Комментари хушас

31 Çу, 2018

«Манри икĕ çын пĕр-пĕрне пулăшса пыраççĕ»

Аида ВЕЛИКОВА стилист тата юрăç каланă тăрăх, унра пĕр харăсах икĕ çын пурăнать. Çак тĕлĕнмелле хăйне евĕрлĕ хĕрарăмри икĕ çынпа çывăхрах паллаштарас тесе Аидăн салонне çитрĕм. Унта кĕрсенех стена çинче паллă чăваш юрăçисен сăн ÿкерчĕкĕсене асăрхарăм. Салон мар, чăваш эстрада юрăçисен çурчĕ тейĕн...

— Аида, эсĕ Çĕмĕрле районĕнчи Пилешкассинче ÿснĕ. Чăваш пулнишĕн мăнаçланни пирки иккĕленместĕп. Кала-ха, суйлама ирĕк пулнă тăк çĕр çине хăш халăх хĕрĕ пулса килĕттĕн?
— Пăлхар хĕрĕ... Аякри тăвансем йăх йывăççине 12 сыпăк таран тĕпченĕ. Манăн мăн-мăн асатте-асанне пурăннă ĕлĕкхи тапхăра таврăнас килет. Эпĕ паянхи чăваш еплерех иккенне, мĕн туйнине, мĕн шутланине аван пĕлетĕп. Ман вара авалхи йăх- тымарăн вăрттăнлăхĕн чаршавне уçас килет. Ун чухне пирĕн чĕлхемĕр еплерех янăранă, кукаçи-кукамай мĕнле апат çинĕ, мĕн тăхăннă, епле çемье çавăрнă?.. Ун чухнехи сывлăшпа сывлас килет. Камсем пулнă эпир, мĕншĕн паян урăхла мар, çапла пурăнатпăр? Пăлхарсем çутă çÿçлĕ, кăвак куçлă, шурă ÿтлĕ пулнă теççĕ...
Эсĕ хăв та çав сăнар пекех: çÿçÿ сарă, куçу кăвак...
— Хăвăн куçна ан ĕнен. Çÿçĕм йăм хура тĕслĕ, эпĕ ăна сăрласа саратнă çеç. Ÿтĕм те шап-шурă мар, тĕттĕм. Нимĕн те тăваймăн, ун чух самани урăхла пулнă, тутар-монгол пусмăрĕнче пурăннă, çавна пулах-тăр пирĕн йăхра та тутар-монгол юнĕ пурах. Йăмăкăм Марина вара, чăнах та, пăлхарсенех хывнă. Ÿчĕ çинчи юн тымарĕсем те витĕр курăнаççĕ.
Совет Союзĕ аркансан чылай чăваш ют çĕршыва тухса кайса тĕпленчĕ. Май пулнă тăк эсĕ ăçталла çул тытăттăн?
— Интернетри психологи ыйтăмĕсемпе кăсăкланатăп. Хуравĕсем яланах пĕрешкел: «Сирĕн Италире е Бразилире пурăнмалла». Çак халăхсен йăли-йĕркипе унта тымар ярса çывăхрах паллашнă пулăттăм. Çитменнине, эпĕ ăшша кăмăллатăп.
Тĕрлĕ лару-тăрура йывăрлăхсем йăтăнса ансан хăвна лидер пек тытма пултаратăн-и?
— Манра çак ен пурах. Ăнсăртран сиксе тухнă пăтăрмахра çухалса каймастăп. Тен, эпĕ урăх пурнăçра пĕр-пĕр ертÿçĕ пулнă! /Кулать./ Шалти вăй-хăватпа пĕлсе усă куратăп. Пĕр вырăнта лăпкăн лараймастăп. Чун ялан çĕннине, хальччен курманнине пĕлесшĕн, тĕпчесшĕн, ăнланасшăн.
Хăвна ху хурлама пултаратăн-и?
