Комментари хушас

6 Нарăс, 2016

Ыталашма... тăхтамалла

Пĕлтĕр те çак вăхăтра çĕршывра, çавăн пекех пирĕн республикăра та, ОРВИ тата грипп сарăлни пирки çырнăччĕ. Кăçал та чир-чĕр алхасать. «ОРВИпе тата гриппа чирлекенсене çулталăк тăршшĕпех шута илеççĕ. Çапах кĕркунне тата хĕлле вирус уйрăмах шар кăтартать», - палăртаççĕ шурă халатлисем.

Пирĕн тăрăха ОРВИ тата грипп хумĕ килсе çапсанах аптекăра оксалин маçĕ туянасшăнччĕ. Йÿнĕ пулин те витĕмĕ пысăк унăн. «Çук, илсе пĕтернĕ», - терĕç фармацевтсем. Эпир, ытти ашшĕ-амăшĕпе пĕрле пĕр вăхăт кăмăлсăрланса калаçрăмăр та - лăплантăмăр. Телее, нумайăшĕн малтан илни те пĕтмен.

Иртнĕ эрне вĕçĕнче, чир çаплипех парăнманнине кура, шкулта вĕренекен ывăл-хĕр валли маска илме палăртрăмăр. Сăмсапа çăвара хупласан ураран ÿкерекен вирус сывлăха хавшатаймĕ.

«Маска илсе килнĕ, анчах кăларса хума ĕлкĕреймерĕмĕр», - терĕç пĕр аптекăра шăматкун. Тепĕр кунхине каллех черете тăтăм. Ача-пăча валли маскăна пĕрерĕн сутмаççĕ. Пĕр курупкăри вуннăшĕн хакĕ - 150 тенкĕ. Ăна йĕрке тăрăх кашни 2 сехетре улăштармалла. Çавăнпах ку хатĕр ытла хакла ларнăн туйăнчĕ. Сăмах май, мăн çынсен 6 тенкĕлĕх маскине те илсе пĕтернĕ.

Йĕри-таврари тепĕр 4 аптекăри лару-тăрупа кăсăклантăм. Нихăшĕнче те маска çук. «Виççĕшне 50 тенкĕпе сутрăмăр. Вĕсем те пĕтрĕç», - ăнлантарма пуçларĕ фармацевтсенчен пĕри. Мĕн тетĕр? Каялла çаврăнса 150 тенкĕпех туянма тиврĕ. Тем тесен те сывлăх хаклăрах. «Вирусран сыхланмалли аптекăра сутăнакан хатĕрсене маларах илсе хумалла», - хам валли çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм.

 

Кăçалхи кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа нарăсăн 4-мĕшĕччен пирĕн тăрăхра грипп тата ОРВИ чирĕсем 12200 çынна ернине çирĕплетнĕ.

Çĕнĕ Шупашкарта, Шупашкарта тата Тăвай районĕнче чир уйрăмах анлă сарăлнă. Вирус шар кăтартнисенчен нумайăшĕ - 14 çула çитмен ачасем /60,5 процент/.

ОРВИпе тата гриппа чирлĕ 321 çынна больницăна хунă. Ку кăтарту иртнĕ эрнерипе танлаштарсан 7,5 процент пĕчĕкр ех.

Пĕр эрнере кăна 303 çыннăн анализне лабораторие ăсатнă. Çавна май 59-шне AŸH1N1 2009 грипп вирусĕ лекнине палăртнă.

Нарăсăн 5-мĕшĕ тĕлне 6 шкула, 24 шкулти 77 класа, 1 ача садне тата 11 ача садĕнчи 19 ушкăна карантина хупнă.

Чир хăвăрт аталанать

Инфекцие чирлĕ çын сарни паллă. Сывă марринчен шăпах малтанхи кунсенче вирус çаклатас хăрушлăх пысăк. 5-7 кунран вара вăл ыттисене чир ертмĕ.

Инфекци организма лексен темиçе сехетрен те, 2-3 талăкран та хăй çинчен аса илтерме пултарать. Грипп тата ОРВИ вирусĕ тĕрлĕрен пулнине кашниех пĕлет. Лаборатори пĕтĕмлетĕвĕ кăна тĕрĕс пĕтĕмлетÿ тума май парать.

Хальхинче A(H1N1) 009 грипп сарăлнăран эпидеми пуçланчĕ. Пысăк температура, ÿслĕк, йывăррăн сывлани - унăн тĕп паллисем. Унсăр пуçне тĕртĕмсем, сыпăсем хытах ыратаççĕ. Сунаслани тата куç хĕрелни сайра тĕл пулать. Ытти çулхипе танлаштарсан хальхи йышши 2-3 кунранах организма хавшатса çитерет. Нумайăшĕн вирус пневмонийĕ пуçланать. Вăл та хăвăрт аталанать. Пациентсенчен хăшĕ-пĕри 24 сехет хушшинчех сывлайми пулать. Çавăнпах чирлĕ çыннăн ÿпкине ятарлă прибор пулăшнипе ĕçлеттерме тивет.

A(H1N1) 2009 грипп вирусĕ 6 çул каялла та нумай калаçтарнăччĕ. Ун чухне Раç-çейри 700 ытла çыннăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнине шута илнĕччĕ. Хальхи эпидеми вăхăтĕнче çĕршывра 100 ытла çын вилнĕ. Пирĕн республикăра сысна грипне пула пĕр çын çут тĕнчерен уйрăлнă.

