Комментари хушас

1 Çурла, 2017

Московский жилетне аукционра сутнă

Çапларах хыпар пĕлтерчĕ «Культура хуранĕн» шпионĕсенчен пĕри. Паллă юрăç хăйĕн жилетне аукциона тăратнă имĕш. Тупăшăва хутшăннисем нумаййăн пулнă. Анчах Света ятлă пикене никам та çитеймен. Вăл юратнă юрăçĕн жилеткине туянассишĕн 19 пин тенкĕ кăларса тыттарнă. Ăна выляса яраканĕ Ирина вара икĕ пин çурăран ытларах сĕнеймен. Çапах та кунта Светăн уçă кăмăлĕ мала тухнă, вăл жилеткăна Иринăна парнеленĕ. Сăмах май, Ирина ĕçлекен парикмахер салонне Московский çÿç кастарма çÿрет. Пикесем иккĕшĕ те унăн концерчĕсене сиктермеççĕ. Алексейĕн Инстаграмĕнчи сăн ÿкерчĕк айĕнче вара Света Иринăна çапла çырнă: «Ку жилета никама та ан пар, вăл ăнăçу илсе килет».

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.