Комментари хушас

12 Кăрлач, 2016

Килти хуçалăхсем сĕт пахалăхне лайăхлатрĕç

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче ЧР Патшалăх Канашне янă Çырура: «Сĕт туса илекен пĕчĕк калăпăшлă хуçалăхсен ĕçченĕсем кашни çулах çуркуннепе çуллахи тапхăрта йĕркеленекен туяну хакĕсем йÿнĕрен кăмăлсăр пулнине тĕрĕсех палăртаççĕ. Çавăнпа та Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствипе Экономика аталанăвĕн министерстви, Патшалăх ветеринари служби тата районсемпе хуласен администрацийĕсен умне чĕрĕ сĕт пахалăхĕпе калăпăшне тата сĕт туса илекенсен таврашĕнче йĕркеленекен хаксене патшалăх тĕрĕслесе тăрассине тивĕçтерме тĕллев лартатăп», - терĕ. Çак хушу еплерех пурнăçланать?

ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев 2015 çул пуçламăшĕнче Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырура палăртнă тĕллевсене пурнăçласа тата сĕт туса илекен килти хуçалăхсемпе продукцишĕн тÿлемелли йĕркене лайăхлатас тĕллевпе Ял хуçалăх министерствипе Патшалăх ветеринари служби çакăн пек мероприятисем ирттерчĕç. Халăхран продукци пуçтаракан, сĕт çаврăнăшне витĕм кÿрекен пысăк организацисен ертÿçисемпе уйрăммăн тĕл пултăмăр. Сутлăх продукци пахалăхне ÿстерессипе, уншăн укçа вăхăтра тÿлессипе, килти хуçалăхсенчен сĕт сутассипе çыхăннă ытти ыйтăва сÿтсе явнă тĕлпулусене райадминистраци пуçлăхĕсем, ветеринарин тĕп врачĕсем хутшăнчĕç.

Министр заместителĕсем, Патшалăх ветеринари службин специалисчĕсем продукци пахалăхне кура татăлассипе кашни районтах канашлу ирттернĕ. Унта сĕт пуçтаракансене те чĕннĕ.

Продукци сутакансене хÿтĕлес тата вĕсене сĕтшĕн укçа вăхăтра тÿлеччĕр тесе икĕ ен хушшинче килĕшÿ çирĕплетме сĕнтĕмĕр. Район администрацийĕсем унăн тĕслĕхне продукци пухакансемпе килти хуçалăхсене çитерчĕç. Кунсăр пуçне сĕт пуçтаракансене пахалăха тĕрĕслемешкĕн ветеринари-санитари экспертизи ирттерме приборсем туянма сĕнтĕмĕр. 2015 çулхи раштавăн 25-мĕшĕ тĕлне сĕт пухакансем килти хуçалăхсемпе 9,6 пин килĕшÿ çирĕплетнĕ. Райадминистрацисем пĕлтернĕ тăрăх - çав куна халăхран кашни литр продукцие - 17-21, çулталăк каялла 16-20 тенкĕлле йышăннă. Çĕнĕ çулчченхи кăтарту пысăкрах.

 

Килти хуçалăхсен сутлăх сĕт хакĕ /тенкĕпе/

Уйăх     2014 ç.   2015 ç.
Кăрлач 17-23     16-21
Нарăс  17-21     16-20
Пуш     17-20     16-20
Ака      13-18     13-18
Çу        12-16     12-16
Çĕртме 11-14    11-14
Утă       10-14    11-14
Çурла   11-13    12-14
Авăн     13-15    13-16
Юпа     13-17     14-17
Чÿк       14-19    14-20
Раштав 16-20    17-21

 

Шел те, продукци пуçтаракан-сенчен хăшĕ-пĕри килти хуçа-лăхсемпе паянчченех килĕшÿ туман, вĕсемпе пахалăха шута илмесĕрех татăлать. Çынсен çак йĕркепе çырлахмалла мар, хăйсен интересĕсене хÿтĕлессишĕн договор çирĕплетмелле.

Раççей саккунĕсемпе килĕ­шÿллĕн патшалăх килти хуçа­лăх­сенчен пухакан сĕт хакне йĕркелесе тăмасть. Ăна продукци пуçтараканпа сутакан палăртаççĕ. Вăл сĕт еплерех сутăннине тата мĕнлерех сутнине кура çирĕпленет.

Килти хуçалăхсенчен пуç-таракан сĕтĕн сутлăх хакне çак сăлтавсем витĕм кÿреççĕ: продукци калăпăшĕ /çуркунне-çулла сĕт нумай, хĕлле сахалрах/, сăвакан ĕне шучĕ /ăна нумай усракан ялсенче продукци пухакан ытларах/, выльăх усракан вырăн сĕт пуçтармалли пунктран, автотрассăран миçе çухрăмра пулни, килти хуçалăхпа сĕт-çу завочĕ хушшинчи организацисен йышĕ /вăл пĕрре çеç пулсан сутлăх хак пысăкрах, темиçен пулсан пĕчĕкрех/, тирпейлекен предприятисем сĕт пырса паракансемшĕн лартакан хак.

Министерство сутлăх хака тишкерсех тăрать. Райадминистрацисем кашни ял тăрăхĕнче вăл мĕнле улшăннине тĕпчеççĕ. «Агро-Инновацисем» ХП тирпейлекен предприятисем продукцин йышăну хакне еплерех йĕркелесе пынине кашни эрнере пĕтĕмлетет.

Сĕт туса илекенсем производствăна модернизацилеççĕ, тирпейлекен предприятисем çĕнĕ технологи линийĕсем хута яраççĕ, сĕт юр-варĕн ассортиментне пуян-латаççĕ, апат-çимĕç сутма çĕнĕ рыноксем тупаççĕ. Çÿлерех асăннă мероприятисене тĕпе хурса сĕт пуçтаракансемпе килти хуçалăхсен хушшинчи ĕçлĕ çыхăну çирĕпленессе, ÿлĕм вăл икĕ ене те усă ытларах парасса шанатпăр.

Николай ЯКИМОВ,

ЧР ял хуçалăх

министрĕн заместителĕ

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.