Комментари хушас

23 Ака, 2018

Чун апачĕсĕр пурăнайман Платоновсем

Тăван кĕтес сиплĕхĕн хакне аякра пурăнса курнă çын аван туять. Ваттисем ахальтен çапла каламан-тăр: кайăк хăйĕн йăви еннеллех вĕçет. 

Элĕк районĕнчи Кĕçĕн Тăван ялĕнче çуралса ÿснĕ Платоновсем ăслă çак сăмахсене хăйсем пирки каланă пекех йышăнаççĕ. Çамрăклах тăван ялтан аякка, çурçĕрти Воркутана, тухса кайнăскерсем чĕрĕк ĕмĕр ют хутлăхра пурăннă. Кун-çул кустăрми тикĕссĕнех кăлтăртатнă, тăван кĕтес туртăмĕ кăна канăç паман. Çапла çур ĕмĕре яхăн хыçа хăварсан кăвапаран çыхăннă чăваш çĕрĕ çинех таврăнас тенĕ çемье. Унтанпа 14 çул сисĕнмесĕр иртнĕ.

Спектакльри рольсем çывăхлатнă

Платоновсем — Анатолий Павловичпа Надежда Ильинична — пĕр урамрах çитĕннĕ. Кил хуçи — 5, унăн мăшăрĕ 6 ачаллă кил-йышра ÿснĕ. Хресчен килĕнчи мĕн пур ĕçе пĕчĕкрен хăнăхса çын пулнă вĕсем.
— Пĕртăвансенчен асли эпĕ, çавăнпа та хуçалăхра яваплăх тиевĕ самай пысăк пулнă. Аттепе анне — ĕçре, эпир, ачисем, кил-тĕрĕшре тăрмашнă. Аттене Илья Федоровича килте курма пушшех йывăрччĕ: Свердлов ячĕллĕ хуçалăхра паллă механизаторччĕ вăл. Ака-суха тапхăрĕнче талăкра миçе сехет канайнă-ши? Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденне тивĕçрĕ çывăх çыннăмăр, — аса илет Надежда Ильинична. — Колхоз ырăпа палăрса тăратчĕ. Эртелпе ĕçленĕ хыççăн каçхине çамрăксем урама тухатчĕç. Аслăрах классенче вĕреннĕ чухне эпир те юлман ĕнтĕ — купăс сасси илĕртетчĕ. Çавăн чухне тăван халăх юрри-ташшине килĕштерме пуçланă. Ялтан яла концерт кăтартса çÿреттĕмĕр тата. Мĕн чухлĕ спектакль лартман-ши! Пĕррехинче мана тĕп роль пачĕç: Ф.Павловăн «Ялта» драминчи Елюка вылярăм. Ванюк ролĕнче — манран 4 çул аслă Анатолий Платонов.
— Çапла, вырăнти клуб, сцена çывăхлатрĕ пире. Туссем пирĕн çине пăхса пăшăл пăтти пĕçерме тытăнчĕç — сисмесĕрех хĕрпе каччăлла çÿреме пуçларăмăр-ха та, — шухăшĕпе яшлăх çулĕсене таврăнать Анатолий Павлович та. — Воркутаран таврăнсан çамрăклăхри саманта куç умне кăларас тесе К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрне ятарласа «Ялта» спектакль курма кайрăмăр.

Тăван тăвалла туртать

Качча кайнă чухне 18-та кăна пулнă Надежда аякри çĕре тухса каясси мĕнле килсе тухнине уçса пачĕ:
— Аннен аппăшĕ Раиса Григорьевна Воркута çумĕнчи Кăнтăр поселокĕнче пурăнатчĕ. Вăл пирĕн туя килсен хăйсем патĕнче пурнăç условийĕсем аванни çинчен каласа кăтартрĕ. Пурăнмалли кĕтес уйăрса пани илĕртрĕ пулмалла — аппа йыхравне йышăнтăмăр. Пур пек япалана пуçтаркаласа тухса кайрăмăр тĕнче курма. Вырăна çитсен пирĕн, специальноçсăр çамрăксен /Анатолий механизатора вĕреннĕ-ха ĕнтĕ/, ăçта каймалла? Поселокра аван аталанса пыракан, çурçĕрти чи пысăк теплица хуçалăхĕ пурччĕ. «Эсир — çамрăк, вăй питти. Ялта пурăннă тăк пилĕк авма хăнăхнă — сире кирек мĕнле ĕçе вĕрентме пулать», — терĕ те ертÿçĕ йышăнчĕ ĕçе!
Тăван тăвалла туртать тенешкел Анатолий çурçĕрте ăнăçлă вырнаçсан шăллĕсем те унталла кайма кăмăл тунă /халĕ вĕсем те тăван яла куçса килнĕ ĕнтĕ — пĕр-пĕринчен юлас темен пĕр вартан тухнăскерсем/. Пĕр поселокрах темиçе чăваш çемйи пурăнма пуçланă çапла.  Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.