— Çук. Темĕнле йывăрлăх витĕр тухса, вĕсене çĕнтерсе пыратăп. Маншăн чи малтан шалти ирĕклĕ туйăмсем пĕлтерĕшлĕрех. Хам пирки эпĕ интереслĕ çын тейĕттĕм.
Туйăмлăх чылай чух пурăнма, тĕрĕс йышăну тума чăрмантарать...
— Тус-тăван мана ансатрах тăвасшăн, манăн вара анлăрах пулас килет, хамран питĕ нумай ыйтатăп. Тен, çавăнпах мĕн кĕтни пурнăçланаймасран та хăратăп.
Апла пулсан мĕн-мĕн пурнăçлани çинчен калаçар.
— Эпĕ юлашки çулсенче хама чăваш эстрадинче тĕрĕслеме шут тытрăм. Халĕ репертуарта — 40 ытла юрă. Сăввисене ман сасса кăмăллакансем çырса параççĕ. «Эс ман сывлăш» ятпа юрă пуххи кăлартăм. Юрий Кашкăр хайланă юрăсене хаваспах шăрантаратăп. Пĕр хушă Сергей Марков композиторпа тачă ĕçлерĕм. Халь ак кĕвĕ кĕвĕлекен Юрий Сергеевпа чунпа çывăхлантăм. «Арçын» юрра больницăра сипленнĕ чух «çуратрăм». Кĕвви ман чунра амаланчĕ, сăмахĕсене Галина Казакова çырчĕ. Унпа пĕрлех «Упрасам мана эс, савнă çыннăм» юрă хайларăм. Сăвă шăрçалассипе ачаранах кăсăкланатăп. Юрлама та çав тапхăртах пуçланă. Лайăх вĕреннĕшĕн тата хастар пулнăшăн «Орленок» лагерьте тÿлевсĕр путевкăпа кантăм. Пытармастăп: эпĕ чăвашла ун чух пачах юрламан. Андрей Заволжский çамрăк юрăçпа туслашса унпа пĕрле филармонире концерт йĕркелерĕм. Унта пирĕнпе дуэт юрлакансене çеç чĕнтĕмĕр. Ытти паллă юрăçсен чапĕпе çĕкленес темерĕмĕр.
Сирĕн чĕресенче хĕрÿ туйăм хуçаланать тени ман хăлхана та кĕнĕччĕ-ха... Çак уява йĕркелеме юрату çунатлантарчĕ ахăр?
— Тÿрех калам, пире юрă çеç çыхăнтарать. Тепĕр тесен, савăнатăп, юрату çинчен хайланă юрăсемпе куракана пире юрату çыхăнтарать тесе ĕнентертĕмĕр пулсан ума лартнă тĕллеве пурнăçларăмăр. Пысăк сцена çине çĕнĕ юрăçпа тухни концерта пуянлатрĕ çеç. Вăл мана паллашнă чухне те, çуралнă кунра та илемлĕ чечек çыххи парнеленине вара пытармăп.
Атте-аннене суйлама ирĕк панă пулсан мĕнлерех утăм тăвăттăн?
— Пĕр сăмахсăрах хамăн аттепе аннерен çеç çуралăттăм. Ун пек пуян чунлă çынсем çĕр çинче сахал. Манра мĕн пурри — веçех вĕсенчен. Аттепе анне, Виталий Андреевичпа Ольга Андреевна, Пилешкассинчех пурăнаççĕ. Атте ÿнерçе вĕреннĕ, машина-тракторпа кăсăкланса вĕсене алла илнĕ. Вăл хăть мĕнле ĕçре те малтисен ретĕнче. Аннерен эпĕ тĕрлĕ апат пĕçерме вĕрентĕм. Вăл ăста кулинар. Эпир тăватă пĕртăван ÿсрĕмĕр. Аттепе анне мана Вера ят парасшăн пулнă. Асанне темшĕн çак ята килĕштермен, ачăра пăхмастăп тесе кутăнлашнă. Вара хут çине Ираида тесе çыртарнă. Атте ман кашни утăмпа кăсăкланать. Вăл мана пĕр пĕчĕк çитĕнÿшĕн те мухтать. Çакă мана питĕ хавхалантарать. Йăмăксем те ялан манран тĕлĕнеççĕ, пур çĕрте те ĕлкĕрме ăçтан вăй-хăват тупатăн теççĕ.
