Комментари хушас

25 Çĕртме, 2018

Выльăх апачĕ çителĕклĕ пулĕ

Республикăри хуçалăхсем халь хĕрсех выльăх апачĕ хатĕрлеççĕ. Ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов çĕртме уйăхĕ сулхăн та çумăрлă пулнине пăхмасăр 180 пин тонна утă, 227 пин тонна сенаж хатĕрлеме ĕлкĕрнине палăртрĕ. Выльăхăн кашни единици валли 27-28 единица апат хатĕрлеме планланă — палăртнине пурнăçлас тĕлĕшпе чăрмавсем пулмалла мар.

Сăмах май, çĕршывăн кăнтăр енчи хăш-пĕр регионĕнче вырма та пуçланнă. Çакăн пирки каланă май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев унта тырпул тухăçĕ хальлĕхе пĕлтĕрхинчен пĕчĕкреххине палăртрĕ. Аграрисемшĕн пĕлтерĕшлĕ тепĕр хыпар: Раççей премьерĕ Дмитрий Медведев иртнĕ эрнере ирттернĕ канашлура АПК предприятийĕсен ГСМ хакланнине пула тухса ÿкекен тупăшпа çыхăннă çухатăвĕсене саплаштарасси пирки пĕлтернĕ. «Ку енĕпе йышăну пур ĕнтĕ, — терĕ Михаил Игнетьев. — Укçана Ял хуçалăх министерстви урлă уйăрĕç».

Çав канашлурах сĕте сутăн илмелли хаксем пирки те калаçу пулнă. «Дмитрий Медведев çак сферăра йĕрке тăвас кăмăл çирĕппине палăртрĕ, — пĕлтерчĕ регион ертÿçи. – Тĕпчевсем çирĕплетнĕ тăрăх, суту-илÿре паян сĕт юр-варĕн 30% — контрафакт: ÿсен-тăран çăвĕпе хутăштарни, типĕ сĕтрен хатĕрлени…»

Рубрика: