Комментари хушас

4 Ака, 2018

Фестивале паллă балетмейстера халалланă

Ака уйăхĕн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Пĕтĕм тĕнчери балет фестивалĕ пуçланать. Фестивалĕн кăçалхи уйрăмлăхĕсем çинчен пресс-конференцире театрăн директорĕ Валентин Федоров, балет труппин ертÿçи Данил Салимбаев тата театрăн илемлĕх ертÿçи Сергей Кисс каласа пачĕç.

— Кăçалхи фестивале Раççейри паллă балетмейстер Мариус Петипа /1818-1910/ çуралнăранпа 200 çул çитнине халалланă. Фестиваль «Петипа-гала» концертпа уçăлĕ. Раççейри сумлă театрсенче тата А.Ваганова ячĕллĕ академире ĕçленĕ балетмейстер хăйĕн ĕмĕрĕнче 60 ытла спектакль лартнă. Вăлах балет ÿнерĕн никĕсне хунă. Унăн балечĕсене халĕ те театрсенче ташлаççĕ. Раççейре лартнă чи сумлă спектакль вăл — «Пахита». Фестивалĕн пĕрремĕш кунĕнче шăпах ăна чăваш сцени çине кăларас тетпĕр, — терĕ Данил Салимбаев.

Фестивале яланхи пекех паллă артистсене те чĕннĕ. «Петипа-гала» концертра Францири Бордо театрĕн солисчĕсем Роман Михалев, Сара Ренда, Эмилия Черрути, Марк-Эммануэль Заноли ташлĕç. Юлашки гала-концерта Михайлов /Санкт-Петербург/, Мариинка, Станиславский ячĕллĕ театрсен, Кремль балечĕн /Мускав/, Узбекистанри театр солисчĕсем хутшăнĕç. Чăваш Ене Пермьри «Евгений Панфилов балечĕ» театр тата Мускаври Н.Касаткинăпа В.Василевăн балет театрĕн трупписем килсе çитмелле. Пермь артисчĕсем «Ромеопа Джульетта» балета /композиторĕ — Сергей Прокофьев/ ташлĕç, Мускавсем «Весна священная» тата «Жар-птица» пĕр актлă спектакльсемпе /композиторĕ — Игорь Стравинский/ тухĕç.

Кăçалхи фестивалĕн тепĕр уйрăмлăхĕ — ача-пăча спектаклĕсем кăтартни. «Пирĕн театра ача-пăча та, ашшĕ-амăшĕпе пĕрле паллах, йышлă çÿрет. Çавăнпа вĕсем валли пĕчĕк фестиваль йĕркелес терĕмĕр. Пĕчĕк куракансем «Золушка» тата «Чиполлино» балетсене курса киленме пултараççĕ», — терĕ балетмейстер.

«Жизеле» ташлама Мускаври Пысăк театртан РФ тава тивĕçлĕ артисчĕ Евгения Образцова тата Артемий Беляков килĕç. Сăмах май, Евгения Образцова пирĕн театрта унччен «Спящая красавицăра» тĕп партие ташланă. Данил Салимбаев каланă тăрăх — «Жизеле» Раççее Мариус Петипа илсе килнĕ. Вăл чăваш театрĕн репертуарĕнче те пысăк вырăн йышăнать: 51 çул каялла «Жизельпе» чăваш балечĕн историйĕ çырăнма пуçланă.

Пирĕн справка:

Пĕтĕм тĕнчери балет фестивальне 1997 çултанпа ирттереççĕ. Çак тапхăрта чăваш сцени çине Раççейри паллă вун-вун ташăçă тухнă. Куракансене Йошкар-Ола, Самар, Екатеринбург, Чулхула, АПШ, Франци, Англи, Япони, Украина тата ытти хула-çĕршыври балет ăстисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.

 

Рубрика: 
Теги: