Комментари хушас

19 Утă, 2017

Шупашкар Хэфэй тата Нагасаки хулисемпе килĕштерсе ĕçлесшĕн

Чăваш Енĕн тĕп хули Китайри Аньхой провинцийĕнчи Хэфэй тата Японири Нагасаки хулисемпе килĕштерсе ĕçлесшĕн. Ку ыйтăва Шупашкарти Депутатсен пухăвĕн президиумĕ лару ирттерсех сÿтсе явнă. 

Депутатсем туслă та енсемшĕн усăллă çыхăну йĕркелеме хирĕç маррине палăртнă. Ку ыйтăва каярах депутатсем комиссисен тата Депутатсен пухăвĕн ларăвĕсенче тепре тишкерĕç. Хальлĕхе вара кирлĕ документсене Шупашкар хула администрацийĕн инвестици, промышленность тата тулаш экономика çыхăнăвĕсен пайне çитерме йышăннă. Унтисем вĕсене тишкерсе килĕшÿ хутне хатĕрлемелле.

Сăмах май, иртнĕ уйăхăн 15-16-мĕшĕсенче федерацин Атăлçи округĕнчи регионсен представителĕсем Китайра пулчĕç. Аса илтерер: çав вăхăтра КНРти Янцзы шывĕн Çÿлти тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем «Атăл-Янцзы» форматпа тачă çыхăнса ĕçлемелли канашăн иккĕмĕш ларăвĕ иртнĕччĕ. РФ Президенчĕн федерацин Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич ертсе пыракан официаллă делегаципе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та Китайри ĕçлĕ мероприятиcене хутшăннăччĕ. Унта енсем ĕçлĕ çыхăнусем йĕркелес ыйтăва та хускатнăччĕ, хăш-пĕр килĕшĕве ун чухнех алă пуснăччĕ.

 

 

Рубрика: