Комментари хушас

5 Раштав, 2017

Кĕрешÿ çĕршывсене çывăхлатать

Раштав уйăхĕн 1-2-мĕшĕсенче Шупашкар тĕнче кубокĕн тĕп хули пулса тăчĕ. Ăмăртăва тĕнчери чи вăйлă 8 команда — Японипе Китай, АПШпа Швеци, Монголипе Азербайджан, Раççейпе Украина — хутшăнчĕç. Ирĕклĕ мелпе кĕрешекен хĕрсем тĕп парнене çĕнсе илессишĕн сакăр виçере тупăшрĕç.

Спорт — тăнăçлăх никĕсĕ

Тĕнче кубокне сумлă хăнасем те çитсе курчĕç. РФ спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ Михаил Мамиашвили, унăн пĕрремĕш заместителĕ Омар Муртузалиев, Пĕтĕм тĕнчери кĕрешÿсен пĕрлештернĕ федерацийĕн вице-президенчĕ Наталья Ярыгина, федерацин техника делегачĕ Родика Мария Якши /Турци/, пĕтĕм тĕнче категориллĕ спорт судйисем Сильвестри Антониопа Едит Дзоса /Итали/ тата ыттисем пысăк хак пачĕç.

— Çакнашкал пысăк ăмăрту пирĕн патра иртнĕшĕн хĕпĕртетĕп. Вăл республикăн ят-сумне çĕклессе, спортпа туслисен йышне ÿстерессе шанатăп. Тĕнче кубокĕ — спортсменсен пултарулăхне аталантармалли тата вĕсен ăсталăхне тĕрĕслемелли тĕп турнирсенчен пĕри. Спорт — халăхсемпе çĕршывсене пĕтĕçтерекен тĕп вăй, вăл тĕнчери тăнăçлăх никĕсĕ шутланать, — терĕ Михаил Игнатьев тĕнче кубокĕ пуçланнине халалланă уявра.

Хĕрсен тупăшăвне курма пăр керменне çĕр-çĕр çын пухăнчĕ. Вĕсем спортсменсене хавхалантарса тă¬чĕç, уйрăмах Раççей командишĕн хĕрÿллĕн «чирлерĕç» — кермен вĕллери пек кĕрлерĕ. «Эпир паян ушкăнпах килтĕмĕр. Ачасем тĕнчери чи вăйлă та паллă спортсменсен тупăшăвĕсене кăсăклансах пăхрĕç. Раççей командишĕн уйрăмах пăшăрхантăмăр. Китайпа Япони кĕрешÿçисем яланхи пекех пысăк ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Эпĕ хам та çамрăк чухне кĕрешÿ спорчĕпе туслăччĕ, анчах тĕрлĕ сăлтава пула малалла каяймарăм», — терĕ Игорь Герасимов. Çĕнĕ Шупашкарта пурăнаканскер Раççей кубокне те килсе курассине пĕлтерчĕ.

Япони команди çĕнтерчĕ

Виçĕ раунд пĕтĕмлетĕвĕпе финала Японипе Китай командисем тухрĕç. Юлашки тупăшу 4:4 шутпа вĕçленчĕ пулин те Япони çĕнтернĕ тесе йышăнчĕç. «Бронзăшăн» Монголипе АПШ командисем кĕрешрĕç. Ку тĕлпулура\Ази спортсменĕсем вăйлăрах пулчĕç. «Хĕвел тухăç енчисемпе кĕрешме пĕрре те çăмăл мар. Япони, Китай тата Монголи çĕршывĕсенче кĕрешÿ спортăн чи анлă сарăлнă тĕсĕ шутланать. Унпа çĕр-çĕр çын кăсăкланать. Спортсменсем пĕчĕкренех ăсталăха аталантарма тытăнаççĕ. Унта хатĕрленÿ майĕсем питĕ лайăх аталаннă», — терĕ Раççейĕн пĕрлештернĕ командин тĕп тренерĕ Юрий Аванесович.

