Комментари хушас

22 Нарăс, 2017

Нумай вулăн - нумай пĕлĕн

Тăваттăмĕш класс вĕренекенĕсем алран кĕнеке вĕçертменнине епле пăхса савăнмăн! Вĕсем ялан вулаççĕ, çĕнĕ произведенисемпе юлташĕсене паллаштараççĕ.

Çак кунсенче класа ялти вулавăш заведующийĕ Светлана Вонифатьевна Александрова çĕнĕ кĕнекесен ярăмне илсе килчĕ. Ачасем Н.Ишентейĕн «Татăк тăрăллă ватă юман», М.Каçалсен «Чăваш йăмри», В.Кервенĕн «Асамлă алăксем» кĕнекисене кăмăлтан алла илчĕç. Чăнах та, вĕсем питех те илемлĕ, ӳкерчĕксенчен пуян. Пурнăçри чăрмавсене çирĕп кăмăлпа çеç çĕнтерме пулать. Çынна ырă туни хăвнах ырăпа таврăнать. Йывăрлăхран тухма майсем яланах пур, ырри усала çĕнтерет.

Светлана Вонифатьевна ачасене тĕрлĕ мероприятипе савăнтарма тăрăшать. Çавăнпа та ĕнтĕ ăна вĕренекенсем питĕ юратаççĕ. Çынсем кĕнекесĕр пурăнаймаççĕ. Унпа яланах туслă пулмалла.

Хамăн ачалăха аса илетĕп те тĕлĕнетĕп. Библиотекăна ушкăнпа çӳреттĕмĕр. Чăн-чăн уява кайнă пек утаттăмăр вулавăша. Кашни аллине ултшар-çичшер кĕнеке йăтса тухатчĕ. Интересленсе вулаттăмăр, пĕр-пĕрне каласа кăтартаттăмăр. Манăн, сăмахран, хамăн кăна библиотекăри мĕнпур кĕнекене вуласа тухас ĕмĕт пурччĕ.

Паян мана çеç мар, нумайăшне канăç-сăрлантаракан пĕр пулăм пур. Интернет ĕмĕрĕнче ачасем кĕнекепе туслашасшăн мар. Эпир шкулта вулама вĕрентес, çак туйăм вăйланса пытăр тесе нумай тăрăшатпăр. Анчах эпир калани çеç çителĕксĕр пекрех туйăнать. Килте ашшĕ-амăшĕн хăйсен ку енĕпе ырă тĕслĕх пулмалла. Компьютер е телевизор умĕнче çеç ларсан чĕлхе пуянлăхĕ ӳсмест. Çыру ĕçĕсенче вара кĕнеке нумай вулани кăна пулăшать. Апла пулсан, туссем, «Кĕнеке — пĕлӳ çăлкуçĕ» текен ваттисен сăмахне яланах асра тытасчĕ.

Екатерина ГРИГОРЬЕВА,

кĕçĕн классен вĕрентекенĕ.

Шупашкар районĕ,

Ишек шкулĕ.

СĂНӲКЕРЧĔКРЕ: библиотекарĕн кашни сăмахĕ нимрен те пуян та паха.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.