Комментари хушас

19 Çу, 2016

Хăнара — Буратино тата Незнайка

Пĕрремĕш класс ачисем спорт залĕнче хаваслăн чупкалаççĕ кăна. Вĕсем патне хăнана юратнă юмахсенчи тĕп сăнарсем — Буратино тата Незнайка — килнĕ-çке! Эх, мĕн тери интереслĕ тупăшусем ирттереççĕ вĕсем! Ачасене вара çакă кăна кирлĕ.

Кĕçĕн классен эрнинче шкулта тĕрлĕрен мероприяти иртрĕ. Пĕчĕкскерсем мĕн тери пултаруллă пулнине кăтартнă май çитĕнĕвĕсемпе хăйсем те савăнчĕç. Юрласси, ÿкересси кăна мар, спортпа çыхăннă мероприятисем те хавхалану кÿреççĕ вĕсене. Тепĕр чухне пĕчĕкскерсем тата мĕн те пулин ирттерме сĕнни те пулать. Çакă вĕсене пултаруллă шухăшлама вĕрентет мар-и?

«Спорт тупăшăвне» те кĕçĕн классен эрнинех халалланă. Буратино /Галина Николаевна Захарова вĕрентекен/ тата Незнайка /Татьяна Ивановна Сильвестрова вĕрентекен/ ачасене тĕрлĕрен хăнăхтару тутарса вăй виçтерчĕç.

Пĕрремĕш класс ачисем халĕ ытти юмахсемпе паллашма та ĕлкĕрчĕç. Эппин, вĕсем патне часах «Çарăк» юмахри сăнарсем те килсе çитĕç-ха.

Лариса ПЕТРОВА.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.