Комментари хушас

4 Çу, 2018

Уява тивĕçлĕ ирттерер

Уяв мероприятийĕсемпе çыхăннă ыйтусене ĕнер ĕç ушкăнĕ Правительство çуртĕнче иртнĕ анлă ларура сÿтсе яврĕ. Видеоçыхăну мелĕпе йĕркеленĕ пухăва муниципалитетсен ертÿçисем те хутшăнчĕç. Канашлăва республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пычĕ.
Тĕрĕссипе, Аслă Çĕнтерĕве халалланă ĕç-хĕл темиçе уйăх каяллах пуçланнă. ЧР ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ Сергей Димитриев пĕлтернĕ тăрăх — ака уйăхĕн 28-мĕшĕнчен вăрçа хутшăннисемпе инвалидсене, тăлăх арăмсене, ыттисене парнесем пама тата ЧР Пуçлăхĕн саламне яма пуçланă. Социаллă хÿтлĕх органĕсен, общество организацийĕсен представителĕсем ветерансем патне килĕрен çÿресе пурнăç условийĕсемпе паллашнă. Тĕрĕслев хыççăн вĕсене хваттерсене, çуртсене юсама пулăшнă. Çак тĕллевпе 1,58 миллион тенкĕ тăкакланă. Çавăн пекех çирĕпленнĕ йĕркепе çу уйăхĕн 4-21-мĕшĕсенче республика районĕсемпе хулисенче пурăнакан вăрçă ветеранĕсемпе тăлăх арăмсене сывлăхĕсене çирĕплетмелли социаллă центрта кĕтеççĕ.
Министр палăртнă тăрăх — çак кунсенче республикăра 2,5 пин мероприяти йĕркелесе ирттермелле. Вĕренÿ заведенийĕсенче, предприятисемпе организацисенче ку тапхăрта Аслă Çĕнтерĕве тĕрлĕ енлĕ паллă тăвĕç. Çавăн пекех Чăваш Ен Пĕтĕм Раççей акцийĕсене те хутшăнать. Сăмахран, Георгий хăйăвне волонтерсем валеçме пуçланă та ĕнтĕ. Пурĕ 40 пин хăю хатĕрленĕ. Çу уйăхĕн 8-мĕшĕнче «Çĕнтерÿ кунĕ» юрра юрлама палăртнă. Йĕркелÿçĕсем флешмоба пĕлтĕрхинчен сахал мар çын хутшăнасса кĕтеççĕ. Çу уйăхĕн 9-мĕшĕнче 12 сехетре Шупашкарти Наци библиотеки патĕнче «Вилĕмсĕр полк» акци старт илет. Кунта та халăх йышлă пуласси куç кĕрет, мĕншĕн тесен ку мероприятин ят-сумĕ çултан-çул ÿссех пырать. Çавăн пекех уява пухăннисене йĕркелÿçĕсем салтак пăттипе хăналама хатĕрленеççĕ: «Уй-хир кухни» акцие тĕп хула çеç мар, Çĕнĕ Шупашкар, республикăри ытти хулапа район та хутшăнассине палăртрĕç.
ЧР транспорт министрĕ Владимир Иванов çу уйăхĕн 3-12-мĕшĕсенче вăрçă ветеранĕсене общество транспортĕнче тÿлевсĕр илсе çÿрессине пĕлтерчĕ. Çак çăмăллăхпа çавăн пекех ветеранпа пĕрле çула тухакансем те усă курма пултарĕç.
ЧР çар комиссарĕн заместителĕ Александр Исаев Çĕнтерÿ кунĕнче Хĕрлĕ тÿремпе Шупашкар гарнизонĕн пĕрлештернĕ полкĕ иртессине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех çар техникин парачĕ те пулĕ. Уява каçхи вунă сехетре салют вĕçлĕ.
ЧР культура министрĕ Константин Яковлев Çĕнтерÿ кунĕччен астăвăм вырăнĕсемпе палăксене йĕркене кĕртмелли çинчен каларĕ. Хальхи вăхăтра, шел те, ку енĕпе юлса пыракан муниципалитетсем те пур-ха.
Михаил Игнатьев çу уйăхĕн 9-мĕ¬шĕччен шутлă вăхăт юлни çинчен аса илтерсе ĕç-хĕле хăвăртлатма, муниципалитетсен ертÿçисене хăйсене вырăна тухса тĕрĕслеме хушрĕ. «Çĕнтерÿ кунĕнче пур çĕрте те уяв кăмăл-туйăмĕ хуçалантăр. Палăксен умĕнче чĕрĕ чечексем пулсан питĕ аван. Уява тивĕçлĕ тата çÿллĕ шайра ирттерер», — терĕ вăл канашлăва пĕтĕмлетсе.
Валентина багадерова

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.