Комментари хушас

20 Кăрлач, 2017

Слакпуç паттăрĕн йăхĕ

Чăваш тĕнчинчи чи паллă ялсенчен пĕринчен — Слакпуçран — тухнă Павловсен йăхĕ çуралнă кĕтесрен аякра, Мускав облаçĕнчи Чехов хулинче, тарăн тымар янă. Чăваш поэзийĕн икĕ çăлтăрĕ Константин Ивановпа Ухсай Яккăвĕ çуралнă ялăн историне вĕсен ашшĕ, Николай Спиридонович Павлов, Совет Союзĕн Геройĕн ятне 21 çулта тивĕçнĕскер, хăйĕн паттăрлăхĕпе кĕрсе юлнă.

Вăрçă паттăрĕпе Слакпуçсем тивĕçлипе мухтанаççĕ. Пелепей хулинче "Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем" асăну комплексĕнче палăкĕ те пур. Николай Павлов вĕреннĕ, вăрçă хыççăн ĕçленĕ шкулта Асăну хăми уçнă, кунтах ăна халалланă кĕтес пур. Ачисемпе мăнукĕсем ытарайми Слакпуçа çулсерен çитме тăрăшаççĕ, хăйсем хăш йăхран тухнине яланах асра тытаççĕ. Пĕртăвансем Чехов хулинче те яланах пĕрле.

Асаилÿ çăмхи, паллах, ашшĕпе амăшĕнчен пуçланчĕ. Пысăк çемьере çуралса ÿснĕ пулас паттăр. Вăрçăччен Пишпÿлекре 8 класс пĕтернĕ, ялти библиотекăра ĕçленĕ. 1941 çулхи раштав уйăхĕнче фронта тухса кайнă. Тÿрех хаяр çапăçăва кĕнĕ. Кивĕ Русса патĕнче аманнă, госпитальте сипленнĕ хыççăн полк шкулне оруди командирне вĕренме янă. Тăван полка таврăнсан оруди расчечĕн командирĕ пулма шаннă. Николай Павлов расчечĕ нумай-нумай пехота валли çул уçса пынă. Орел-Курск пĕккинчи çапăçура каччă "Паттăрлăхшăн" медале тивĕçнĕ.

Слакпуç йĕкĕчĕн пĕр çапăçу историйĕ тĕлĕнмелле кăсăк. Беларуçри Дубраво çывăхĕнче 1943 çулхи раштавăн 21-мĕшĕнче хăрушă çапăçу иртнĕ. Тăшман танкĕсем пĕрин хыççăн тепри малалла ыткăннă... 37 танк. Артиллеристсем тăшманпа хăюллăн çапăçнă вăхăтра пĕр снаряд Туроев наводчика /чăваш каччипе узбек ачи фронтра çирĕп туслашнă/ вилмеллех амантнă, ун вырăнне Павлов командир хăй тăнă... Çак вырăнта совет салтакĕсем тăшманăн 34 танкне аркатнă. Хăрушă çапăçура Николай та йывăр аманнă, тăнне çухатнă. Тăшман тылне лекнине тăна кĕрсен тин /ăна вилнĕ тесе шутланă/ тавçăрса илнĕ. Юнашар — арканнă оруди, куçне ĕмĕрлĕхех хупнă юлташĕсем. 8 кунран /!/ хамăрăннисем патне çитнĕ Слакпуç каччи. Çак çапăçура 1800 салтакран 62-шĕ çеç чĕрĕ юлнă...

1944 çулхи пуш уйăхĕн 29-мĕ­шĕнче Николай Павлова Герой ятне панă. Вăрçă çулĕ ăçта кăна илсе çитермен пулĕ. 50 ытла хулана ирĕке кăларассишĕн пынă çапăçусене хутшăннă вăл. Тăван Слакпуçа 1946 çулта тин 16 орден-медальпе таврăннă.

Вăрçă хыççăн Николай Слакпуçа ĕçлеме пынă чăваш хĕрĕпе Ленăпа çемье çавăрнă. Ăна К.В.Иванов музейĕн директорĕ пулма шаннă. Сăмах май, çамрăк чухне вĕсем ялти сцена çинче Нарспипе Сетнер ролĕсене вылянă, ашшĕпе амăшĕ каласа панине ачисем халĕ те астăваççĕ. Ял канашĕн председателĕнче, вăрманçăра, учительте ĕçленĕ Николай Павлов, мăшăрĕ Елена Григорьевна — ялти медпунктра. Çемьере 6 ача çитĕннĕ. Аслисем — Светлана, Алевтина, Людмила — тĕрлĕ професси суйланă.

— Атте питĕ сăпайлăччĕ. Эпĕ 8 класс хыççăн Пелепейри педучилищĕне вĕренме кĕтĕм. Пĕрре ăна тĕлпулăва чĕннĕччĕ. Эпĕ вăтаннипе аттене: "Ан каласа пар, тен, тĕлпулăва та кĕместĕн?" — терĕм. Ача-пăча мар-и? Атте вăрçă çинчен каласа панисене, шел те, сахал астăватăп. Вăл нумай калаçмастчĕ, — асаилÿ çăмхине сÿтрĕ аслă хĕрĕ Светлана.