Чăн та, Япони кĕрешÿçисем пирки паттăр теме пулать. Вĕсем ăсталăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Пĕрремĕш раундрах Япони хĕрĕсем тĕнче лидерĕ пулнине палăртрĕç: Швеци командине 8:0 шутпа парăнтарчĕç. Ытти тупăшура та çĕнтерсе финала тухрĕç. «Эпир кунта пĕрремĕш пулма килнĕ, — хăюллăн пĕлтерчĕ Япони командин капитанĕ, 18 çулти Юи Сусаки. — Çĕнтерес тĕллевпех хатĕрленетпĕр вĕт. Чылай чемпионатра мала тухатпăр пулин те пĕр ăмăртура та çăмăл мар. Ку турнирта пире Раççей спортсменĕсемпе кĕрешме уйрăмах йывăр пулчĕ: хĕрсем çÿллĕ, кашнинех алли вăрăм. Вĕсене парăнтарас тĕллевпе самаях тар тăкма тиврĕ. Раççейре мана яланах юр нумай пулни тĕлĕнтерет, çут çанталăкăн çак пулăмне ниепле те хăнăхса çитейместĕп», — терĕ тĕнче чемпионки.

Китай команди те çĕнтерес тĕллевпе питĕ хастаррăн кĕрешрĕ. Хĕрсен маттурлăхĕпе командăн тĕп тренерĕ Симеон Штенев та кăмăллă. «Питĕ лайăх кăтарту. Пĕрремĕш вырăна тухмашкăн кăшт кăна çитмерĕ. Финалта хĕрÿ тупăшу пулчĕ. Пирĕн командăра çамрăк йышлă пулин те хĕрсем çухалса каймарĕç. Китайра кĕрешÿ спорчĕ вăйлă аталанать. Спорт йăли аслашшĕнчен ашшĕне, ашшĕнчен ачине куçса пырать. Ачасем 4-5 çулсенчех тренировкăна çÿреме пуçлаççĕ», — терĕ Болгари гражданинĕ. Вăл Китайра виçĕ уйăх кăна ĕçлет, унччен Азербайджан командине хатĕрленĕ.

Монголи спортсменĕсем виççĕмĕш вырăна тухнипе питĕ хĕпĕртерĕç. Çакна наци командин тĕп тренерĕ Бамбаджав Батулга та çирĕплетрĕ. «Чăваш Енре эпир пĕрремĕш хут мар. Пирĕн хĕрсем çак чаплă керменте çулсерен иртекен Раççей кубокне хутшăннă. Эпир Шупашкара ăмăрту пуçланиччен темиçе кун маларах вĕçсе килтĕмĕр. Хулари паллă вырăнсене çитсе курма та ĕлкĕртĕмĕр. Пире Анне палăкĕ уйрăмах килĕшрĕ», — терĕ хăна акăлчанла. Монголи спортсменĕсем Шупашкартан пушă алăпа нихăçан та кайман. Акă Азири чылай ăмăрту çĕнтерÿçисем Алтанцецек Батцецекпе Орхон Пуревдож тĕнче кубокĕнче те чи вăйлисем пулчĕç.

Раççей — пиллĕкмĕш вырăнта

Шел те, пирĕннисем пьедестал çине хăпараймарĕç. Раççей команди 5-мĕш вырăн йышăнчĕ. «Хĕрсене ку турнирта çăмăл пулмарĕ. Пирĕн команда çамрăк. Чылайăшĕн опычĕ пĕчĕкрех. Пурте пысăк ăмăртусене хутшăнман», — пĕлтерчĕ командăн аслă тренерĕ Наталья Смирнова.

