Комментари хушас

27 Пуш, 2017

Чăваш Енри наци гвардийĕ паян професси уявне паллă тунă

Паян Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче РФ Наци гвардийĕн çарĕсен кунĕ ячĕпе савăнăçлă уяв иртнĕ. Мероприяти хăйсен служба тивĕçне Çурçĕр Кавказра пурнăçласа пуç хунисене асра тытса пĕр минут шăп тăнинчен пуçланнă.

Аса илтерер, Наци гвардине пĕлтĕрхи ака уйăхĕнче йĕркелесе янă. Унăн тивĕçĕ анлă: полиципе пĕрле обществăри йĕркелĕхе тытса тăма хутшăнаççĕ, терроризмпа тата экстремизмпа кĕрешеççĕ, патшалăхăн пĕлтерĕшлĕ объекчĕсене сыхлаççĕ. Тытăмăн тивĕçĕ пирки пĕлтĕрхи раштав уйăхĕнче Чăваш Енре пресс-конференци ирттерсех каласа кăтартнăччĕ.

Шупашкарта паян иртнĕ уява хутшăннă республика Правительствин Пуçлăхĕ Иван Моторин та, Чăваш Ен парламенчĕн спикерĕ Валерий Филимонов та наци гвардийĕн тăрăшăвне пысăка хурса хакланă, кĕске вăхăтрах çирĕп тытăм пулса тăнине палăртнă.

Уява пухăннисене Росгвардин Атăлçи округĕнчи командующийĕ Александр Порядин та саламланă. Унăн ăшă сăмахне наци гвардийĕн республикăри пайĕн ертÿçи Алексей Ежеев вуласа панă.

www.hypar.ru