Павловсен пурнăç çулне ашшĕн вăрçăри паттăрлăхĕ çарпа çыхăнтарма пилленĕ-ши? Светлана Вениамин Романовпа — çамрăк лейтенантпа — çемье çавăрнă. Байконурта нумай çул службăра тăнă хыççăн Мускав облаçĕнче тымар янă. Вĕсен пĕртен-пĕр ывăлĕ Сергей — çар прокурорĕ, саппасри подполковник.

Иккĕмĕш хĕрĕ — Алевтина — медицина ĕçне суйланă. Мăшăрĕ Анатолий Растрыгин çар çынни пулнă. Вĕсен аслă хĕрĕ Алена та çарта тăнă.

Павловсен çемье историне, ашшĕн еткерлĕхне /кашни сăнÿкерчĕке, хаçат-журналта пичетленнисене/ упраканни — Людмила. Вăл тăван Слакпуçра нумай çул пурăннă. Йошкар-Олари педагогика институтĕнчен вĕренсе тухнă хыççăн Пелепей тăрăхне таврăннă, Çĕнĕ Çеменкке ялĕнче ĕçленĕ. Слакпуç каччипе Петр Федотовпа çемье çавăрсан тăван ялĕнчи шкулта ĕçленĕ, ашшĕ-амăшĕпе юнашар, çăлкуçсем çывăхĕнче çурт лартнă. Людмила Николаевна кĕçĕн классене вĕрентнĕ, анчах 1993 çулта çурчĕ çунса кайсан тăванĕсем патне Мускав облаçне куçса кайма тивнĕ. Вăл вăхăтра Чехов хулинче икĕ аппăшĕпе икĕ шăллĕ пурăннă. Людмила Николаевнăн 3 ывăлĕ те çар училищинче вĕреннĕ.

Çемьере виçĕ хĕр хыççăн ывăл çуралсан ашшĕн савăнăçĕ мĕн тери пысăк пулнине тавçăрса илме йывăр мар. Ачаран спортпа туслă Анатолий /Слакпуç сăрчĕсенчен йĕлтĕрпе мĕн чухлĕ ярăнман-ши?/ çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ. Вăрçă паттăрĕн ывăлĕ мĕнле професси суйлатăр? Офицер биографийĕ Горький /халĕ Чулхула/ хулинче пуçланнă, унтан — Германи. Ленинградри çар академийĕнчен вĕренсе тухсан Мускав облаçĕнчи çар чаçĕнче службăра тăнă, 1988 çултанпа — Чехов хулинче.

Павловсен кĕçĕн ывăлĕ Юрий те пурнăçне çарпа çыхăнтарнă. Вăл пиччĕшĕ Анатолий службăра тăнă Чулхулари зенитпа ракета аслă çар училищине пĕтернĕ. Нумай çул çарта тăнăскер, шел те, йывăр чире пула çĕре кĕнĕ. Юрий мăшăрĕ Роза та — Слакпуç хĕрĕ. Павловсен çемйинчи Вальăн /вăл пиллĕкмĕш ача/ пурнăçĕ çамрăклах татăлнă, 26 çулта хăрушă аварие пула çĕре кĕнĕ. Унăн пĕртен-пĕр хĕрĕ Украинăри Нежин хулинче пурăнать. Пĕртăвансем унпа çыхăну тытаççĕ.

Паян Чеховра Павловсен 60 ытла тăхăмĕ пурăнать. Слакпуç паттăрĕн ачисемпе мăнукĕсем кукашшĕпе тивĕçлипе мухтанаççĕ. Пĕртăвансем тăван тăрăха çулсерен ушкăнпа çула тухассине ырă йăлана кĕртнĕ. Хама кăсăклантаракан ыйтăва памасăр тÿсеймерĕм: "Слакпуçшăн тунсăхлатăр-и?

— Питĕ-питĕ тунсăхлатпăр, тăван ял яланах асра. Аттепе Ухсай тĕл пулсан нумайччен калаçса ларатчĕç. Пурнăçри нумай ырă самант тăван ялпа çыхăннă. Хам ĕçленĕ шкулпа, Пелепейри таврапĕлÿ музейĕпе çыхăну тытатăп, — каласа кăтартрĕ Людмила Николаевна.

Пĕртăвансем пĕрле пуçтарăнсан чăвашла юрлама юратаççĕ. Амă­шĕн­ни пек уçă саслă Светланăпа Людмила, Анатолий кĕрекере чăвашла юрланине ыттисем кăмăлтан итлеççĕ. Пĕр ырă ĕмĕт-тĕллев пур Павловсен: çитес вăхăтра ашшĕн паттăрлăхĕ, амăшĕн ĕçченлĕхĕ çинчен кĕнеке кăларасшăн.

Альбина СТЕПАНОВА.

Мускав хули

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.