Пĕрремĕш раундра Раççей кĕрешÿçисем АПШ спортсменĕсемпе вăй виçрĕç. 8 тупăшуран 4-шĕ çĕнтерÿпе вĕçленчĕ. Иккĕмĕш раундра пирĕн хĕрсем Япони командипе тупăшрĕç, анчах ку турнирта вĕсем хăнасене 5:3 шутпа выляса ячĕç. Виççĕмĕш раундра Раççей кĕрешÿçĕсем Швеци командипе тĕл пулчĕç. Ку тупăшура пирĕннисене ытларах ăнчĕ: ăмăрту 5:3 шутпа вĕçленчĕ. Унта Валерия Чепсаракова, Наталья Малышева, Мария Гурова, Анастасия Братчикова команда пухмачне лайăх очкопа пуянлатрĕç. Юлашки тупăшура Раççей спортсменĕсем Украина командипе вăй виçрĕç. Телее, ку раундра пирĕннисем патвартарах пулчĕç. Уйрăм тупăшусенче Сталвира Оршуш, Мария Гурова, Юлия Пронцевич, Анжела Фоменко, Анастасия Братчикова палăрчĕç.

Чăваш Ен чысне Канаш районĕн хĕрĕ Вероника Чумикова /тренерĕ — Ольга Смирнова/ хÿтĕлерĕ. Пĕрремĕш тĕл пулура Раççей спорт мастерĕ АПШ кĕрешÿçине 8:6 шутпа парăнтарчĕ. «Эпĕ ку спортсменпа пĕрремĕш хут вăй виçрĕм. Ăна çĕнтерме çăмăлах пулмарĕ мана. Тренер хушнă пек пур вăйран кĕрешрĕм», — терĕ Вероника ăмăрту хыççăн. Шăхасанти спорт шкулĕнче пирвайхи утăмĕсене тунăскер /пĕрремĕш тренерĕ — Владимир Боголюбов/ иккĕмĕш раундра тепĕр хут кавир çине тухрĕ, анчах Япони спортсменкине парăнтараймарĕ. Урине суранлатнине пула малалла кĕрешеймерĕ вăл.

Раççей командин йышĕнче чи асли — Мария Гурова. «Кĕрешÿ спорчĕпе эпĕ 18 çул каяллах туслашнă. Тупăшусем яланхи пекех хĕрÿ пулчĕç. Япони спортсменĕсем ку хутĕнче те хăйне лайăх енчен кăтартрĕç. Вĕсем çамрăк пулин те пултаруллă та вăйлă. Хам та кашни раундрах пултарнă таран кĕрешрĕм. Чăваш Ен пирĕншĕн иккĕмĕш кил пекех пулса тăчĕ. Кашни çул килетпĕр кунта. Шупашкарта сборсем, ăмăртусем пĕрре мар иртнĕ», — терĕ Европа чемпионки. 28-ти кĕрешÿçĕ пĕрремĕш раундра АПШ спортсменкине выляса ячĕ пулин те ытти тупăшура хирĕç тăракансене çĕнтерме пултарчĕ.

Çурçĕр Осетире çуралса ÿснĕ Анжела Фоменко та хăйĕн «тăшманĕсене» парăнтарма пултарчĕ. «Япони тата АПШ спортсменĕсемпе уйрăмах йывăр пулчĕ. Вĕсем ыттисенчен самай улшăнса тăраççĕ. Ку ăмăртăва лайăхах хатĕрлентĕм. Кăçал эпĕ виçĕ ăмăртура медаль çĕнсе илтĕм. Ача чухне эпĕ бокспа кăсăкланаттăм. Кĕрешÿçĕсен тренерĕпе паллашнă хыççăн бокс перчеткине хыврăм. Хамăн пурнăçа çак спортпа çыхăнтарас тĕллевпе Мускаври Олимп резерĕвсен 1-мĕш училищине вĕренме кайрăм», — терĕ РФ спорт мастерĕ. Анжелăшăн та Шупашкар ют хула мар. Ăна та пирĕн хулапа Раççей кубокĕ çыхăнтарнă. «Кунта куракансем питĕ кăмăллă. Ытти хулара, уйрăмах ют çĕршывсенче, спортсменсене хавхалантаракан нумаях мар. Раççей! тесе кăшкăрни е ман ята калани яланах вăй хушать», — хушса хучĕ спортсменка.

