Комментари хушас

20 Утă, 2018

"Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" марафона пĕтĕмлетрĕç

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михал Игнатьев утă уйăхĕн 20-мĕшĕнче "Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе" ыр кăмăллăх марафонне пĕтĕмлетнĕ ятпа ирттернĕ мероприятие хутшăнчĕ.

Кăçал марафон пухмачĕ 7 миллион та 701 пин тенкĕпе танлашнăччĕ. Анчах та уявра ăна РФ Патшалăх Думин депутачĕ Николай Малов 100 пин тенкĕпе пуянлатрĕ. Уява çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлав министрĕ Владимир Викторов, ачасен ирĕкне хÿтĕлекен уполномоченнăй Елена Сапаркина хутшăнчĕç.

Хăнасем чи малтанах "Лесная сказка" ача-пăча санаторийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕç, ун хыççăн акт залĕнче марафона пĕтĕмлетрĕç. Унта пухнă нухрат республикăри йывăр шăпалла ачасен пурнăçне лайăхлатма пулăшать. Кăçал ырă кăмăллăх спонсорсен йышĕ те пысăкланнă. Федерацин травмотологин, ортопедин тата эндопротезированин центрĕн тĕп тухтăрне Николай Николаева, Чăвашпотребсоюз канашĕн председательне Валерий Павлова ыр кăмăллăх марафонне сумлă тÿпе хывнăшăн "Ачалăх меценачĕ" медальпе наградăларĕç. Савăнăçлă уяв ачасен концерчĕпе вĕçленчĕ.