Комментари хушас

28 Авăн, 2017

Полицейские ураран çыртнăшăн

РФ СКн Шупашкарти Калинин районĕнчи следстви уйрăмĕ 36 çулти арçын тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе тишкерсе пĕтернĕ. Ăна влаçри çынна хур кăтартнăшăн айăпласшăн.

Следстви версийĕ тăрăх, кăçалхи çу уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнче çак ÿсĕр арçын общество йĕркине пăснă, ăна шалти ĕçсен сотрудникĕсем тытса чарнă. Анчах киккирикне хĕретнĕскер вĕсене итлемен, полици участокне илсе каяссине пĕлсен хайхискер вĕсенчен пĕрне уринчен çыртнă. Административлă йĕркене пăснăшăн ăна 5 талăклăха хупнă. Влаçри çынна хур кăтартнăшăн ун тĕлĕшпе уголовлă ĕç пуçарнă, ăна Шупашкарти Калинин районĕн судне ярса панă.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.