Комментари хушас

Упăшка икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ. Пирĕн ачасем çук. Эпĕ — пĕртен-пĕр еткерçĕ. Хăй виличчен мăшăр расписка çырсах пĕлĕшне ултă уйăхлăха кивçен панă. Халĕ çав çын укçана тавăрса парасшăн мар. «Мана кивçен паракан вилнĕ, эпĕ никам умĕнче те парăмлă мар», — тет. Эпĕ укçана тавăрса пама ыйтма пултаратăп-и?

А.АФАНАСЬЕВА.
Вăрмар районĕ
.

Анастасия ТИМОФЕЕВА, «Хыпар» издательство çурчĕн юрисчĕ:
— РФ Граждан кодексĕпе килĕшÿллĕн кивçен паракан укçан виçи саккунпа çирĕплетнĕ пурăнмалли чи пĕчĕк виçерен вунă хут ытларах пулсан граждансен çырса килĕшÿ çирĕплетмелле. Юридици сăпатĕнчен кивçен илнĕ чухне парăм виçи хăть мĕн чухлĕ пулсан та килĕшÿ хутне хатĕрлемелле /РФ ГК 808 ст./.

Займ килĕшĕвне тата унта палăртнă условисене çирĕплетме заемщик расписка е кивçен укçа, япала илнине кăтартакан урăх документ тăратать. Кивçене килĕшÿре палăртнă вăхăтра тата йĕркепе тавăрса памалла /РФ ГК 810 ст./.
РФ Аслă сучĕн Пленумĕн 2012 çулхи çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчи 9-мĕш «Еткерлĕхпе çыхăннă суд ĕç-хĕлĕ» йышăнăвĕн 14, 34-мĕш пункчĕсемпе килĕшÿллĕн гражданин еткерлĕхе хăш вăхăтра тата мĕнле йĕркепе йышăннине пăхмасăр еткерлĕхе илнĕ пурлăхăн хуçи шутланать.

Еткерлĕх шутне çыннăн еткер хутне вуланă кун тĕлне пулнă мĕн пур пурлăхĕ кĕрет: япаласем, укçа-тенкĕ, хаклă хутсем /РФ ГК 128 ст./; пурлăх прависем; пурлăх яваплăхĕ, çак шутра парăмсем те. Çапла майпа кредиторăн пурлăх прависем унăн еткерçисене куçаççĕ. Апла тăк упăшкăр пĕлĕшне займ килĕшĕвĕпе кивçен панă укçа та еткерçĕн — е сирĕн — пурлăх шутланать.
Çавна май эсир çав распискăпа /документăн оригиналĕпе/ судран кивçене тавăрса пама ыйтма пултаратăр.

Валентина БАГАДЕРОВА хатĕрленĕ.
Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.