Комментари хушас

26 Юпа, 2017

Юбка тăхăнса ташличчен нумай иккĕленнĕ

Шупашкарта пурăнакан Евгений Салмин Шотланди пирки чылай каласа кăтартма пултарать. Çак çĕршыв унăн чунне тахçанах тыткăнланă. Клеткăллă килт, сăрнай тата хаваслă ташăсем... Арçынна юлашки уйрăмах кăсăклантарать. Шотланди ташшисемпе Евгений пуçласа 7-8 çул каялла паллашнă, вĕсем кăмăла кайнине туйса илнĕскер чун киленĕçĕ валли вăхăт чылай уйăрнă. Каярахпа арçын Шотланди ташшисен преподавателĕ пулса тăнă. Халĕ Евгений Шупашкарти Петĕр Хусанкай ячĕллĕ культура керменĕнчи авалхи тата халăх ташшисен студине çÿрекенсене Шотланди ташшине вĕрентет.

Истори романĕсем кăсăклантарнă

Канашра çуралса ÿснĕ Евгений ача чухне юрă-ташăпа пачах кăсăкланман. Кĕнеке вулассишĕн вара каçăхсах кайнă. Ытларах истори романĕсене кăмăлланă вăл, Александр Дюма тата Вальтер Скотт хайлавĕсене çĕр çывăрмасăр шĕкĕлчеме хатĕр пулнă арçын ача. И.Н.Ульянов ячĕллĕ ЧПУра инженер строителĕн дипломне илнĕ Евгений специальноçпе ĕçе вырнаçнă. Влаç тытăмĕнче тăрăшаканскер обьектсен строительствине йĕркелес тĕлĕшпе вăй хурать. Яваплă должноçра ĕçлекен арçынна тĕрлĕ костюм тăхăнса ташланине куç умне тÿрех кăларма та йывăр. «Патшасен пурнăçĕ пирки чылай вулани, çав вăхăтри ĕç-пуçпа интересленни те мана «Бэлтайн çутисем» истори ташшисен студине сукмак хывма хистерĕ-тĕр. Тĕрĕссипе, пĕр ĕçтеш, ташăсен преподавателĕ, унта пыма темиçе те йыхравланăччĕ. Анчах мана темскер чарса тăчĕ, çапах вăхăт иртсен шухăшланине пурпĕрех пурнăçа кĕртрĕм. Ку вунă çул каяллах пулчĕ. Патшасен вăхăтĕнчи ташăсене ташлама май пурри чуна тыткăнларĕ. Ĕлĕкхи бал ташшисене вĕренме тытăнтăм, аван пулса тухатчĕ. Эпĕ вĕреннĕ пĕрремĕш ташă — вальс. Каярахпа ыттисене те ăса хыврăм. Вĕсен шутĕнче контрданс та пур. Ăна каччăсемпе хĕрсем икĕ рет тăрса ташлаççĕ. Студие çÿрекенсем темиçе ташă вĕреннĕ хыççăн культура керменĕнче тĕрлĕ мероприяти, бал ирттеретпĕр. Илемлĕ костюм тăхăнса вăрăм та кăпăш кĕпеллĕ пикепе вальс çаврăннă чухне хама виçĕ-тăватă ĕмĕр каяллахи чаплă бала лекнĕн туятăп. Халĕ кашни ÿсĕмри çын çăмăллăнах чун киленĕçĕ тупма пултарать. Ĕлĕкхи ташăсем хăйне евĕрлĕхĕпе уйрăлса тăраççĕ», — чун киленĕçĕпе паллаштарчĕ Евгений.

Каярахпа вăл Шотланди ташшисемпе, контрданссемпе, паллашнă. Вĕсем те авалхисен шутне кĕреççĕ. Анчах вĕсене çулсеренех çĕнетеççĕ-мĕн. Ку ташăсемпе чылай çĕршывра кăсăкланаççĕ. «Шотланди ташшисем интереслĕ те хăйне евĕрлĕ. Икĕ тĕп тĕс пур. Пĕрремĕшĕ: хăвăрт кĕвĕпе таш-ламаллисем — сăмахран, рил тата джига. Иккĕмĕшĕ: стрэдлин. Ăна Шотландире кăна ташлаççĕ. Унăн кĕвви лăпкă, хăйне май илемлĕ. Тата мĕн илĕртет-ха мана? Мăшăрлăн ташламалли ташăсенче кашнин хăйĕн партийĕ пур. Мăшăрсем пĕр-пĕринпе вырăнпа ылмашăннă май хăйне евĕр «ÿкерчĕк» пулать. Çак конструкцие кĕвĕ тăршшĕпех тытса пымалла. Эпĕ те, манăн партнер та аван ташлани савăнтарать, киленÿ кÿрет. Шотланди ташшисене вĕренме çăмăлах мар, тăрăшулăх, çине тăни кирлĕ. Ăсталăх класĕсем ирттернĕ чухне эпир чи ансат хусканусене кăтартатпăр. Вĕсене çынсем çăмăллăнах хăнăхаççĕ, хаваспах пĕрле ура хуçса ташлаççĕ», — калаçăва малалла тăсрĕ 40 çулти ташăçă. Малалла вулас...

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.