Комментари хушас

Чăваш Ен Пуçлăхĕн 2017 çулхи «Чăваш Республикин территорийĕнче общество инфратытăмне вырăнти пуçарăва тĕпе хурса аталантармалли проектсене пурнăçласси çинчен» указпа килĕшÿллĕн муниципалитетсенче строительство ĕçĕсем пыраççĕ.

Элĕк районĕнчи Тени ялĕнчи икĕ урамра çул тума республика бюджетĕнчен — 361622, ял тăрăхĕн тата район хыснинчен 241085 тенкĕ уйăраççĕ. Вăл 370 метра тăсăлать. Асăннă районти Шавранчăк ялĕнче — 400 м. Строительствăна вĕçленĕ. Проект 1373074 тенкĕпе танлашнă. Çав шутран 174615 тенкĕ ял-йыш хăйĕн ирĕкĕпе пухнă, ытти — республика, район тата ял тăрăхĕн бюджетĕнчен.

Вăрнар районĕнчи Юпшик Ялтăра ялĕнче туса пĕтернĕ. 1275 метра вĕтĕ шурă чулпа хытарнă. Йĕпе-сапара Канаш районĕнчи Ухман ял тăрăхĕн масарне çынсем пылчăк çăрса пайтах çÿренĕ. Малашне транспортпа та çитĕç. Кунта çул тăприне хăпартса, вĕтĕ чул сарса 1200 метр тăршшĕ хываççĕ, пусăрăнтараççĕ, шыв юхтарма тĕпне пăрăх хурса хăварнă. Атнаш ялĕнчи 1,2 çухрăм тăршшĕ çулăн шăтăк-путăкне сапланă.

 

Юрий МИХАЙЛОВ.

Исключить из Яндекс-Новостей: