Комментари хушас

19 Пуш, 2018

Ал çырăвĕсем музейре упранаççĕ

«Чăваш хĕрарăмĕ» хаçата çырăнса илетпĕр, юратса вулатпăр. Кăларăм тусĕсене паллă ентешĕмĕр Ираида Петрова /Нарс/ çинчен каласа кăтартас килет. Çыравçăн е сăвăçăн шалти тĕнчине ăнланса илмешкĕн унăн кун-çулĕпе паллашмалла.

1913 çулхи пуш уйăхĕн 16-мĕшĕнче Пушкăртстанри Йăлпăлак ялĕнчи вĕрентекенсен çемйинче Ираида ятлă хĕр çуралнă. Вăрçăран чирлĕ таврăннă ашшĕ тĕпренчĕкĕ 2 çул тултаричченех çĕре кĕнĕ. Килте ăшă тумтир те, апат та пулман. Амăшĕ Елизавета Васильевна, юнашар ялсене вĕрентме çÿренĕрен, хĕрачана палланă хресченсем патне хăварнă. Пĕчĕкскер макăрса сĕт ыйтма пуçласан ĕне усрайман хуçасем авăртнă кантăра шывпа пăтратса панă. Çак хутăш ĕне сĕчĕ пекех туйăннă ăна. Йывăр килнĕ унăн ачалăхĕ. Çапах вăл нихăçан та пуç усман.
Хĕрача кирек ăçта та юрă ĕнĕрлесе çÿренĕ. Унăн сасси колхоз хирĕнче сывлăш çавăрма ларнисене вăй илме пулăшнă. Шкул сцени çинче юрласа ташлакан, кĕске спектакль кăтартакан, паллă çынсене евĕрлекен чикан майлă хура çÿçлĕ хĕрача ял çыннисен асĕнче юлнă. Тен, мăн асламăшĕнчен куçнă çав чăрсăрлăх? Ахальтен мар ватă çын пирки «чикан урапи çинчен ÿксе юлнă» тенĕ. Куçса çÿрекен çав халăх хăйсен хĕрне вăйлă çил-тăман вăхăтĕнче çухатса хăварнă имĕш. Ăна чăвашсем хăйсен йăли-йĕркипе пăхса çитĕнтернĕ. Çав хĕр Ираидăн мăн асламăшĕ пулнă теççĕ.
7-мĕш класс хыççăн Хусанти Чăваш педагогика техникумне вĕренме кĕнĕ вăл. Унтан Чăваш академи драма театрĕн театр студийĕнче, Мускаври театр искусствин тĕп техникумĕнче, Ленинградри музыка училищинче пĕлĕвне тарăнлатнă. Кирек ăçта çитсен те радиопа чăваш юррисе-не шăрантарнă, сăввисене вуланă.
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан концерт бригади пуçтарса госпитальсене, çапăçу вырăнĕсене çитнĕ. Унсăр пуçне Ираида Петрова Мускав, Ленинград, Хусан госпиталĕсенче дежурствăра тăнă, заводра вăй хунă. Каярах упăшкипе, Деодор Иванович инженер-конструкторпа, Эрĕнпур облаçне эвакуациленнĕ.
Ираида заводра ĕçленĕ вăхăтрах юрă ансамбльне ертсе пынă. Çак ушкăн облаç конкурсĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăрçă Ираидăн юрăçра ĕçлес ĕмĕтне татнине каласа хăвармалла: терт-нушана пула унăн сасси çухалнă. Çакăн хыççăн туйăмĕсене хут çине куçарнă вăл.
1955 çулта унăн пĕрремĕш сăввисем кун çути курнă. Шăпах çавăн чухне чăваш поэчĕпе Митта Ваçлейĕпе паллашнă хĕрарăм. Унăн пилĕпе «Тăван Атăл» журналта Ираида Петровăн икĕ сăвви пичетленнĕ. Пĕрне хăйĕн паллă ентешне Владимир Аптрамана халалланă.
Ираида Алексеевна вырăсла, чăвашла тата пушкăртла сăвă хайланипе асра юлнă. Çав вăхăтрах тĕрлĕ ÿсĕмри ачасем валли кĕске калав, кулăш çырнипе палăрнă хĕрарăм. 1969 çулта пичетленнĕ «Тятюк» автобиографи повеçĕшĕн Чăваш Енри ача-пăча литература конкурсĕнче премие тивĕçнĕ. Сăпка юррине вара Андриян Николаевпа Валентина Терешкова космонавтсен хĕрне халалланă вăл.
«Телей тата Илем» сăвăлла трагеди йăх-несĕлĕн историне асра тытакан халăхăн пуласлăхĕ пуррине çирĕплетет. Кунта автор X ĕмĕрти истори пулăмĕсене сăнланă. Истори наукисен докторĕ А.Ковалевский ку ĕçе пысăк хак панă. 1977 çулта «Телей тата Илем» трагедие К.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕн репертуарне кĕртнĕ.
Юлашки çулсенче чирленине пăхмасăрах нумай çырнă вăл. Унăн «Савпипе Кришна» юмахĕ, «Пурнăç çиппи» сăвăсен кĕнеки пичетленнĕ. Кавказ халăхĕн халапĕсем тăрăх «Салам, Абхази» сăвă хайланă Ирида Петрова. Ăна автор тĕл пулусенче вулама юратнă.
Ираида Алексеевна чунĕ тухичченех ентешĕсемпе çыхăну тытнă, район пурнăçĕпе кăсăкланнă. Вĕсене çĕнĕ ĕçсемпе паллаштарса тăнă.
1983 çулхи юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче Ираида Петрова çут тĕнчерен уйрăлнă. Малалла вулас...
 

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.