пирĕнтен вара ун валли пĕтĕм преференцие упраса хăварма ыйтаççĕ. Апла пулма пултараймасть. Эпир Украина тĕлĕшпе санкцисем йышăнма шутламастпăр, анчах эпĕ каланине илтчĕр. Урăхла каласан Украинăна ыттисенчен япăхрах условисене лартмастпăр, анчах Раççейпе йĕркелекен суту-илÿре вĕсем кăрлачăн 1-мĕшĕнчен нимĕнле çăмăллăхпа та усă кураймĕç. Халиччен суту-илÿре нульпе тан тарифсем пулнă, малашне вара ку виçе вăтамран 6: пулĕ. Эпир çапла тăвасшăн марччĕ, анчах пире итлес темерĕç.

Эпир хирĕçтăрăва çивĕчлетесшĕн марччĕ. Пачах тепĕр майлă, эпир çивĕчлĕхе пĕтересшĕн, анчах - Украинăн кăнтăр-тухăç енчи çынсене тĕп туса мар. Донбаспа Луганск облаçĕсенче, Украина влаçĕсем хуçаланакан çĕрте, халăхăн 43 ытла проценчĕ оппозици блокĕшĕн сасăланă. Киев влаçĕсем çакна курмаççĕ-им?

Грузи пирки те çавнах каласшăн: пирĕн хутшăнусем çивĕчленессине эпир сăлтавламан. Грузи президенчĕ пулнă Саакашвилин авантюрăна çывăх йышăнусем тумалла марччĕ. Ку - вĕсен айăпĕ. Украина халăхне те питрен сурчĕç вĕт. Унта çавăн пек çынсене ертсе пыма яраççĕ. Мĕн, Украинăра пурăнакан 45 млн çын хушшинче тÿрĕ кăмăллă, ăнăçлă ĕçлеме пултаракан 5-10 управленеца тупма çукчĕ-им? Грузипе хутшăнусем ансат мар пулин те эпир çак çĕршыв ертÿçисенчен килекен сигналсене йышăнатпăр. Грузи туса кăларакан хĕрлĕ эрехĕн 2/3 пайĕ Раççей рынокне килет. Тавар çаврăнăшĕ ÿсрĕ. Халĕ Грузипе виза режимне пăрахăçласси пирки шухăшлатпăр.

 

Ротенберг, Чайка...

- Эсир асăннă çамрăк Ротенбергăн ашшĕ патшалăх органĕсенче ĕçлемест. Тен, ăçта та пулин кĕнĕ-и - çук пуль. Чайкăна, Турчака, ыттисене илес-тĕк - эпĕ тĕрлĕ çĕрте Турчак журналистсене хĕнеме хутшăнни çинчен çырнине пĕлетĕп. Вăл хăй-и е унăн ашшĕ-и? Илтнĕ тăрăх кăна хаклама юрамасть. Эсир ку япаласене курмăш туманни лайăх. Ку пире сăлтав парать, эпир шута илме тивĕç.

Пысăк чиновниксен ачисемпе çыхăннă пулăмсене илес пулсан... Генеральнăй прокурор пирки калас-тăк - çакна уçăмлатмалла: унăн ачисем саккуна пăснă-и е çук-и? Генпрокурор ĕçĕнче интерессен конфликчĕпе çыхăннă самантсем пур-и? Вăл хăйĕн ачисене пулăшнă-и? Çакна тĕпчемешкĕн Президентăн Тĕрĕслев управленийĕ пур. Манăн кун пирки калас килместчĕ, анчах çакă эпир ку ыйтусемпе ĕçлеменнине пĕлтермест. Тĕплĕ тишкермелле.

Инçе çул çÿрекен водительсем пирки ыйту пулчĕ. Кунта та кĕçĕн Ротенберга асăнчĕç. «Платон» текен системăран пухăнакан укçа 100 проценчĕпех такам кĕсйине мар, РФ Çул-йĕр фондне каять, кашни пус - регионсенче çулсем тума. Хăй вăхăтĕнче ĕç-хĕлĕн çак тĕсне лицензилессине пăрахăçланă. Çавна май нумай çын пысăк груз турттаракан машинăсем туянать те - вĕсемпе усă курать. Ку - экономикăн вăрттăн схеми. Çапла, эпĕ хам та рабочи çемйинчен, çак арçынсем руль умĕнче ырми-канми ĕçленине пĕлетĕп, анчах вăрттăн схемăсенчен тухмаллах. Ансат мел пур: вĕсене хаклă мар патент туянма май памалла.

