Комментари хушас

17 Ака, 2018

Икĕ республика çыхăнăвĕ çирĕпленет

Ака уйăхĕн 19-20-мĕшĕсенче Чăваш Ен официаллă делегацийĕ Крымра пулĕ. Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Ялтăра иртекен пĕтĕм тĕнчери экономика форумне хутшăнĕ. Визит вăхăтĕнче Михаил Васильевич Крым Республикин Ертÿçипе Сергей Аксеновпа тĕл пулĕ.

2014 çулхи авăн уйăхĕнче Раççей инвестици форумĕнче икĕ республика Килĕшÿ йĕркеленĕччĕ. 2018 çулхи нарăс уйăхĕнче Раççей инвестици форумĕнче Килĕшĕве 2018-2020 çулсенче пурнăçа кĕртес тĕллевпе мероприятисен планне йышăннă. Регионсем тачă çыхăнса ĕçленин пĕтĕмлетĕвĕ — тавар çаврăнăшĕ ÿсни. Цифрăсем кашни çул улшăнаççĕ. 2017 çулта Чăваш Енпе Крым тавар çаврăнăшĕ 385 миллион тенкĕпе танлашнă. 2016 çултипе танлаштарсан 20% пысăкрах. Вице-премьер — экономика аталанăвĕн министрĕ Владимир Аврелькин пĕлтернĕ тăрăх, кунта «Чăвашоргтехника» тÿпи пысăк. Апат-çимĕç хатĕрлемелли тата упрамалли хатĕрсен производствин рынокĕнче çирĕп вырăн йышăнма ĕлкĕрнĕ предприяти продукцийĕ Крымри шкулсене, ача сачĕсене, профтехучилищĕсене çитет. Шупашкарти «Çеçпĕл» предприяти туса кăларакан прицепсемпе çурма прицепĕсем эрех завочĕсене çитеççĕ. Чăваш Ен строительство компанийĕсем туса кăларакан материалĕсемпе те Крымра усă кураççĕ. «Интеграци юхăмне, тавар çаврăнăшне ÿстерес тĕллевпе каятпăр. Вăраха тăсăлакан программăсем йĕркелесшĕн. Экономика çыхăнăвне çирĕплетмешкĕн бизнесра тăрăшакансемпе калаçусем ирттерме палăртнă», — терĕ Владимир Александрович. Çурма утравра вырнаçнă республикăна Украинăран чылай тавар кÿрсе килме чарнине пула ушкăн апатлану промышленноçĕн тавар çаврăнăшне те аталантарас тĕллевлĕ.