Комментари хушас

7 Ака, 2018

Питĕрте Чӑваш культурин кунĕсем уҫӑлчĕç

Акӑ К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑ академи драма театрĕн артисчĕсем кĕтнĕ кун тинех ҫитрĕ: вĕсем - Питĕр хулинче. Юлашки хут кунта пирĕн сценп ӑстисем 12 ҫул каялла пулнӑччĕ. Ун чухне Ленсовет ячĕллĕ театрта Ф. Павловӑн "ялта " драмине тата Анатолий Чебановӑн "Праски кинеми мӑнукне авлантарать" камитне кӑтартнӑччĕ.

Чӑваш артисчĕсене хальхинче те Нева ҫинчи хулари сумлӑ "Литейнӑйри" йышӑнĕ. Телейлĕ ҫак самант ыран пулĕ. Паян вара Питĕрти Национальнӑҫсен ҫуртĕнче Чӑваш культурин кунĕсем (сăн ÿкерчĕкре) уҫӑлчĕç. "Нева ҫинчи Атӑл шурӑмпуҫĕ" курава кунта ĕҫлесе пурӑнакан йӑхташсем хутшӑнчĕҫ. Вĕсем - Раҫҫей тава тивĕҫлĕ, Чӑваш халӑх художникĕ Анатолий Рыбкин, Александр Федоров, Мария Любимова, Антон Петров, Анна Кондратьева, Атила Балтаев, ыттисем. Вĕсем тĕрлĕрен, анчах пурте - Чӑвашран. Тӑван халӑха юратнине, йӑла-йĕркене хисеплен, тӑван кĕтесе пуҫ тайни палӑрать ĕҫĕсенче. Культура кунĕсене уҫнӑ ҫĕре ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Санкт-Петербург хула администрацийĕн наци хутшӑнӑвĕсен комттетне ертсе пыракан специалисчĕ Вадим Придус хутшӑнчĕҫ.
 

Рубрика: