Комментари хушас

21 Утă, 2017

Уйрăличченех тунсăхлама пуçланă

Патăрьел районĕнчи Турхан ялĕ Раççейпе Украина, çавăн пекех ытти çĕршыв ÿнерçисен çуллен тĕл пулмалли вырăнĕ пулса тăчĕ. Мĕншĕн шăпах Турхан-ха? Сăлтавĕ паллă та пĕлтерĕшлĕ: кунта пирĕншĕн, чăвашсемшĕн, тата Украинăшăн сумлă çын — Алексей Кокель художник — кун çути курнă.

Ун умĕнче пуç тайса 2007 çулта икĕ çĕршыв ÿнерçисем культура проекчĕ хатĕрлерĕç, вăл халĕ те тăсăлать. Çак тапхăрта унта 118 художник хутшăннă, вĕсем 1000 ытла картина ÿкернĕ. Кăçалхи вун пĕрмĕш пленэра инçетри Украинă-ран, Беларуçран тата Раççей регионĕсенчен 12 художник килчĕ. Вунă кун сисĕнмесĕрех иртрĕ. Алла киçтĕк тытнисĕр пуçне сăрă ăстисем Патăрьелти искусство шкулĕнче вĕренекенсем, университет студенчĕсем валли ăсталăх класĕсем ирттернĕ. Пурнăçланă ĕçĕсемпе халăха паллаштармалли тата пленэрпа сыв пуллашмалли самант та çитрĕ. Ĕнер Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн тĕп залĕнче пленэр-симпозиум вăхăтĕнче пурнăçланă картинăсен куравĕ уçăлчĕ. Музей директорĕ Геннадий Козлов, ÿнерçĕсен çĕнĕ ĕçĕсем музее чăннипех çĕнĕ сывлăш илсе килнине, çулран çул вăй илсе пыракан проект пĕлтерĕшĕ ÿссе пынине, кураври произведенисем пултаруллă ÿнерçĕн Алексей Кокелĕн картинисемпе юнашар тата та илĕртÿллĕрех курăннине палăртрĕ.

ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Валерий Филимонов чун илемĕн ăстисене саламланă май çак шухăша пĕлтерчĕ:

— Кокель ятне асра тытни, унăн пархатарлă ĕçне малалла тăсни сирĕн ят-сумăра та, пултарулăхăра та ÿстерме пулăшĕ, унтан та ытларах — халăхсене, вĕсен культурисене çывăхланма, пĕр-пĕрне ăнланма.

ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн председателĕ, Чăваш Енри халăхсен ассамблейин председателĕ Лев Кураков пленэр йĕркеленнĕ çулсене аса илчĕ. «Йывăрлăхсем, пысăк чăрмавсем те пулнă çав çул çинче, анчах малаллах талпăннă. Паян Кокель ячĕллĕ пленэр çинчен республика ертÿлĕхĕ пĕлет кăна мар, ăна йĕркелеме те пулăшать, художниксене ĕçлеме майсем туса парать», — терĕ.

Çак шухăша пленэр координаторĕ  Владимир Васильев та, ЧР культура министрĕ Константин Яковлев та, Турхан ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Еремеев та, ыттисем те палăртрĕç. Константин Геннадиевич çитес çулсенче Турхан ÿнер енĕпе хăйне евĕрлĕ пултарулăх утравĕ пулса тăрасса шантарчĕ, Алексей Кокель çуртне реконструкци тума укçа уйăрнине пĕлтерчĕ, пленэр йĕркелÿçисем тахçантанпах кĕтнĕ ĕмĕт — ялта картина галерейи уçасси — пурнăçланассине систерчĕ. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.