Комментари хушас

15 Авăн, 2016

«Чунăмра пуш-пушă, çак пÿртри пекех...»

Шăмăршăри Хĕвеланăç урамĕнчи чи хĕрринчи çурт илемĕпе, капмарлăхĕпе илĕртет. Ăна ĕçчен алăллă, хитрелĕхе юратакан çынсем çĕкленине тавçăратăн. Анчах кермен — пуш-пушă. Унта никам та пурăнманнине ĕненес те килмест. Алексейпа Ольга Михайловсем çав çурта хăпартас, икĕ ывăлне юман пек тĕреклĕ ÿсмешкĕн пур хăтлăхпа та тивĕçтерес тесе тăрăшнă-çке. Анчах вĕсен ĕмĕтне хăрушă авари татнă, çав инкекре упăшкипе арăмĕ, вĕсен 3-ри тĕпренчĕкĕ Савелий тата Алексейăн амăшĕ Нина Алексеевна вилнĕ. Аслă ывăлĕ 7-ри Артем, хытă аманнăскер, çăлăнса юлайнă.

Хăнаран таврăннă чухне

“Асфальт çулпа утнă чухне правилăна пăсмастăп тесе тимлĕхе çухатмалла мар. Шанма çук, çул-йĕрте такам тĕлне те пулатăн. Руль умне ÿсĕрле ларакан сахал-им?” — усала сиссе-ши — Ольга Михайлова çывăх çыннисене çапла пĕрре мар асăрхаттарнă. Унăн сăмахĕсем чăна килессе, ÿсĕр водитель айăпĕпе çемйипех пĕтессе никам та чухлама пултарайман.

Пĕлтĕрхи çурлан 2-мĕшĕнче Михайловсем Ольăн аппăшĕн Татьянăн ачине ят хунине паллă тума кайнă. Хăнаран каçкÿлĕм таврăннă вĕсем, уçă сывлăшпа киленсе шăкăл-шăкăл калаçса пынă, ашшĕ кĕçĕн ывăлне алă çинче йăтнă. Киле çитесси нумаях та юлман... 19 сехет те 40 минутра, “Шăмăршă — Суйкăн — Алтышево” çул çинче асфальт хĕррипе утаканскерсем çине “Форд Фокус” пысăк хăвăртлăхпа пырса кĕнĕ. Унăн хуçи, Асанкассинче пурăнакан 29-ти Валентин Кузьмин, Шăмăрша кĕнĕ чухне грузовикрен иртсе каяс тесе çулăн сылтăм хĕррине сиксе тухнă, харăсах 5 çынна таптаса кайнă. Экспертиза каярахпа çирĕплетнĕ тăрăх, водитель ÿсĕр пулнă, унăн юнĕнче 1,98 промилле алкоголь тупса палăртнă.

Пĕр кунра пĕр килтен — виçĕ виле

“Хăрушă хыпара мана Лешăн юлташĕ шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Анне, пичче тата Савели тÿрех вилнĕ. Ольăпа Артема больницăна илсе кайрĕç. Суранĕсем пурин те пĕрешкелех йывăрччĕ”, — хăрушă куна аса илчĕ Алексейăн пиччĕшĕ Александр Николаевич. Инкек вырăнне тухтăрсем çитиччен аманнисене иртен-çÿрен автомобильсен водителĕсем пулăшнă.

Пĕлтĕрччен çурла уйăхĕ Михайловсен çемйишĕн уявсемпе палăрса тăнă: 1-мĕшĕнче Леша çуралнă, виличчен пĕр кун маларах вăл 38 çул тултарнă. Çурлан 4-мĕшĕ — Ольăпа Алексей пĕрлешнĕ кун. Халĕ акă çак уйăх вĕсен тăванĕсемшĕн хурланупа асра юлчĕ. Пĕр кунра 3 тупăк килтен тухнă: Нина Алексеевнăна, Алексее тата Савелие çурлан 4-мĕшĕнче пытарнă. Тăванла вилтăпри туса виççĕшне те пĕр шăтăка антарнă. Ун чухне 34-ри Оля реанимацире выртнă, вăл тăна кĕреймен. Унăн суранĕсем ытла та йывăр пулнă: пуç мими аманнă, сула çурăлнă, шăм-шакĕ хуçăлнă... Чĕри çирĕппипе кăна пурнăçĕ тытăнкаласа тăнă. “Çавăн чухне пĕтĕм Шăмăршă халăхĕ кĕлĕ вуларĕ, амăшĕпе ывăлĕ вилĕме парăнтарасса шанчĕ”, — хушса хучĕ пирĕн калаçăва илтнĕ май Александр Михайловăн ĕçтешĕ. Анчах çурлан 5-мĕшĕнче Ольăн та чĕри тапма чарăннă. Малтанхи кун кăна юратнă та хаклă 3 çынна тăпрапа хупланă, каллех тепĕр виле пытармалла... Мĕн тери йывăр килнĕ ун чухне Михайловсен тăванĕсене. Кун пирки калама та, аса илме те çăмăл мар вĕсене. Артем вара? 6 çул каялла ят хунăскере пирĕштийĕ вăйлă сыхланă ахăртнех. Вăл чĕрĕ юлни тĕлĕнтермĕшпе танах. Артем кĕске вăхăтра хулпуççи çинче 3 операци тÿссе ирттернĕ, унпа психолог нумай ĕçленĕ, мĕншĕн тесен йăлтах унăн куçĕ умĕнче пулса иртнĕ, хăрушă аварие астăвать вăл. Халĕ арçын ачана Александр Николаевич опекăна илнĕ. “Артем хăйне лайăхах туять. Çак синкере ача психики епле чăтрĕ-ши?” — терĕ Александр Михайлов.