Бурятири Максим Молонов та Чăваш Ене хаваспах килет. «Манăн вĕренекенсем Шупашкарта иртнĕ Раççей кубокне темиçе хут та хутшăннă. Кăçал кавир çине Сталвира Оршуш тухма хатĕрленет. Тĕнче кубокĕнче те çĕршыв чысне хÿтĕлерĕ вăл. Эпĕ унăн тупăшăвĕсемпе кăмăллă. Виçĕ раундра мала тухма пултарчĕ. Сталвира 8 çул каялла кăна секцие çÿреме пуçларĕ. Кăçал акă Раççей чемпионкин ятне тивĕçрĕ», — терĕ тренер Шупашкар тĕнче ăмăртăвне пысăк шайра йĕркелесе ирттернине палăртса.

Андрей МИХАЙЛОВ.

Василий КУЗЬМИН сăн ÿкерчĕкĕсем

Пирĕн справка

Ĕнер «Шупашкар-Арена» пăр керменте Раççейĕн уçă кубокĕ пуçланчĕ. Унта Раççей, Монголи, Эстони, Испани, АПШ тата Казахстан спортсменĕсем вăй виçеççĕ. Ăмăртăва тĕнчери паллă спортсменсем хутшăнаççĕ: Алелайн Грей /АПШ/, Батцецек Соронзонболдпа Орхон Пуревдож /Монголи/, Эпп Мае /Эстони/. Парне фончĕ — 50 пин доллар. Çĕнтерÿçĕсем 3 пин доллара тивĕçĕç. Ятарлă парне — бронза матрешка. Ăмăрту хыççăн куракансене Раççей эстрадин паллă ушкăнĕ «Иванушки Интернешнл» савăнтарĕ.

 

Хаклав

Мария Родика ЯКШИ, Пĕтĕм тĕнчери кĕрешÿсен пĕрлештернĕ федерацийĕн представителĕ:

— Тĕнче кубокĕ питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Спорт керменĕ хăтлă. Кунта пысăк ăмăртусем ирттермешкĕн пĕтĕмпех пур. Спортсменсене турнира хатĕрленме те лайăх услови туса панă. Спорт тупăшу кăна мар, вăл атлетсене туслаштарать, командăна пĕтĕçтерет. Кунтах эпĕ тĕрлĕ çĕршыв спортсменĕсем пĕрле тренировка ирттернине, пĕр-пĕрне пулăшнине куртăм. Кавир çинче тытăçакансем ахаль чухне кăмăл-сипете çухатманни мана савăнтарчĕ. Юлташлăхпа тăванлăх — Олимп юхăмĕн тĕп шухăшĕ. Чăваш Енре çак ырă та паха енсене тытса пыракан хула пулнине куртăмăр. Шупашкарта Европăри тренировка ирттермелли центр туса хума май пур.

Михаил МАМИАШВИЛИ, Раççейри спорт кĕрешĕвĕн федерацийĕн президенчĕ:

— Чăваш Ен — ирĕклĕ майпа кĕрешекен хĕрарăмсене хатĕрлекен регион. Республикăра спорт кĕрешĕвĕ лайăх аталанать. Кунта çулсерен çĕнĕ спортсменсем çунат сараççĕ, тĕнче турнирĕн аренинче вăй виçекенсем тухаççĕ. Çавăнпа эпир яланах çĕнĕ чемпионсем кĕтетпĕр. Паян акă Шупашкар тĕнче спорчĕн тĕп хули пулнине тепĕр хут ĕнентерчĕ. Пысăк шайри ăмăртăва ирттерме шанса панине тÿрре кăлартăр.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.