Мухтанине кам юратмасть-ши? Хăвна тиркенине еплерех йышăнатăн?
— Тиркени те кăмăла хуçмасть, çине тăрсах тата та пысăкрах çитĕнÿсем тăвас килет. Пурне те юрама йывăр, кирлех те мар. Кашни çыннăн хăйĕн пек пулмалла, пĕр евĕрлĕх пурнăçа кичемлетет.
Кашнинех шкапра скелет пур теççĕ...
— 1 миллион тенкĕ парсан, тен, хăш-пĕр вăрттăнлăха уççăнрах каласа парăп. Ун чух вулаканăн куç-пуçĕ чарăлсах кайĕ. /Кулать./
Ан хăрат-ха...
— Шÿтлерĕм. Тĕрĕссипе, пур вăрттăнлăха никам та уçмасть. Калама юракан хыпара пĕлтерем. Çитес вăхăтра Раççей телекуравĕн Пĕрремĕш каналĕпе эпĕ чăвашла юрланă юрра кăтартĕç. Пĕр шоу-программăна лекме май пулчĕ.
Хальлĕхе Раççей шайне чăваш эстрадинчи пĕр юрăç та çĕкленеймен-ха, тен, эсĕ пултарайăн? Ачалăхна хаваспах аса илетĕн-и?
— Асатте ăсталанă сăпкара йăмăк çывăратчĕ. Аслисем курман чухне пиччепе иксĕмĕр сăпкана кĕрсе лартăмăр. Хайхискер урайне татăлса анчĕ. Юрать, нихăшĕ те аманмарăмăр. Аттепе анне хăнана кайма пуçтарăнсан пĕрле пыма йăлăнаттăм, килте хăварсан вара хыççăн тухса чупаттăм.
Халь ак салонна сутса Мускава тухса каяссипе шиклентеретĕн. Мускав куççуле ĕненменнине мантăн-им? Тата килте апат пĕçерме пăрахса кафене иленнине те пытармастăн. Капла мăшăрна çухатасси те часах...
— Килте апат хатĕрлеме пачах ерçейместĕп-çке. Кашни кунах çур çĕр çитичченех ĕçре эпĕ. Ĕç вырăнĕ юлашки çулсенче кил пекех пулса тăчĕ. Кунтах сцена çине тухмалли мĕн пур тума упратăп. Чĕнсессĕнех тÿрех пĕр-пĕр уява тухса каятăп. Ĕçпе çумăнах вырнаçнă хваттере çывăрма çеç каятăп. Сăмах май, ĕç ăнса пытăр тесен ĕç вырăнне кил çумĕнче шырамалла.
Мăшăру пирки каласа парас килмест пулмалла, калаçăва айккинелле пăратăн.
— Çук-çке. Упăшкапа 13 çул пурăннă, çитет. Чун çĕнĕлĕх шырать. /Кулать./ Пытармасан, эпĕ виçĕ ывăл амăшĕ пулмалли хĕрарăмччĕ. Пĕрремĕшĕ çуралнă хыççăн эрнеренех чĕре чирне пула çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Иккĕмĕшĕ, Игорь, çитĕнчĕ, çар çынни. Çитес вăхăтра контрактпа Челябинск облаçне тухса каять. Танк чаçĕн командирĕ пулма шанаççĕ. Виççĕмĕшĕ вăхăтсăр çуралса вилчĕ. Эпĕ туйнă хурлăха никама та курма сунмастăп. Хам та ачаран чĕрепе аптăратăп. Больницăра темиçе хут та сипленме тиврĕ. Операци тума сĕнеççĕ. Килĕшместĕп. Мĕн чухлĕ пурăнма пÿрнĕ, çавăн чухлĕ пурăнăп. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.