Комментари хушас

28 Нарăс, 2018

Искусствăна инструментсем кирлĕ

Чăваш Енĕн Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче культура валли федераци бюджетĕнчен панă субсидисене валеçес ыйтупа культура министрĕ Константин Яковлев сăмах илчĕ.

Мускав республикăри искусство шкулĕсен пурлăхпа техника бази валли 165 пин тенкĕ уйăрнă. Чăваш Ен бюджетĕнчен — тата 70,7 пин тенкĕ. Укçана кама парассине палăртма конкурс ирттернĕ — Вăрнарсене пулăшма йышăннă. Министр палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче ачасен искусство шкулĕсен пурлăхпа техника базине çирĕплетес тĕлĕшпе тăвакан ĕç курăмлă. Чылай çул, тĕрĕссипе, çакăн валли бюджетран пĕр пус та уйăрман. 2014 çулта пуçласа тинех 100 ытла музыка инструменчĕ туяннă — пĕтĕмпе 5 миллиона яхăн тенкĕлĕх. 15-мĕш çулта федераци, республика, районсемпе хуласен бюджечĕсенчен 1,5 миллион тенке яхăн уйăрнă, 16-мĕшĕнче — 1,7 миллион патнелле, пĕлтĕр — 830 пин тенкĕ.

Рубрика: 
Теги: