Комментари хушас

30 Юпа, 2017

Лейкозпа чирлĕ ĕне сĕтне туянассине чарма пултарĕç

Ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе паян ирттернĕ канашлура республикăри эпизооти лару-тăрăвĕпе те паллаштарчĕç.

Патшалăх ветеринари службин ертÿçи Сергей Скворцов каланă тăрăх, çивĕчлĕх çук пулин те выльăхăн вăл е ку чирĕсене тупса палăртнă, тивĕçлĕ мерăсем йышăннă. Бруцеллез, туберкулез, лейкоз... Сыснасен Африка мурĕнчен, кайăк грипĕнчен сыхланас ыйтусене те кун йĕркинчен кăлармалла мар. Лейкоз тенĕрен, ку енĕпе инфекциллĕ 831 пуç выльăха тупса палăртнă. Çĕпĕр язвинчен мĕнпур выльăха вакцинациленĕ. Çак чире пула вилнĕ выльăхăн тахçанхи масарĕсене тирпейлесси çинчен те манма юрамасть. Унашкаллисем пĕтĕмпе — 52, вĕсенчен 24-шне тирпейлемелле. Сергей Иванович çак ĕçсем валли бюджетран укçа уйăрнине çирĕплетрĕ, тирпейлес ĕçе вĕçленĕ хыççăн çав масарсене муниципалитетсене парĕç — малалла вĕсем яваплă пулĕç. Анчах республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев кунашкал план вырăнлăхĕ тĕлĕшпе иккĕленет: "Муниципалитетсен вĕсене кирлĕ пек пăхса тăма специалистсем çук. Пурпĕр ветеринари службин ĕçлеме тивĕ..." Çавна май хайхи обьектсем вырăнсенчи влаç явалăхне куçас ыйтăва тĕплĕ тишкерма сĕнчĕ.

Африка мурĕ тĕлĕшпе Чăваш Ен хăрушлăх пур территорисен шутĕнчен тухни пысăк пĕлтерĕшлĕ /чăн та, виçĕ район пурпĕр çав шутра-ха/. Вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов чире пула чарусем йышăннине кура хуçалăхсем республика тулашне аш сутайманнине пытармарĕ. Халь тинех чăрмав çук. Анчах малашне лейкоз енĕпе çавнашкал чăрмавсем çуралма пултараççĕ. Хальлĕхе чирлĕ ĕнесен сĕтне тирпейлеме йышăнаççĕ-ха, анчах çывăх вăхăтра заводсене çавнашкал продукципе ĕçлемешкĕн чарма пултараççĕ, эппин, хуçалăхсен йывăрлăха кĕрсе ÿкесрен сыхланма пĕр тăхтамасăр мерăсем йышăнмалла.

 

Рубрика: