Комментари хушас

30 пуш, 2017

«Мана ирĕкре урă кураймастăн»

Тĕрме çемьесене аркатать. Статистикăна илер: юсанмалли колонисене тĕлпулăва 20 арçынран пĕрин патне мăшăрĕ çÿрет пулсан хĕрарăм патне… 60-тан пĕрин патне çеç. Арçынсен зонинче тĕлпулу пÿлĕмĕсемшĕн черет пулсан хĕрарăмсен пушши нумай. Мăшăрсем уйрăлаççĕ, ачисем ашшĕне е амăшне манаççĕ. Пилĕк çулта, сăмахран, çын хăйĕн йăх-тымарне çухатма пултарать, хитре мар ĕç-пуç — тĕрмере пулни — çав тери япăхпа вĕçленет. Уйрăлнă çĕр-çĕр çемье, арканнă çĕр-çĕр шăпа, урама кăларса пăрахнă çĕр-çĕр çын…

Упăшкисене «çисе» яраççĕ

Паллă ĕнтĕ: тĕрме пурнăçĕ çăмăл мар. Кăна пурте пĕлеççĕ. «Ун çинчен калама кăна ансат, тÿссе ирттересси — чăн-чăн асап» тенине чылайăшĕ илтнĕ. Мĕскĕнлĕх, пăхăнни, мĕн хушнине йăлтах пурнăçлама тивни… Çулсене те, чирсене те пăхмаççĕ кунта. Кирлĕ пулсан 80-90 çултисене те хупаççĕ. Лекрĕн — эсĕ никам та мар. Хăшĕ-пĕри, çамрăк хĕрарăмсем, пĕчĕк ачана кашни утăмра амăшĕ кирлине ăнланманскерсем, судра, тĕрмере çăмăллăх шыраса ача çуратма шухăшлаççĕ. Çук, нимĕнле хĕрхенÿ те лекмест вĕсене. Вĕсем ытти ристан пекех: пур енчен те хытă ыйтаççĕ. Ача çуратсанах, пĕр вăхăт пĕчĕк пепкипе пулаççĕ те, ĕçлеме, производство планне тултарма кÿлĕнеççĕ. Раççейри кашни зонăрах мĕн те пулин хатĕрлесе кăлараççĕ, ача çумĕнче сана никам та тытмасть. Тĕрме саккунĕсем питĕ хытă. Айăпа кĕтĕн пулсан — арçын-и, хĕрарăм-и эсĕ — сана никам та шеллемест. Хĕрарăмсем валли, пĕтĕмĕшле режимсăр пуçне, пĕр çăмăллăх та çук. Малалла вулас...

rusrep.ru сайтри сăнÿкерчĕк

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.