Комментари хушас

19 Авăн, 2017

Чăваш Ен спартакиадăна хатĕрленет

Ĕçлекенсен Пĕтĕм Раççейри ăмăртăвĕ авăн уйăхĕн 22-мĕшĕнче пуçланать. Спартакиадăна хатĕрленессипе çыхăннă ыйтусене ЧР спорт министрĕ Сергей Шелтуков ертсе пынипе иртнĕ ĕçлĕ ушкăнăн ларăвĕнче пăхса тухнă.

Тупăшусем Шупашкарпа Çĕнĕ Шупашкарти спорт керменĕсенче («Олимпийский», «Спартак» стадионсем, маунтинбайк центрĕ, Олимп резервĕсен 3-мĕш спорт шкулĕ) иртĕç. Чăваш Ене тĕрлĕ регионтан 30 ытла команда (1000 ытла çын) килмелле. Тĕрлĕ предприяти-организацири спорт клубĕсем армреслинг, баскетбол, волейбол, çăмăл атлетика, сĕтелçи теннис, шахмат, ишес, кире пуканĕ йăтас тата вĕрен туртас енĕпе вăй виçĕç. Спорт çемйисем уйрăм тупăшусенче ăмăртĕç.

Ĕç коллективĕсен Пĕтĕм Раççейри спартакиади пĕрремĕш хут Мускаври Хĕрлĕ тÿремре 2012 çулта иртнĕ. Унта 28 команда хутшăннă.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.