Комментари хушас

7 Çĕртме, 2018

Тунсăхлама вăхăт çук

Çĕрпÿ районĕнчи мухтавлă ентешĕ, Мухтав орденĕн тулли кавалерĕ Г.Т.Прокопьев ячĕллĕ Тавăшкасси шкулĕнче ачасем мана хаваслăн кĕтсе илчĕç. Ара, урока йыхăрса шăнкăрав текех янăрамасть. Умра — хĕлĕпе кĕтнĕ чи вăрăм каникул кунĕсем. Апла пулин те пĕлÿ çуртĕнче ача-пăча сасси илтĕнме пăрахман-ха. 85 вĕренекенрен 50-шĕ шкул çумĕнчи сывлăха çирĕплетекен лагере çÿрет. Икĕ отряд йĕркеленĕ. Аслăрах çулхисем ăна — «Улыбка», кĕçĕннисем «Светлячок» ят панă.
Йăл кулăллăскерсен самантлăха та тунсăхлама вăхăт çук. Çакна Галина Александрова воспитательницăпа Анатолий Кудряшов директор та çирĕплетрĕç. Мана 2007 çулта шкулпа сыв пуллашнă çамрăк тĕрĕçĕсен ĕçĕпе паллаштарчĕç.

Хăнасене хапăл йышăнаççĕ

Шкула пĕррехинче ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, Раççей халăх маçтăрĕ, Чăваш Ен халăх академикĕ Евгения Жачева хăнана пынă. Ал ĕç енĕпе пултаруллă ачасем пуррине асăрханă, çам-рăк тĕрĕçĕсен кружокне йĕркеленĕ. Евгения Николаевна ăна ертсе пыма Шупашкартан эрнере икĕ хут килсе çÿренĕ. Йĕппе, çиппе илемлĕ çĕвĕсем тума халĕ ачасене Надежда Антонова педагог вĕрентет. Акт залĕ тавраллах стенана илем кÿрекен салфеткăсем çакса тухнă. Вĕсене 9-мĕш класс вĕренсе пĕтернĕ хĕр ачасем кăтартса çÿрерĕç. «Сирĕнтен хăшĕсем тĕрлеме юратаççĕ?» — тетĕп. Тăваттăшĕ самантрах ушкăнран уйрăлчĕç. Юля Павлова, Диана Краснова, Таня Шакманова, Ульяна Геккина 11 çул каялла аслă тусĕсем шкула парнеленĕ ĕçне саркаласа кăтартрĕç. Епле илемлĕ!
Чăваш кĕпи, ал шăлли, ытти те тĕрлесе çамрăк ăстасем районти, республикăри куравсене хутшăнса дипломсене темиçе те тивĕçнĕ. Уявсенче, илемлĕ пултарулăх каçĕсенче, драма кружокĕн спектаклĕсенче — тĕрĕленĕ тумпа ачасем. Хăйсен çепĕçлĕхне, тараватлăхне палăртаççĕ. Килен- каяна кĕтсе илме вара яланах хапăл.

Юмах тĕнчи каникулта та тыткăнлать

1-5-мĕш классене куçнă 25 ача — кĕçĕн ушкăнра. Вăл кун çанталăк сулхăн та ăмăр тăнăран вĕсем шкул картишне тухма тăхтарĕç. Математика-и е чăваш чĕлхи-и — урокра шашкăлла выляма юрамасть. Паян вара кунĕпе вылясан та чаракан çук. 6-мĕшне куçнă Софья Крылова уйрăмах кăмăллать ку вăййа.
— Эпир пиллĕкĕн пĕртăван, эпĕ — чи кĕçĕнни. Апла пулин те хăш чухне виçĕ пиччепе аппаран та выляса илетĕп. Ытларах парăнатăп пулин те кулянмастăп, мĕншĕн тесен манăн вĕсем пекех ăста пулас килет, — терĕ Софья.
— Кам вĕрентнĕ-ха сана выляма?
— Атте. Аннепе иккĕшĕ шашка хăми умĕнче ларнине темиçе те курнă эпĕ. Пиччесене те. Вăйă шухăша аталантарма пулăшать. Хальлĕхе ударница-ха, отличница пулас килет. Вара тухтăра вĕренме кĕме те çăмăлрах пулĕ. Каникулта та кĕнеке вулатăп.
— Библиотекăна Софья пек час-часах çÿрекен ача сахал мар, — пĕлтерчĕ Августина Зосимова библиотекарь. — Айтăр вĕсемпе çывăхрах паллашар.
Кĕçĕн çулхисем сĕтеле тавраллах сырса илнĕ. Ксения Анатольева пĕлÿ çăл куçĕпе туслă пулнăран иккĕмĕш класа «4» тата «5» паллăсемпе çеç вĕренсе пĕтернĕ. Унран çулталăк кĕçĕнрех Лена Тинякова асламăшне сасă,,,па юмахсем вуласа парать. Асли мăнукне чĕлхи лайăхрах уçăлтăр тесе юриех вулаттарать. Çавăнпа Лена класра чи хăвăрт вулакан пулса тăнă. Катя Жачевăпа Мария Петровăна та юмах тĕнчи каникулта та тыткăнлать.
Роман Петров, Женя Пушков, Андрей Андреев, Максимильян Цаплин шкулти тавра пĕлÿ музейĕнче темиçе те пулнă. Экспонатсене тимлĕрех сăнарĕç те тĕлĕнмелли каллех тупăнчĕ, ыйтусем те çуралчĕç. Нивушлĕ çынсене ĕлĕк-авал çак ĕç хатĕрĕсем кирлĕ пулнă? Ытла та тÿрккес-çке, тытма та меллĕ мар? Тăван ен культури урокĕнче учительсем вĕсене кун пирки тĕплĕнрех ăнлантарса парĕç. Малалла вулас...

Image CAPTCHA
Введите символы, которые показаны на картинке.