8 сивĕ сăмах та каламан

Тăванĕсем каланă тăрăх, Ольăпа Алексей 8 çул пĕрле пурăнса пĕр-пĕрне 8 сивĕ сăмах та каласа курман. “Упăшкапа вăрçăнма пулать-и вара? Çынсем мĕншĕн харкашаççĕ-ши?” — çапла ыйтнă Оля тусĕсенчен, пĕртăванĕсенчен. Ĕçченлĕхĕпе, ырă кăмăллăхĕпе вĕсем ял-йыша тĕлĕнтернĕ. Кил хуçи, предприниматель, Шăмăршăра парикмахерски уçнă. Çемье ăшшин управçи банкра операторта тăрăшнă. “Нимелле çурт хăпартрĕç вĕсем. Тăватă çул каялла çеç унта пурăнма кĕчĕç, çĕнĕ пÿрт ĕçкине тус-тăвана пухрĕç. Строительство енĕпе нумай ĕçе Леша хăех пурнăçларĕ, çынна тытман. Мĕн пĕрлешнĕренпех вĕсем кил-çурт, хуралтăсем çĕклес тесе ырми-канми тăрăшрĕç. Йăлтах туса çитернĕччĕ, кермен пек çуртĕнче савăнса пурăнмаллаччĕ кăна...” — каласа кăтартрĕ Александр Михайлов. Вăл мăшăрĕпе Иринăпа шăллĕн кил-çуртне пăхса тăрать. Саша унта эрнере 2-3 хутчен те кĕрсе тухать. “Чунăмра та, çак пÿртри пекех, пушăлăх туятăп. Нихăçан та тÿрленеймĕ ку суран. Çывăх çыннăмсем вилнĕренпе çулталăк çитнине кунта асăнтăмăр. Ирина Ольăн чечекĕсене пăхса тăрать, вĕсене кил умне татах та лартрĕ. Пахчине вара нумай çул ÿсекен курăк акрăмăр”, — чун ыратăвĕпе пайланчĕ Саша.

“Эпир çемьере тăваттăн, виçĕ хĕрпе пĕр ывăл, ÿснĕ. Оля — виççĕмĕшĕччĕ. Мĕн тери пысăк çухату ку, йăмăкăм çав тери çитмест пире. Вĕсен кил-çуртне кĕрсе тухма йывăр. Çывăхах пурăнмастăп та кашни кунах çав пÿрте курса чунăма пăлхатмастăп. Анчах аса илсен куççуле тытса чарма çук... Мĕн тери хавхаланса ăшă йăва çавăрни халĕ те куç умĕнчех. “Çамрăк çемье” патшалăх программипе, амăшĕн капиталĕпе усă курчĕç. “Тăрăшнине кура Турри хăй пулăшать пире”, — тетчĕ Оля. Мал ĕмĕтлĕччĕ вĕсем, виççĕмĕш пепке, хĕрача, çуратасшăнччĕ. Тăхлачă çав тери ăшпиллĕччĕ, Ольăна хĕрĕ вырăнне йышăнчĕ. Пус çумне пус хушма вĕрентетчĕ ачисене. Хитрелĕхе, тасалăха юрататчĕ Нина Алексеевна. Хăна килсен илемлĕ савăт-сапара сĕтел тулли çимĕç кăларса лартатчĕ. “Пурăннă чухне усă курмалла вĕсемпе, мĕн шеллемелли пур?” — тетчĕ. Мĕн тери тараватчĕ вăл...” — аса илчĕ Татьяна Матвеева.

Машинăсенчен хăранă

Алексей машинăпа çÿреме юратман, çуран утма ытларах кăмăлланă, руль умне ларма хăранă. Çавăнпа арăмне чаплă машина туянса панă. Шăмăршăра кирек камран ыйтсан та Михайловсем пирки ырă сăмах çеç илтеетĕн. Вилнисем çинчен япăххине калама юраманнишăн мар, кĕске кун-çулĕнче ыррипе кăна палăрма ĕлкĕрнĕшĕн, ял-йышпа йĕркеллĕ хутшăннăшăн... Кăмăлне кура вĕсем патне çынсем те туртăннă, юлташĕсемпе тăванĕсем килсех çÿренĕ.

