Комментари хушас

29 Çурла, 2017

Канашлу гимнастикăран пуçланчĕ

Пирĕн спортсменсене Владимир Путин саламланă

Тайваньре йĕркеленĕ Пĕтĕм тĕнчери çуллахи универсиадăра ылтăн медальсем çĕнсе илнĕ ятпа пирĕн ентешсене — Дарья Спиридонова тата Кирилл Прокопьев гимнастсене — Раççей Президенчĕ Владимир Путин саламланă. Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлăва ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев шăпах савăнăçлă çак хыпартан пуçларĕ.

 Раççейĕн студентсен сумлă турнирне кайнă пĕрлештернĕ командин йышĕнче ăнăçлă тупăшнă ентешсем татах пур — Владислав Поляшовпа Евгения Шелгунова та медальсене тивĕçнĕ. Çавна май Михаил Игнатьев вĕсене ăмăртусене хатĕрленме пулăшнă мĕн пур çын, уйрăмах спортсменсен ашшĕ-амăшĕн ячĕпе тав сăмахĕсем каларĕ: "Çамрăксене воспитани панă чух çак тĕслĕхсене тĕпе хумалла". Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.