Комментари хушас

7 Пуш, 2018

«Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнеки» çĕнтернĕ

Шупашкарти 12-мĕш шкулти «ЭКО-мы» отряд (ертÿçи — З.Максимова) Пĕтĕм Раççейри волонтер пуçарăвĕсен «Ырă тăвас килет» конкурсĕнче çĕнтернĕ.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртнĕ: халăх сасăлавĕ тата эксперт хаклавĕ. «ЭКО-мы» отряд «9-13 çулсенчисем» категорие хутшăннă. Жюри 194 проектран 17-шне суйланă, çав шута «Чăваш Енĕн Хĕрлĕ кĕнеки» те кĕнĕ. Ачасем проекта малашне те аталантарĕç.

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.