Комментари хушас

25 Нарăс, 2016

Шăпа кулач çитермен

Муркаш районĕнчи Исетерккă ялĕнчи Иустинăпа Лаврентий Лаврентьевсем 9 ачана кун çути кăтартнă. Шел, вĕсенчен чылайăшĕ çамрăклах вилнĕ. Паянхи кун тăваттăшĕ çеç ырă-сывă. Вулакансене Лаврентьевсен Григорий ывăлĕпе паллаштарасшăн эпĕ.

Ялти ытти ача пекех пĕчĕкрен уй-хирте ĕçленĕ вăл. 7 класс пĕтернĕ хыççăн Владимир облаçне кĕтÿ кĕтме кайнă. «Ун чухне ку тăрăхра çынсем пирĕнтен лайăхрах пурăнатчĕç, - аса илет иртнине Григорий. - Кĕтÿçсене те лайăх çитеретчĕç. Çавна май эпĕ, типшĕмскер, кăштах ÿт хушрăм, çитменнине ÿсрĕм те».

1959 çулта йĕкĕт комсомол путевкипе Казахстана çерем çĕр уçма кайнă. Вăл унта тракторист-машиниста вĕренсе тухнă, уй-хирте ĕçленĕ. Чăваш каччи кунта та хастарлăхпа палăрнă.

Хĕсмете Тинĕс çар флотне лекнĕ, 4 çул пулнă унта. Карантина Ленинград хулинче иртнĕ, унтан ăна Кронштадри вĕренÿ отрядне ăсатнă. Çакăнта вăл ятарлă электромеханика шкулĕнче вĕренсе моторист специальноçне алла илнĕ. Ун хыççăн службăна малалла Мурманск облаçĕнчи Полярный хулинче дизель шыв ай кимми çинче тăснă. Мотористсен командин старшини пулнă.

Малалла эпĕ Григорий Лаврентьевича моряксен хушшинче чи сумлă награда шутланакан «За дальний поход» паллăпа чыслама тăратнă архив справкинчи йĕркесене илсе кăтартасшăн: «1962 çулхи авăнăн 28-мĕшĕнчен пуçласа Г. Л. Лаврентьев дизель шыв ай кимми çинче хĕсметре тăнă. Асăннă кимĕ 1962 çулхи юпа уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа чÿк уйăхĕн 7-мĕшĕччен Куба утравĕ çинче ятарлă задани пурнăçланă». Çак вăрттăн поход çинчен сахал çын пĕлет. 1962 çулхи хура кĕркунне Совет Союзĕпе Америка хушшинчи «сивĕ» хирĕç тăру чăн-чăн вăрçа куçасси патне çитнĕ. США Кубăна тинĕс енчен блокадăланине хирĕç Н.С.Хрущев Кариб тинĕсне шыв ай киммисене кĕртме хушу панă. Дизель шыв ай киммисенчен тăваттăмĕш эскадра карапĕсене суйласа илнĕ. Çак йышри Б-36, Б-59, Б-130 тата Б-4 шыв ай киммисем Виталий Агафонов пĕрремĕш рангри капитан ертсе пынипе Саргас тинĕсне çула тухнă. Вĕсенчен пĕринче пирĕн ентеш те пулнă.

Кимĕсем пачах пĕлмен çĕрелле çул тытнă. Хăйсемпе пĕрле кашниех пĕрер ядерлă зарядлă торпеда илни те сисчĕвлентернĕ. Ун чухне вĕсене Америка авианосецĕсене хирĕç кăларса янă. Паллах, вăйсем тан мар пулнă. Пирĕн кашни пĕр кимĕ пуçне вĕсене хирĕç кĕрешекен пĕрер авианосец тивнĕ ?40 самолет тата вертолет%, унсăр пуçне шырав электроникипе тивĕçтернĕ 50 ытла карап. Çавна пăхмасăр пирĕн 4 кимĕ хăйсене тивĕçлипе кăтартнă. Иккĕмĕш рангри капитан Рюрик Кетов тытса пыраканни ?унта шăпах Григорий пулнă% хăйне палăртмасăр йĕрлеврен хăтăлма пултарнă.

Георгий Костоев контр-адмирал, çар историкĕ палăртнă тăрăх - Кубăна çавăн чухне 42 пин çар çыннине ăсатнă. Чи пĕлтерĕшли вара - Р-12 баллистика ракети валли 36 ядерлă боезаряд яни. Унсăр пуçне тактикăллă ядерлă хĕç-пăшал та илсе кайнă. Пĕтĕмпе Кубăна 164 ядерлă боезарядпа тивĕçтернĕ. Американецсем те авăн уйăхĕнчен пуçласа хăйсен çĕршывне вăрçа хатĕрлесе çитернĕ.

Этемлĕх шăпи «çип çинче» çакăнса тăнă. Уйрăмах юпа уйăхĕн 25-мĕшĕ хăрушă каç шутланнă. Тав Турра, пирĕн тата Америка çĕршывĕн ертÿçисем юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче лару-тăрăва йĕркене кĕртнĕ: США администрацийĕ Совет Союзĕ вĕсене Турцири базăсенче вырнаçнă ядерлă ракетăсене илсе тухма ыйтнипе килĕшнĕ. Пирĕннисем вара Кубăран хамăр ракетăсене илсе тухма пулнă. Çапла майпа ракета «кризисне» татса панă. Часах пирĕн шыв ай киммисем те тăван çĕршыва таврăннă.

Аякри походран килнĕ хыççăн моряксене 20 кунлăха Прибалтикăри Пярну хулине канма янă. Вĕсене пурне те «За дальний поход» паллăпа чысланă.

Хĕсметрен таврăнсан Григорий Лаврентьевич Шупашкарти РТИ заводра, каярахпа «Дорисс» пĕрлешÿре ĕçлерĕ. Ĕç ветеранĕ халĕ тĕп хулара Михаил ывăлĕн çемйипе пурăнать.

Александр МАКАРОВ.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.