Прививка витĕмĕ

ОРВИ, гриппа танлаштарсан, майĕпен аталанать. Кĕлетке температури 38 градусран иртмест. Чир сунасран, пыр ыратнинчен пуçланать. Ăна çĕнтерме çăмăлрах. Чир хыççăн 2-3 кунранах çын хăйне лайăх туять.

Грипп вирусĕ 5 çул тултарман ачашăн, пепке кĕтекен хĕрарăмшăн, чĕре, пĕвер чирĕсемпе нушаланаканшăн, 60 çултан иртнĕ çыншăн уйрăмах хăрушă. Вĕсен чире парăнтарма йывăртарах.

Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ пулăшнипе эпидеми сезонĕ пуçланиччен грипа хирĕç вакцина хатĕрлеççĕ. Тухтăрсем сахалтан та 2-3 эрне маларах прививка тума сĕнеççĕ. 6 уйăхран аслăрах ачасене, шала кайнă чирсемпе нушаланакан аслă ăру çыннисене, медицина ĕçченĕсене, вĕрентекенсене, студентсене, халăхпа ĕçлекенсене уйрăмах вирус хăвăртах ерме пултарать. Çавăнпах вĕсене вакцинăпа усă курма ыйтаççĕ.

Хамăрăнах сыхланмалла

Ача сачĕсемпе шкулта, больницăра кăна мар, халăх йышлă вырăнсенче те маска тăхăннă çынсем тÿрех куç тĕлне пулаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери сывлăх сыхлав организацийĕ унпа усă курмалли йĕркене çирĕплетнĕ.

  • Маскăпа сăмсана тата çăвара лайăх хупламалла.
  • Пĕрре тăхăннăскерпе урăх усă курмалла мар. Хывсан супăньпе е спирт хутăшĕпе алла лайăх çумалла.
  • Йĕпеннĕ маскăна çĕннипе, типпипе улăштармалла.
  • Пĕр хут усă курмалли хатĕре иккĕмĕш хут тăхăнма юрамасть.
  • Усă курнă маскăна çийĕнчех пăрахмалла.
  • Чирли, сывă мар çынна пăхаканни, унпа хутшăнаканни маска тăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Профилактика ытти мелĕ пирки те манмалла мар.
  • Сунасланă, ÿсĕрнĕ чухне çăварпа сăмсана салфеткăпа е тутăрпа хупламалла.
  • Çуман алăпа çăвара, сăмсана, куçа перĕнмелле мар.
  • Ÿсĕрнĕ, сунасланă хыççăн уйрăмах алла супăньпе лайăх çумалла, унсăрăн тытнă япаласем çинче те вирус юлĕ.
  • Килтен тухнă чухне сăмсана е оксолин маçĕ, е ятарлă бальзам, е бор вазилинĕ сĕрмелле. Çавна пула вирус сывлав çулне лекичченех вилет.
  • Лаванда, эрĕм ути, шур чăрăш /пихта/ çăвĕпе йĕпетнĕ тутăр та чир ересрен сыхлать. Вăхăтăн-вăхăтăн çак тутăр шăршине сывласа илмелле. Çав курăк çăвĕсем те микробсене вĕлереççĕ.
  • Чир сарăлнă вăхăтра пĕлĕшсемпе, юлташсемпе ыталашма, чуптума тăхтамалла. Ытла çывăх тăмалла мар. Икĕ çын калаçни 1 метртан та лайăх илтĕнет вĕт. Чирлĕ çынсемпе май пур таран сахалрах хутшăнмалла.
  • Организма çирĕплетни те профилактика шутне кĕрет. Ку сывă пурнăç йĕркине пăхăнмаллипе çыхăннă.

«Канлĕ тата çителĕклĕ çывăрмалла. Тĕрĕс апатланмалла. Чĕрĕ пахчаçимĕçпе улма-çырлана кулленхи рациона кĕртмелле. Аскорбинка йÿçекĕ /С витамин/ ĕçни те иммунитета çирĕплетет. С витамин çавнашкалах йÿçĕтнĕ купăста сĕткенĕнче, лимонра, апельсинра, мандаринра, грейпфрутра нумай. Ирхине выçăлла апельсин е грейпфрут сĕткенĕ ĕçни усăллă. Каçхине суханлă, ыхраллă салат çимелле. Уçă сывлăшра ытларах пулмалла, хусканусем тумалла», - сĕнеççĕ республикăри гигиенăпа эпидемиологи центрĕн специалисчĕсем.

Тухтăр пулăшăвĕ

Чирлесен çийĕнчех тухтăра чĕнмелле. Вирус сарасран килтен тухмалла мар. Вырăн çинчен тăмасан лайăхрах.

Чирлĕ çынна уйрăм пÿлĕме вырнаçтармалла е вырăна чаршавпа кармалла.

Уйрăм савăт-сапапа, вырăн хатĕрĕсемпе усă курмалла.

Чирлĕ çын йышăнакан пÿлĕме кунне темиçе хут уçăлтармалла. Сĕтел-пукана дезинфекцилекен хутăшпа тасатмалла.

ОРВИпе чирлĕ çынна шур çырли, лимон, хура хурлăхан морсĕ, хăмла çырли варенийĕпе чей, кĕлетке температурине чакаракан, шăк хăвалакан курăк шывĕ ĕçтерме сĕнеççĕ тухтăрсем.

Марина ТУМАЛАНОВА.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.