Комментари хушас

5 Çу, 2017

«Теттере» - хăнара

Çамрăк вулакансем  «Хыпар» Издательство çурчĕн «Тетте» журналĕн пурнăçӗпе кăсăклансах тăраççӗ. Ĕнер, çу уйăхĕн 4-мĕшĕнче, Шупашкарти 78-мӗш ача сачӗн хатӗрленӳ ушкăнӗ редакцире экскурсире пулса курнă.

Ача-пăча кăларăмĕсен редакторĕ Алина Изман ачасене хаçатпа тӗплӗн паллаштарнă. Шăпăрлансене йăлтах интереслӗ пулнă: журнала мӗнле хатӗрлени те, унти материалсене ăçтан тупни те, пуçватмăшсене мӗнле вырнаçтарни те. Кăçал шкула кайма хатӗрленекенскерсем хăйсем те пушă алăпа килмен, çитес вăхăтра номерте курма шанса илемлӗ ӳкерчӗксем парса хăварнă. Ӳкерме кăна мар, юрлама та ăста иккен вӗсем: Çӗнтерӳ кунне халалланă юрра питӗ пултаруллă шăрантарнă.
Ачасене тӗлпулу питӗ килӗшнӗ. Вӗсем журналпа çирӗпрех çыхăну йӗркелеме сăмах панă.

www.hypar.ru