Комментари хушас

18 Çу, 2017

Выльăх пăхассишĕн конкурса хутшăнма хатĕр

Таня 6 çулта шкула кайнă. Çулталăк та виçĕ уйăх аслăрах аппăшĕнчен юлас темен вăл. «Мана Аннапа пĕрле шкула ямасан хытă-хытă макăратăп», — тенĕ диван çинче йăваланса йĕрсе. Ăсĕ-тăнĕпе, кĕлеткипе лайăх аталаннине кура ăна шкула илнĕ. Çапла вара Аньăпа Таня Матросовсем пĕр класа лекнĕ. Аппăшĕпе йăмăкĕ пĕр-пĕринпе ăмăртса тенĕ пек вĕренеççĕ. Кĕçех вĕсем 8-мĕш класс пĕтереççĕ. Кĕçĕнни аслинчен çÿллĕшĕпе те, вĕренÿре те хăваласа иртсе кайнă.

Кĕтÿ пăхасси — чи кăсăкли

Комсомольски районĕнчи Тукайри Матросовсен 5 ача: 3-шĕ шкула каяççĕ, 2-шĕ садике. Кăçалтан вара Коля та пĕлÿ çуртне сукмак такăрлатĕ. 4 ачана харăсах шкула яма пĕртте çăмăл мар. Тетрадь, ручка туянсах укçа сахал мар тăкакланать. «Шкул хатĕрĕ, çи-пуç илсе мĕн чухлĕ нухрат пĕтернине ятарласах шутламан. Пĕрре пасара кайсан 100 пин тенкĕ те çитмест пулĕ. Пĕрне валли илнĕ чухне теприне уйăрса хăварман эпир. Садик та шкул пекех, унта кайма тумтирĕ те, ытти хатĕр-хĕтĕрĕ те кирлĕ», — пĕлтерчĕ нумай ачаллă амăшĕ Алина Ильинична.

Матросовсен ачисем питĕ ÿрĕк. Килте выльăх нумай усранăран пурин валли те ĕç çителĕклĕ. Малалла вулас..

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.