Комментари хушас

2 Нарăс, 2018

Тымар хуртне пĕтерме пулать

Çĕр улми йăранĕ çинчи тымар хуртĕнчен проволочник ниепле те хăтăлаймастăп. Вăрлăхне те улăштартăм, кĕркунне сухаличчен сар пăрăç горчица та акса пăхрăм, анчах усси пулмарĕ. Çак хурта мĕнле пĕтермелле-ши?

Мария ИВАНОВА, Канаш районĕ.

Вулакан ыйтăвне Владимир КУДРЯШОВ агроном хуравлать:

— Тымар хуртне хими тата агротехника меслечĕсемпе пĕтерме пулать. Паллах, пĕрремĕшĕ килти пахчасемшĕн меллех мар. Пĕрремĕшĕнчен, хими препарачĕсем хаклă. Иккĕмĕшĕнчен, сиенлĕ тата вĕсем çĕрĕн микрофлорине, кирлĕ микроорганизмсене пĕтереççĕ. Тăпрана азотлă удобренисем хывсан, аммиак шывĕ сапсан тымар хурчĕн йышĕ чакать. Çак препаратсене çĕре сÿреличчен сапмалла. Вĕсен тăпрапа лайăх варăнмалла. Ун хыççăн тымар хурчĕ асăннă лаптăкран тарма тăрăшать. Агротехника мелĕпе усă курсан тымар хуртне 90 процент таранччен пĕтерме пулать. Юпа уйăхĕн вĕçĕнче, чÿк пуçламăшĕнче пахчана тарăн сухаласа хăвармалла. Тымар хурчĕн личинкисем çиелте пулнипе сивĕ çанталăкра вилеççĕ. Пахчари йытпырши, чăхури /куриное просо/ тымарĕсене тасатмалла. Пĕчĕк тымарсене те /1-2 см тăршшĕ/ хăвармалла мар. Çуркунне çĕре çиелтен кăпкалатни çум курăксенчен хăтăлма кăна мар, тымар хурчĕн çăмартисене хĕвел çине кăларса пăрахса пĕтерме те пулăшать. Çавăн пекех ака-çу уйăхĕсенче пахчара тарăн мар шăтăксем тумалла, çĕрнĕ утă-улăма йĕпетсе çурри таран хумалла, хăмапа хупламалла. Тымар хурчĕсем унта апат шырама тата ăшăнма кĕрĕç, 3-4 кунран çав шăтăксене личинкăсем тулĕç. Кайран çак утă-улăм хутăшне пуçтарса илмелле те çунтармалла. Ку ĕçе темиçе хутчен те тума юрать.

Пысăк пахчасенче 2-3 пусă çаврăнăшĕ тумалла. Çĕр улми вырăнне пăрçа йышши культурăсем — викăпа сĕлĕ, пăрçапа сĕлĕ хутăшĕ, люпин, хура тул — акаççĕ. Тĕрĕс пусă çаврăнăшĕ тымар хурчĕпе çум курăка пĕтерме пулăшать. Таса, пирĕн тăрăхра лайăх пулакан çĕр улми лартмалла. Çĕре кĕл, извеç, пурă хывмалла. Çак ĕçе çуркунне «иккĕмĕш çăкăра» лартнă чухне тумалла. Кун-сăр пуçне çăмарта хуппине вĕтетсе сапмалла. Тымар хурчĕ ăна тÿсме пултараймасть. Çавăн пекех марганцовка шĕвекне /10 литр шыва 5 г марганцовка ямалла/ сапма юрать.

 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.