1989 çулта упăшкине пытарнă Нина Михайловăна укçа-тенке перекетлĕ тытма пурнăç вĕрентнĕ. Хăйĕн ĕмĕрĕнче вăл 4 çурт лартнă, икĕ ывăлне ура çине тăма пулăшнă. Ватлăхра кĕçĕн ачин çемйипе киленсе пурăнма тĕв тытнă, çавăнпах хăйĕн кил-çуртне сутса вĕсем патне куçнă, мăнукĕсене пăхма пулăшнă. Ывăлĕ пăрчăкан пек ĕçчен, хÿхĕм арăм тупнăшăн вăл виçесĕр савăннă.

Пурнăçра мĕншĕн тĕрĕсмарлăх нумай? Ытларах лайăх çынсем пурнăçран уйрăлаççĕ. Леш тĕнчере те ырă чунлисем кирлĕ пулĕ çав. Анчах чĕррисен çакнашкал пысăк çухату хыççăн мĕнле пурăнмалла-ха? Çак ыйтăва Артемăн социаллă сетьри страницинче çырнă сăмахсемпе хуравлас килет: “Ку тĕлĕк те, такамăн хаяр шÿчĕ те мар. Çакна 40-мĕш кунхине, вилтăпри çинче тăнă чухне, ăнланатăн: малашне çывăх çынсем юнашар пулмĕç, вĕсемсĕр пурăнма тивет — нимĕн уççи-хуппи те курăнманни çакă вăл. Эсĕ нимĕн те тăваймастăн, йăлтах çÿлте татса панă. Ĕç çукки, савни пăрахни, тăхăнма çи-пуç тупăнманни, çанталăк япăххи, укçа çитменни мар, акă мĕн вăл тĕлли-паллисĕрлĕх. Пурăннă чухне кăна пур ыйтăва та татса пама пулать”.

Канвуй айăпланакана хытă сыхланă

Ку аваришĕн айăпланнă Валентин Кузьмин çав кун Сывлăш десант çарăн кунне паллă тунă, вăл десантник пулнă тесе сас-хура сарăлнăччĕ. Анчах следстви органĕсем ку информацие хирĕçлеççĕ, Кузьмин РФ хĕç-пăшаллă çарĕсенче тăман та иккен. Тăватă çынна пурнăçран уйăрнă 29-ти арçын 2007 çулта суд тенкелĕ çине ларнă, машинăпа çынна таптаса вĕлернĕшĕн тĕрмере ларса тухнă. Вăл пĕлтĕр тунă преступленишĕн саккунпа килĕшÿллĕн 9 çуллăха ирĕксĕр хăварма пултараççĕ — ку чи пысăк срок. Суд Кузьмина çирĕп режимлă колоние 8 çуллăха хупма йышăннă. Тăватă çын пурнăçне татнăшăн — 8 çуллăха кăна! Тĕлĕнмелле! Интернетри форумсенче ку инкеке тишкерсе темĕн те çырчĕç: преступнике ĕмĕрлĕхе тĕрмене лартма сĕнекенсем, саккуна улăштарса персе вĕлерме ыйтакансем те пур.

Михайловсен ĕçĕпе суд пилĕк уйăха яхăн тăсăлнă. Валентин Кузьмин хăй ÿсĕр пулманнине, унăн ваккачĕ çула хунарсем çутатманнине пула водитель çуран утакансене асăрхаманнине ĕнентерме тăрăшнă. Ун чухне вара урамра тĕттĕмленме ĕлкĕреймен-ха, çулĕ такăр та типĕ пулнă. Приговор вуланă кун судра хăрушсăрлăх тĕлĕшпе нихçанхинчен те çирĕп мера йышăннă, айăпланакана канвуйсем питĕ çирĕп сыхланă, мĕншĕн тесен ăна курайман çынсем вĕлерме пултарнă. Кузьмин Михайловсен тăванĕсенчен каçару ыйтнă пулин те ку вĕсене нимĕн чухлĕ те çăмăллăх кÿмен. Çутă малашлăха шанса çурт лартнă, хуралтăсем çавăрнă Алексей Николаевича, унăн мăшăрне Ольга Петровнăна, амăшне Нина Алексеевнăна, пĕчĕк ывăлне Савелие никам та, никам та чĕртсе тăратаймĕ. “Хăть те кама, анчах вилĕм çавин пурнăçа юратнă, çут тĕнчене ырă кÿнĕ Михайловсене пырса тивмелле марччĕ”, — теççĕ çынсем.

Юлашкинчен калани. Ку истори сĕмсĕрлĕх, руль умне ÿсĕрле ларни мĕнле инкек патне илсе çитерни, çăмăлттайлăх пĕтĕм çемьене тĕп туса тăванĕсен, чĕрĕ юлнă ачан психикине ĕмĕрлĕхе амантни çинчен. Кунашкал инкеке никамăн та, нихăçан та курмалла ан пултăрччĕ.

 Алина ИЗМАН.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.