Комментари хушас

14 Утă, 2017

Хаклă тăпра

Иртнĕ ĕмĕр вĕçнелле кăна-ха чăваш çынни таврари хăйăрпа тата тăмпа ирĕклĕнех усă курма пултарнă. Халĕ хăйăрлă вырăна пули- пулми пырса кĕреймĕн. Чи малтанах ку енĕпе лицензи тата тивĕçлĕ органсенчен ирĕк илмелле. Çут çанталăк пуянлăхĕпе перекетлĕ тата унпа усă курнă чухне тирпейлĕ пулма хистеççĕ паянхи саккунсем.

 Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинчи карьерсем тĕлĕшпе — уйрăм калаçу. Çак категорие кĕртнĕ лаптăксенче çут çанталăк пурлăхне кăларма пуçличчен официаллă майпа ирĕк илнисĕр пуçне рекультиваци проекчĕ те хатĕрлемелле. Кунта чи малтанах çĕрĕн çиелти сийне упраса хăварасси пирки сăмах пырать. Хăйăра е тăма çĕрлĕ- тăпраллă сие илмесĕр кăлараймăн-çке. Пу-лăхлă тăпрана тăмпа-хăйăрпа хутăштармасăр уйăрса хумалла. Ăна карьертан усăллă япаласем турттарнă хыççăн хăй вырăнне тавăрмалла.

Йĕркелĕттĕм — хăват çитмест

Анчах та шăпах çак ĕçсене пурнăçлассипе йывăрлăхсем сиксе тухнă та Муркаш районĕнчи пĕр карьерта. Хăйăрĕ кунта, чăнах та, паха вара. Сăн ÿкерттерсен çакăнта Чăваш çĕрĕ пулнине никам та ăнланса илеймĕ, чăн пуш хир аса килĕ.

Тĕрĕссипе, кунти çут çанталăк пурлăхĕпе хăй вăхăтĕнче çывăхри ял çыннисем чăр-мавсăрах усă курнă. Пахалăхне кура-тăр вырăнти пĕр хуçалăх лицензи илсех хăйăр турттарма тытăнать. Йĕркене пăхăннă темелле.

Çапах Россельхознадзорăн республикăри управленийĕн специалисчĕсен ыйтусем çуралнă. Пĕрремĕшĕ вăл — рекультиваци проекчĕ çукки. Иккĕмĕшĕ – пулăхлă сий! Чăннипе, пур-ха унта тăпра таврашĕ — карьер тĕпĕнче, анчах та вăл питĕ сахал. 0,94 гектар /шăп çакăн чухлĕ çĕр çинче хăйăр кăларнă/ çине сарса хумалăх çитмĕ. Ытти ăçта? Ара, карьера унччен таврари ялтан та çÿренĕ-çке.

Çук-ха, çак сăлтава тĕпе хурса лицензи илнĕ хуçалăх хăйĕн яваплăхне сирме хăтланмасть. Предписани илнĕ хыççăнах рекультиваци проекчĕ хатĕрленĕ. Пулăхлă сие ăçтан тупасси чăнах та йывăрлăха çаврăннине вара общество пуçлăхĕ те пытармасть. Çывăхра ăçта та пулин автоçул тунă пулсан-и? Хăть çавăнтан турттарса килме пулĕччĕ. Анчах та юлашки çулсенче 15 çухрăмра çул туман. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.