Борис Немцов тĕлĕшпе тунă преступлени пирки каласа хăварам. Эпĕ ăна лайăх палланă, пирĕн хутшăнусем те яланах япăх пулман. Тĕрĕссипе, эпĕ унпа тытакан хутшăнусене нихăçан та пăсман. Анчах вăл политика кĕрешĕвĕн çак çулне - мана тапăнассине - суйласа илчĕ. Эпĕ çакна хăнăхнă - вăл кăна мар. Анчах ку çынна вĕлермеллине пĕлтермест - кунашкаллине эпĕ нихăçан та йышăнмăп. Ку - преступлени, ăна тĕпчемелле, айăплисене явап тыттармалла. Следстви татса патăр. Вăл темле вăраха кайсан та... Старовойтовăна вĕлернĕччĕ - вăл та оппозиционер пулнă вĕт. Çапах право хуралĕн органĕсем ĕçе вĕçне çитерчĕç.

 

Пенси, ЖКХ...

- Çивĕчлĕхе пăхмасăр эпир пенсисене индексацилерĕмĕр. Тĕрĕссипе, çапла тума майсем çукпа пĕрехчĕ, çапах йышăну турăмăр. Çитес çул мĕнпур категорин пенсийĕсене 4: индексацилеме палăртнă. Çĕршыв экономикинчи лару-тăрăва пăхăпăр. Ку ыйтăва 2016 çулхи инфляцие кура татса парас килет. Май килĕ-и? Пирĕн чăнлăха тĕпе хума тивет вĕт, бюджета аркатма пултараймастпăр - çапла тусан пурне те йывăр килĕ.

Çапла, ĕçлекен пенсионерсен пенсийĕсене индексацилес маррине Правительствăра сÿтсе яврăмăр. Совет Союзĕ усă курнă практикăна аса илтерем: экономикăн хăшпĕр секторĕнче кăна ĕçлеме те, пенси илме те май пулнă. Ыттисен суйлама тивнĕ: е ĕç, е пенси. Эпир хăй вăхăтĕнче, социаллă сфера арканнă тапхăрта, пурне те тÿлемелле тунă. Çавна май ку енĕпе тĕрлĕ шухăш пур. Тен, совет тапхăрне таврăнни вырăнлă. Анчах хальлĕхе унашкал йышăну çук. Ĕçлекен пенсионерсене пенси тÿлеме пăрахмалли йышăну çук. Индексацилемелле марри пирки - пур.

Пенси çулĕ пирки калас-тăк - эпĕ ăна ÿстерессине хирĕç. Çапах пытармастăп: нумай эксперт пысăклатма сĕнет. Пирĕн çынсен пурнăçĕн тăршшĕ ÿссе пырать, çав вăхăтрах ĕçлекенсен шучĕ чакать, пенсионерсен йышĕ пысăкланать. Çакна шута илмесен пенси тытăмĕн тупăшĕ пĕчĕкленсе кайĕ. Унта федераци бюджетĕнчен укçа хывма лекет. Çавна май патшалăхăн пенси виçисене те пĕчĕклетме тивмешкĕн пултарать. Çивĕчлĕх пур, анчах хальлĕхе уçăмлă хурав параймастăп.

Чиновниксене 65 çул таран ĕçлеттерессине сÿтсе явнă. Анчах çакна та ерипен туса пырăпăр. Калăпăр, хĕрарăм 55 çул тултарнă - пенсие каймалла. Эппин, вăл пенсие 55 çул та 6 уйăхра тухĕ. Мĕнпур чиновникшăн çапла.

ЖКХ пирки. Кăçал вăтам тариф 8,7: патнелле пулчĕ, çитес çул тариф ÿсĕмне 4: шайĕнче палăртнă. Урăхла каласан çак тÿлеве чакарма пултарассине тĕпе хунă. Анчах ку ыйтусене муниципалитетсен шайĕнче татса памалла. Федераци саккунĕ регионсене тÿлевсем пĕрлехи тупăшăн 22: ытларах çемьесене субсиди парассине çирĕплетнĕ. Мускавра, Раççейĕн нумай регионĕнче çапла.

Пĕтĕмпех тимлĕ сăнаса тăмалла, управляющи компанисене куçран вĕçертме юрамасть. Раççей Правительстви те, регионсен влаçĕсем те тимлĕ пулĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.