Комментари хушас

5 Çĕртме, 2017

“Республика ылтăн фончĕ”

Чăваш хĕрарăмĕн ĕçченлĕхĕ пуриншĕн те паллă. Унсăр пуçне тĕлĕнмелле чăтăмлă вăл, кăмăлĕпе çирĕп. Самана сакăлтине çаклансан та çухалса каймарĕç хĕрарăмсем, яваплăха хăйсем çине илсе укçа-тенкĕ ыйтăвне татса пама вĕренсе çитрĕç. Ĕçлеме кăна мар, ертсе пыма та пĕлнине хăй вăхăтĕнче çĕршывăн тĕп хулинче Мускавра ĕнентерме пултарчĕç — Раççей шайĕнчи “Çулталăк директорĕ” конкурса хутшăнса çĕнтерÿпе таврăнчĕç. Республикăра çак конкурс вице-премьер-ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина тăрăшнипе вăй илнĕ. Раççейри чи пултаруллă та маттур директорсемпе чи малтан Е.Абрамова, М.Аниченкова, З.Воробьева, Л.Козырева — вĕсем пурте тĕрлĕ предприяти ертÿçисем — тупăшнă. Каярахпа Чăваш Ен пултаруллă та хастар хĕрарăмĕсем Чулхулара иртекен çакăн йышши конкурссене хутшăнма пуçланă. Халĕ ĕнтĕ хамăр тăрăхра та чи маттур хĕрарăм директора палăртасси йăлана кĕнĕ. Çу уйăхĕн 30-мĕшĕнче Чăваш патшалăх пукане театрĕнче иртнĕ çул пĕтĕмлетĕвĕсем тăрăх палăрнă хĕрарăмсене чысларĕç.

 — Эпир хамăрăн ача-пăчапа, çамрăксемпе мăнаçланма пултаратпăр: вĕсем — пирĕн пуласлăх, — терĕ уява уçнă май вице премьер- ЧР финанс министрĕ Светлана Енилина. — Çутă пуласлăха çул хываканни вара шăпах — хĕрарăм. Воспитани ĕçне вăл пысăк тÿпе хывать. Юратăвĕпе, чун ăшшипе, ачашлăхĕпе çемье вучахне упрать. Республика ертÿлĕхĕ вара Чăваш Ен халăха пурăнма хăтлă регион пултăр тесе тăрăшать. Инвестици илĕртÿлĕхне ÿстерсех пырать республика. Тин çуралнă тата пĕчĕк ачасем вилесси чакса пырать — ку енĕпе эпир Японипе танлашатпăр, çак çĕршывăн аталанăвĕ вара пуриншĕн те паллă. Палăртнине пурнăçлама медицина çÿллĕ шайри технологийĕсем пулăшаççĕ.

Вĕрентÿ тытăмĕ те аван аталанса пынине палăртмалла. Чăваш шкулĕсем Раççейри чи лайăх вĕренÿ заведенийĕсен йышне ытларах та ытларах лекеççĕ. Çĕршыври чи маттур воспитатель Çĕнĕ Шупашкарта ĕçлет /Татьяна Шавикова çинчен “Чăваш хĕрарăмĕн” çу уйăхĕн 20-мĕшĕнче тухнă 19-мĕш номерĕнче вуласа пĕлме пулать. — Авт./. Вĕрентÿ тытăмне хывакан 60 миллион тенкĕ пуласлăх никĕсне çаврăнать.

Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн хастарĕсене патшалăх политикине халăх патне çитерме, çемье ха-клăхне упрама, наци сывă пуласлăхне ÿстерме пулăшнăшăн тав турĕ вице-премьер.

Асăннă союзăн Попечительсен канашĕн ертÿçи Лариса Игнатьева чăваш хĕрарăмĕсем чи ĕçченнисем, чи хăюллисем пулнине палăртнă май малашне те çĕнтерÿ çулĕпе утма сунчĕ.

Конкурса йĕркелесе ирттерес яваплăха хăй çине илнĕ Марина Аниченкова уява пухăннă хĕрарăмсене республикăн ылтăн фончĕпе танлаштарчĕ.

— Ытти регионсенчи хĕрарăмсем пирĕн çине яланах ăмсанса пăхаççĕ, — те шÿтлерĕ, те чăнласах каларĕ уява ертсе пыракан, Чăваш хĕрарăмĕсен союзĕн ертÿçин заместителĕ Нина Глотова. — Мĕншĕн тесен вĕсен пирĕн пек Ашшĕ çук...

Сăмах кам çинчен пынине пухăннисем тÿрех ăнланчĕç. ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов халĕ Ашшĕсен канашĕ çумĕнчи Попечительсен канашне ертсе пырать.

— Вăйлă кирек мĕнле арçын çумĕнче те вăйлă хĕрарăм тăрать, — терĕ салам сăмахĕнче Владимир Николаевич. — Епле пулсан та мăйĕ /хĕрарăм/ ăçталла пăрать — пуçĕ /арçын/ çавăнталла пăрăнать вĕт. Киле арçын пыса кĕрсен çурт çуталса каять, хĕрарăм — ăшă, ача савăнăç илсе кĕрет. Çакă ĕнтĕ вăл — телей. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.