Комментари хушас

22 Çу, 2017

Йывăрлăхсене парăнтарма ача садĕнчех хăнăхтараççĕ

Юмах тĕнчи асамлă. Таçта та çитме, темĕн те курма пулать унта. Ывăл-хĕрĕн тавра курăмне пуянлатма, шухăшлавне аталантарма хăнăхтарать юмах. Шăпăрлансене çунат хушма вĕрентĕвĕн хăш-пĕр майĕ те пулăшать-ха. «Эсĕ тĕрĕс мар», «пустуй калаçатăн» вырăнне ывăл-хĕр хавхаланса пурнăçри асам çинчен тăрăшса ăнлантарнине «маттур» тесе хакламаллине Çĕнĕ Шупашкарти «Чебурашка» ача садĕнче тăрăшакансем аван пĕлеççĕ. Ĕçĕнче хăйне евĕр технологисемпе усă кураканскерсем хăть кама та кăсăклантарĕç.

 2010 çултанпа спутник-хулари 17-мĕш ача сачĕ Çĕнĕ Шупашкарти «Шкул çулĕчченхи ачасен аталануллă вĕрентĕвĕ» инноваци лапамĕ шутланать. ТРИЗ технологийĕсене /шăхăшласа кăлармалли задачăсене аталантарас теори/ пурнăçа кĕртес енĕпе пилот площадки те кунтах йĕрке-леннĕ. Ку теори хăть те хăш лару-тăруран та тухмалли майсем тупма пулăшать тесе палăртаççĕ ача садĕнче тăрăшакансем. Вăл ачана пĕчĕкрен уйрăм шухăшлав йĕркелеме пулăшать имĕш.

— Шăпах çакăн пек ачасем кирлĕ те çĕршыва. Хăйне евĕррисем çеç изобретатель те, ăсчах та пулаççĕ, ăнăçлă ĕçлеççĕ. ТРИЗ технологийĕсен тепĕр пахалăхĕ — калаçăва аталантарать, — палăртать аслă воспитатель Людмила Шеверталова.

Асăннă технологин ĕçлемелли майĕ нумай. Вĕсенчен пĕри — Лулли çавракисем. Вĕсене темиçе пая уйăрнă çавракаран пухаççĕ, кашни сектăра расна ÿкерчĕк вырнаçтараççĕ. Сăмахран, сăпат, вырăн, япала... Спортпа, чĕр чунсемпе, улма-çырлапа тата ытти тĕрлĕ темăпа çыхăннă çавракасем ăсталанаççĕ çапла. Пайсене тĕрлĕ еннелле çавăрттарса палăртнă вырăнти картинăсенчен пĕр шухăш аталантараççĕ.

— Тĕрлĕ юмах сăнарне пĕрлештерсе çĕннисене мĕн тĕрлине кăна шухăшласа кăлармаççĕ ачасем. Хайлавсене пĕчченшерĕн те, иккĕн те, пĕри пуçласа тепри тăсмалли вăйă урлă та ăслатпăр, — каласа кăтартать «Хамăрах юмах хайлатпăр» проект пуçаруçи Татьяна Шавикова воспитатель.

Ку, паллах, чи ансат задача. Ĕçе йывăрлатнă май тĕлме-тĕл лекнĕ ÿкерчĕксене пăхса пĕр-пĕр инкек шухăшласа тупма та ыйтаççĕ педагогсем. Унтан вĕсене парăнтармалли, ыйтусене татса памалли çул-йĕре те хăйсенех палăртма сĕнеççĕ. Сăмахран, çичĕ тĕслĕ асамлă чечек çинчен калакан юмахри Женьăн пике-шапана çурçĕр полюсĕнче ылтăн муклашки тупма епле пулăшмалла-ха? Е тата ишесси хĕллехи спорт пултăр тесен конькипе усă курса мĕн тумалла? Аслисемшĕн ансат мар пек те... Ачасем хайлаççĕ-мĕн. Темиçе тĕслĕхрен ачасем хăшĕ чи ăнăçлине хăйсемех суйлаççĕ. Çапла шăпăрлансем тарăн шухăшлама, кирлĕ йышăну тума хăнăхаççĕ.

— Мĕншĕн апла тăватпăр-ха? Пурнăçра темле йывăрлăх та пулать. Вĕсене татса пама пĕлмелле. Темиçе çул пур чухне çеç пĕри — чи ăнăçли — тупăнать. Тĕрлĕ тĕслĕх «çуратма» шăпах ТРИЗ технологи пулăшать те. Унăн йăнăш хурав çук, анчах мĕншĕн çапла иккенне çеç ăнлантарса пама пĕлмелле. Сăмахран, тинĕс кашкăрĕ пулаять-и? Паллах. Урисем мĕнле пулĕç унăн? Ăçта пурăнĕ? Мĕн çийĕ? Ачасен фантази пулмалла. Тĕрĕсрех — ăслама ирĕк памалла. Ача кун пек чухне хавхаланса вĕçме тытăнать. Ăна нимĕнле йывăрлăх та хăратаймĕ, темле майлăн та çаврăнса тухĕ вăл кăткăслăхран. Ыйту парсан та хуравне пĕрле шырамалла, — пĕр сасăллăн пĕлтереççĕ «Чебурашка» педагогĕсем. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.